Алиса Ахахпи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Алиса Ахахпи
Алиса Ахахпи певица.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ Алиса Олеговна Чайникова
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1993 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ(1993-08-26) (32 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн
Патшалӑх
Профессисем чăваш юрӑҫи
Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем 2013 — хальхи вӑхӑт
Жанрсем чăваш эстради
vk.com/id42212374

Алиса Ахахпи (паспортри ячӗ — Алиса Олеговна Чайникова, ҫур. 1993 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Çĕнĕ Шелттем, Канаш районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ.

2013 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2013 ҫулхине «Чӑваш пики» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулнӑ[1].

2013 ҫултанпа Шупашкарти «Ровесник» культура керменӗн илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлет.

2010 ҫулсен варринче эстрада сцени ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать.

Пултарулӑх

«Телей» (2022) альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Пӗчӗккӗ пуласчӗ», «Ҫӗнӗ ҫул», «Туй», «Салам», «Пуласчӗ ялан пӗрле», «Телей», «Юрату турри», «Шкулти юрату», «Кӑвак куҫусем», «Чун савни», «Юратӑр», «Анне», «Ывӑлӑм», «Атте», «Вӗҫленеймен юмах», «Анне чӗри», «Илемпи юрри»[2] тата ыттисем те.

Дуэтпа(выр.)чăв. Типшӗм Сашукпа («Сарӑ хӗрсем»), Николай Ключниковпа («Ҫӗнӗрен ҫуралнӑ юрату»)[2] тата ыттисемпе юрлать.

Алиса Ахахпи — «Чӑваш пики — 2013» конкурс ҫӗнтерӳҫи.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[3].
  • «Канашсем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[4][5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Обладательница титула «Чӑваш пики-2013» — Алиса Чайникова из Канашского района (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (25 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Алиса Ахахпи. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  3. ^ Благотворительный концерт «СВОих не бросаем» (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Цивильского муниципального округа Чувашской Республики (31 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  4. ^ Главными героями XXI праздника землячества «Канашсем» стали люди труда (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (30 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  5. ^ Праздник землячества «Канашсем» (выр.). ГАПОУ «Чебоксарский техникум ТрансСтройТех» Минобразования Чувашии (14 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».