Прокопьева Ольга Васильевна

Прокопьева Ольга Васильевна (сцена ҫинчи ячӗ — Ольга Прокопьева, ҫур. 1969 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ, Ишлĕ (Патăръел районĕ), Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2014).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1969 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

Тӑван ялти шкултан вӗренсе тухсан, Шупашкарти медицина училищинче вӗреннӗ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче медсестрара ӗҫленӗ.

Каярахпа Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ (РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ЧР халӑх артисчӗ А. В. Зинкина класӗ)[1].

1993—1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин хорӗнче юрланӑ.

1998—2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ.

2005 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗн солистки[1].

2004 ҫултанпа тата харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать.

undefined

Пултарулӑх

Ачалӑхранах юрлама юратнӑ, ялти тата шкулти концертсенче хутшӑннӑ.

Юррисем: «Ачалӑх», «Каласам», «Каласам, савни», «Тӑван ял», «Тӗлӗк», «Телефон», «Тунсӑхлӑ чӗре», «Улӑхра», «Хырсем», «Чечек», «Ҫурхи кун»[2].

«Ҫеҫпӗл» ансамбль репертуарӗнчи юрӑсем: «Ахаль мар», «Анне», «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ?», «Хура тур лаши», «Такмаксем», «Пӗрле», «Ӑҫта каян, чӗкеҫ?», «Чебоксары — мой город родной», «Телей», «Пӗрле» тата ыттисем.

«Санӑн куҫусем» , «Каласам , савни» (2008) альбомсем кӑларнӑ.

Пӗрремӗш концертне 2014 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче («Всё только начинается») ирттернӗ. 2015 ҫулта иккӗмӗш харпӑр концертне — «В кругу друзей» — йӗркеленӗ. 2020 ҫулта икӗ харпӑр концерт ирттернӗ.

Юррисен авторӗ — Андрей Галкин композитор, ҫавӑн пекех репертуарӗнче Сергей Степанов, Александр Павлов, Светлана Печникова кӗвӗленӗ юрӑсем пур.

Хисепӗсем

Ҫемье

  • Ашшӗ — Емельянов Василий Порфирьевич.
  • Амӑшӗ — Емельянова Венера Георгиевна.
  • Ҫемьере тӑваттӑн ӳснӗ: Александр, Юрий, Ольга, Лира.
  • Мӑшӑрӗ — Николай.
  • Хӗрӗ — Анна.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Персона: Ольга Прокопьева артистка 55 ҫул тултарнӑ. chuvash.org (4 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ Ольга Прокопьева. chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 29 мая отмечает юбилей заслуженная артистка Чувашской Республики Ольга Прокопьева. culture.cap.ru (29 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ Ольга Васильевна Прокопьева. chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем