Петĕр Яккусен
Яковлев Пётр Яковлевич (Петӗр Яккусен, 1950 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Упа Çырми, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫӑ, Библие чӑвашла куҫаракан, чӗлхеҫӗ. Раççей Çыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1986), филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ (1990), доцент (1996).
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ, ҫав шутра «Чӑваш чӗлхин фонетикипе фонологийӗ» монографин тата чӑваш фонетикипе ҫырнӑ аслӑ шкулсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекин авторӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Красноармейски районӗнчи Упа Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ[1].
1968—1970 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Аслӑ шкул вӗренсе пӗтерсен учительте ӗҫленӗ, ялти шкулсенче вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ пулнӑ.
1975 ҫултанпа — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) ӑслӑлӑх-тӗпчев кӗҫӗн ӗҫченӗ.
1983—2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗ, доценчӗ пулнӑ. Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçлеме тытăннӑ май аспирантурăра вĕреннĕ. 1995 çулта унăн «Чăваш фонетики» вĕренӳ кĕнеки пичетленсе тухнă. 1989 ҫулта Ӗпхӳре «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пусӑмӗ» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, уйрăмах консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2000—2007 ҫулсенче П. Я. Яковлев — Библи куҫарӑвӗн институчӗн (Мускав) ӗҫченӗ. «Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ Ҫӗнӗ Халал» (Новый завет), «Лука пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар» (Евангелие от Луки), «Ырӑ Хыпар: Матфей, Марк, Лука, Иоанн пӗлтернӗ» (Новый Завет), «Ача-пӑча Библийӗ» (Библия для детей) кӗнекесене куҫарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[2].
Тӑван тӑрӑха таврӑнсан 2007 ҫултанпа доцент пулнӑ, 2009 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институчӗн культура факультечӗн деканӗ.
2012 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи ҫул-йӗрӗн чӗлхе пӗлӗвӗн секцийӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
2016 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи ведомствӑсен хушшинчи Чӑваш чӗлхи комиссийӗн пайташӗ тата унӑн орфографи ҫумкомиссийӗн председателӗ пулнӑ.
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].
Ӗҫӗсем
- Яковлев, П. Я. Чӑваш фонетики : вӗренӳ кӗнеки / П. Я. Яковлев. — Шупашкар : Чӑваш университечӗн изд-ви, 1995. — 134 с.
- Яковлев, П. Я. Чӑваш фонетики : вӗренӳ кӗнеки студенсем тата чӑваш чӗлхине вӗрентекен учительсем валли / П. Я. Яковлев. — 2-мӗш клр. — Шупашкар : Чӑваш университечӗн изд-ви, 2001. — 141 с.
- Яковлев, П. Я. Словесное ударение в чувашском языке : автореф. дис. на соиск. учен. степ. канд. филолог. наук : Спец. (10. 02. 02) — Языки народов СССР (чувашский язык) / П. Я. Яковлев. — Уфа : Б.и., 1989. — 20 с.
- Ударение в русских и интернациональных словах, заимствованных в чувашский язык // Чувашский язык. Труды ЧНИИ. Вып. 66. Ч., 1976;
- Чĕлхе, сăвă тата аллитерации // Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. ЧНИИ статья пуххи. Ш., 1978;
- К истории изучения ударения в чувашском языке // Вопросы истории и грамматики чувашского языка. Труды ЧНИИ. Вып. 74. Ч., 1977.
- «Фонетика и фонология чувашского языка»;
- «Хальхи чӑваш литература чӗлхи: Фонетика. Графика. Орфографи»[3].
Пултарулӑх
Хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене Пётр Яковлевич 1967 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ, ҫавӑнтанпа унӑн хайлавӗсене коллективлӑ сборниксенче (Ҫӗнӗ кӗвӗ", «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем»), хаҫат-журналта пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ача-пӑча прозин кӗнекисен авторӗ. Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи», «Çавра кӳлӗ», «Шурӑ пӗлӗтсем» тата ыттисем[3].
1986 ҫултанпа СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Пичетленнӗ кӗнекисем
- Яккусен, П. Я. Кӗмӗл кимӗ : [сӑвӑсем] / Петӗр Яккусен; [Н. Ильина пухса хатӗрленӗ тата ум сӑмахне ҫырнӑ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 351 с.
- Яккусен, П. Ҫавра кӳлӗ : [сӑвӑсем] / Петӗр Яккусен; [худож. В. М. Ширшов]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1993. — 79 с.
- Яккусен, П. П. Ҫӗн уйӑх ҫути : [сӑвӑсем] / Петӗр Яккусен; [Е. В. Енькка ӳнерҫи]. — Шупашкар : Клио, 2006. — 157 с.
- Яковлев, П. Я. Тӑм тӑвайкки вӑййисем : сӑвӑсем / П. Я. Яковлев. — Шупашкар, 1985. — 48 с.
- Яковлев, П. Я. Уй варринче : сӑвӑсемпе поэма / П. Я. Яковлев. — Шупашкар, 1987. — 79 с.
- Яковлев, П. Я. Юман чӗлхи : сӑвӑсем / П. Я. Яковлев. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 80 с[3].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2020);
- Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ (2015);
- «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медаль;
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалласа» юбилей медалӗ;
- «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (1993, «Ҫавра кӳлӗ» кӗнеке)[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 А. П. Хузангай. Яковлев Пётр Яковлевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Памяти Петра Яковлевича Яковлева (26.08.1950-07.01.2021) - ЧГИГН. chgign.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Яккусен, Петр Яковлевич (поэт, языковед; 26.08.1950-07.01.2021) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Кумаляк : чăн пулни тата юмах. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1424-8
- Атлай, Л. Управçă шăпаллă поэзи тата халĕ те ĕненӳллĕхпе кăна пурăнакан ăраскаллă çыравçă / Л. Атлай // Хыпар. — 2006. — 26 утă.
- Волков, Л. Çамрăклăх çаврăмĕсем / Л. Волков // Коммунизм ялавĕ. — 1986. — 21 нояб.
- Ильина, Н. Ум сӑмах вырӑнне : [Петӗр Яккусен сӑвӑҫ ҫинчен] / Н. Ильина // Яккусен, П. Кӗмӗл кимӗ / П. Яккусен. — Шупашкар, 2010. — С. 3-8.
- Кульев, О. Шыв тӑрӑх шӑппӑн шӑвакан кимӗ : [Петӗр Яккусен «Кӗмӗл кимӗ» кӗнеки пирки] / О. Кульев // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. — 2011. — № 2. — С. 46-47.
- Матвеева, Г. «Кӗмӗл кимӗре» вӑраннӑ кӑмӑл : [Петӗр Яккусен «Кӗмӗл кимӗ» кӗнеки пирки] / Г. Матвеева // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 8. — С. 128—131.
- Никитина, Ж. Тĕнче мана каларĕ хăлхаран… / Ж. Никитина // Хыпар. — 2000. — 20 авăн.
- Прокопьева, Р. «Чи малтанхи эпӗ курнӑ чечек — хӗрлӗ, хитре хӗвелччӗ…» : [Петӗр Яккусен поэтӑн пултарулӑхӗ пирки] / Р. Прокопьева // Самант. — 2011. — № 3. — С. 20.
- Сатур, С. Ирĕке ăнтăлни / С. Сатур // Тăван Атăл. — 2006. — № 11. — С. 144—150.
- Сатур, С. Халăх сăвăçĕн сасси / С. Сатур // Хыпар. — 1994. — 27 ака.
- Степанов, В. «Куçăма курăнинччĕ шевлеллĕ ката…» / В. Степанов // Коммунизм ялавĕ. — 1990. — окт.
- Степанов, В. Робинзон / В. Степанов // Çамрăксен хаçачĕ. — 1997. — 31 çу.
- Степанов, В. «Эп юрă мар, пĕр çаврăм çеç» / / В. Степанов // Хыпар. — 1991. — 20 нояб.
- Юмарт, Г. Хăлат / Г. Юмарт // Ялав. — 2000. — № 8. — С. 64-65.
- Яковлев Петр Яковлевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиогр. указ. — Шупашкар, 2006. — С. 231—233.
- Яковлева, Г. Петӗр Яккусен поэтпа тӗл пулу / Г. Яковлева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). — 2009. — 5 ҫу.
- Яккусен, П. Петӗр Яккусен: «Этемӗн чӑн малтан хӑйӗн ӑшӗнчи тасалӑхпа калаҫмалла» / П. Яккусен; [калаҫаканӗ] В. Степанов // Самант. — 2012. — № 8. — С. 12-13.
- Афанасьев, П. Яккусен (Яковлев) Петр Яковлевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебксары, 2006. — С. 544—545.
- Мур, Л. Новые вести из подлунного мира : [о творчестве поэта Педэра Яккусен] / Л. Мур // ЛИК. — 2007. — № 1. — С. 153—155.
- Степанов, В. ЯККУ-сан: путь пера / В. Степанов // Лик Чувашии. — 1997. — № 2. — С. 105—110.
- Хузангай, А. П. Яковлев Петр Яковлевич / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 723—724.
- Хузангай, А. Молния на ладони // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. — Чебоксары, 1987. — С. 116—118.
- Яковлев (Петӗр Яккусен) Петр Яковлевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 93.
- Яковлев Петр Яковлевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930—2005. — Чебоксары, 2005. — С. 177.