Типшӗм Сашук

Егоров Александр Алексеевич (сцена ҫинчи ячӗ — Типшӗм Сашук, ҫур. 1974 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Элекçей Тимеш, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш эстрада юрăçи. Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Кун-çулĕ

1974 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ, 1996 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

1996—1998 ҫулсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Юрӑсем кӗвӗлеме, гитарӑпа юрлама студент чухнех пуҫланӑ, анла сарӑлнӑ малтанхи юррисем: «Салампи» тата «Натали».

Шӑрантаракан юррисенчен 98 процентне хӑй кӗвӗлет. Хӑйӗн тата Петӗр Яккусен, Петӗр Хусанкай, Петӗр Эйзин сӑввисемпе.

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ паллӑ юррисем: «Шур мерседес», «Чувашка», «Мунча», «Кукка», «Тракторист», «Салху юмах», «Шанӑҫпи», «Натали», «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать», «Укҫа», «Юлташ пурӑнать чӗресенче», «Ҫимӗк каҫӗ», «Сан ҫуралнӑ кун паян», «Эп паян 17-ре», «Ҫутӑр ҫумӑр», «Иртсе кайрӗҫ ачалӑх кунӗсем» тата ытти те[1].

Сцена ҫине ытларах Дима Моисеев тата Евгений Тодинов хуткупӑсҫӑсемпе тухать.

Анжелика юрӑҫпа дуэтпа юрланӑ юрӑсем чылай.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнать[2][3].

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Татьяна, врач-психиатр. Икӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ: Андрей тата Полина. Сцена ҫине Андрей ывӑлӗпе те тухать, ывӑлӗн сцена ҫинчи ячӗ — Типшӗм Андрей.

Пӗрремӗш мӑшӑрланура пӗр хӗр пур.

Кӑсӑклану

Спортпа туслӑ, тренажер залне(выр.)чăв. ҫӳрет, пауэрлифтинг(выр.)чăв. енӗпе ветерансен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать.

Велосипедпа ярӑнма, мунча кӗме юратать.

Юратнӑ юрӑҫисем: Виктор Цой, Вячеслав Бутусов(выр.)чăв..

Ӑнлантарусем

  1. ^ Типшӗм Сашук (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ С огромным успехом провели благотворительный концерт (выр.). ВКонтакте (5 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  3. ^ Елена Сергеева. Сбор денег идет на наших бойцов (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем