Кирилл Рыбаков
Кирилл Сергеевич Рыбаков (сцена ҫинчи ячӗ — Кирилл Рыбаков, ҫур. 1997 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ, Шуршăл, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1997 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
2012 ҫулта Шуршӑл вӑтам шкулӗнче 9 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 2012—2016 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. 2016—2021 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «музыка вӗрентекенӗ» специальнӑҫа вӗренсе ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ.
2017 ҫулта «Тӑван радио» ирттернӗ «Ротаци» проекта хутшӑннӑ, унта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алексей Шадриков юрӑҫ ертсе пынӑ ушкӑна лекнӗ. Проект дипломанчӗ пулса тӑнӑ.
2018 ҫултан, «Ротаци» проект хыҫҫӑн, концерт ӗҫ-хӗлне пуҫӑннӑ.
Пултарулӑх
Сцена ҫине яланах хуткупӑспа тухать, юррисем те хуткупӑспа каламалли ҫемӗллӗ.
Юррисем: «Мантӑн-ши?», «Чиперук», «Ярӑм, ярӑм», «Эх, авланас килет», «Такмаксем», «Мана мар», «Эс калаттӑн»[1], «Анне, яр-ха улаха», «Юратнӑ эп сана»[2] тата ыттисем те.
Юррисен авторӗсем — Юрий Кашкӑр сӑвӑҫ тата композитор, Альбина Юрату тата Валерий Раштав сӑвӑҫсем, Константин Рязанов аранжировщик, хӑйӗн юррисен сӑмахӗсене хӑй те ҫырать, кӗвӗлет.
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене (Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисем, Чӗмпӗр, Сарӑ ту, Пенза облаҫӗсем тата ыттисем те) тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет.
Ҫемье
- Ашшӗ — Рыбаков Сергей Николаевич, тивӗҫлӗ канура.
- Амӑшӗ — Рыбакова Оксана Семёновна, строительство ӗҫӗсен маҫтӑрӗ.
- Шӑллӗ — Матвей.
- Мӑшӑрӗ — Лидия Вячеславовна.
- Хӗрӗ — Милана.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралса ӳснисен «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[3].
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ Кирилл Рыбаков. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Рыбаков. www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ ДК «Химик» открыл свои двери администрации Мариинско-Посадского района и землячеству «Сентер-ен» (выр.). Новонет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |