Александр Сорокин
Александр Николаевич Сорокин (сцена ҫинчи ячӗ — Александр Сорокин, ҫур. 1991 ҫулхи акан 6-мӗшӗ, Первомайски (Патăрьел районĕ), Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1991 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ (Первомайски) ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
2007 ҫулта Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче 9 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 2007—2011 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. 2012—2016 ҫулсенче Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту консерваторийӗнче ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗн управленипе экономика факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].
2016—2019 ҫулсенче чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра юрӑ» эстрада ушкӑнӗнче вӑй хунӑ.
2016—2018 ҫулсенче Чӑваш Республикин патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче концертмейстер(выр.)чăв. пулса ӗҫленӗ, студентсене хуткупӑс калама хӑнӑхтарнӑ.
2019 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: ҫулталӑкне пӗрре пайӑррӑн концерт йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.
Пултарулӑх
«Купӑс сасси» альбом кӑларнӑ.
Юррисем: «Анне», «Ҫуралнӑ кун», «Анне, сана юратса», «Купӑс тӑсса ярам-и», «Такмаксем», «Шӑпчӑксем», «Эй, тӑван», «Юрату кӑварӗ», «Эс чупту мана», «Сана кӗтсе», «Ах, савни», «Тӗлпулу», «Ҫӗнӗ ҫул», «Эх, вӑран чӑваш», «Купӑс сасси», «Сарӑ кайӑк», «Хура пӗлӗт», «Ҫуркуннеччӗ», «Юрату»[2], «Ах, юрату», «Ытарми хуткупӑс», «Алла купӑс парӑр-ха», «Юрату юрри», «Эй, тӑван»[3], «Пӗрре курсах саврӑм-ши?», «Юрататӑп», «Купӑс чури», «Ах, Тур, йӳҫӗ»[4] тата ыттисем те.
Мӑшӑрӗпе — Екатеринӑпа — дуэтпа юрлаҫҫӗ: «Шип шиплетеҫҫӗ», «Чӑн юрату», «Пирвайхи юрату», «Тух, савниҫӗм, урама»[4].
Юрий Кашкӑр, Альбина Юрату, Лидия Изекеева сӑвӑҫсемпе, Александр Павлов аранжировщикпа ытларах ӗҫлет.
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[5], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет.
Ҫемье
- Ашшӗ — Юманов Николай Дмитриевич.
- Амӑшӗ — Сорокина Марина Николаевна.
- Мӑшӑрӗ — Екатерина.
- Хӗрӗ — Ева.
Хисепӗсем
- А. Талвир ячӗллӗ Пӗтӗм чӑвашсен литература премийӗн лауреачӗ (2012);
- Пӗтӗм тӗнчери «Ылтӑн ҫеҫенхир сассисем» конкурс лауреачӗ (2013, Аҫтӑрхан)[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[6], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Александр Сорокин (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Александр Сорокин (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Александр Сорокин (выр.). chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Александр Сорокин (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Концерт в подарок односельчанам от артистов чувашской эстрады (выр.). Батыревский муниципальный округ Чувашской Республики (3 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Татьяна Васильева. Звёзды чувашской эстрады провели концерт в поддержку участников СВО (выр.). Cетевое издание «Чувашинформ.рф» (28 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |