Малышев Константин Анатольевич

Малышев Константин Анатольевич (1977 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ, Пӳркел, Пӑва районӗ, Тутар АССР) — журналист, ҫыравҫӑ, блогер, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулне, Хусан патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ (2000). Университет хыҫҫӑн Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫат редакцине ӗҫе вырнаҫнӑ:

  • 2000—2003 ҫулсенче — корреспондент,
  • 2003—2007 ҫулсенче — тӗп редактор,
  • 2007—2019 ҫулсенче — «Татмедиа» акционерсен уҫӑ обществин «Сувар» хаҫат редакцийӗ» филиалӗн тӗп редакторӗ,
  • 2019 — 2023 ҫулсенче — «Татмедиа» акционерсен уҫӑ обществин «Сувар» хаҫат редакцийӗ» филиалӗн сайчӗн редакторӗ.

2008 ҫулта «Сувар» хаҫатӑн дизайнне улӑштарнӑ, Малышев К. А. — ку ӗҫӗн пуҫаруҫи тата пурнӑҫлаканӗ.

Обществӑлла ӗҫсем

Раҫҫейри, Тутарстанри чӑвашсен ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать:

  • 2000 ҫулта Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен «Асамат» пӗрлӗхне никӗслекен тата пӗрремӗш ертӳҫи;
  • 2002 ҫултанпа — Тутарстан Республикинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ[1];
  • Хусанти Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи;
  • 2002 ҫулта компьютерпа чӑвашла пичетлеме май паракан патентланӑ чӑваш шрифӗсене тӑваканӗсенчен пӗри;
  • 2022 ҫултан — Раҫҫей Федерацийӗнчи Чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ;
  • Тутарстанри чӑваш уявӗсене (Уяв, Акатуй, Кӗр сӑри, Чӳклеме тата ытти те) йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑнать[2];
  • Хусана, Тутарстанри чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсене чӑваш театрӗсене гастрольсем, чӑваш эстрада юрӑҫисене концертсем, чӑваш ҫыравҫисене тӗлпулусем йӗркелеме пулӑшать;
  • Хусанта, Тутарстанра, уйрӑмах шкулсенче тӗлпулусем йӗркелет [3].

Пултарулӑхӗ

Малышев К. А. «Тутарстан чӑвашӗсем» кӗнеке валли материалсем пухма пулӑшнӑ.

Унӑн статйисемпе литература хайлавӗсем «Шурӑмпуҫ» (Хусан, 2006) латература альманахӗнче, Чӑваш Республикинчи «Хыпар», «Тантӑш» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» журналта, Чӗмпӗрти «Канаш», Пушкӑртстанри «Урал сасси», Самарти «Самар Ен», Тутарстанри «Магрфэт», «Наш дом Татарстан» кӑларӑмсенче пичетленнӗ.

2022 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ачалӑхӑм» кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 254. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Кириллова, А. Н. Малышев Константин Анатольевич / А. Н. Кириллова // Чувашские достопримечательности Буинского района Татарстана / А. Н. Кириллова. — Чебоксары, 2013. — С. 45.
  • Малышев Константин Анатольевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 510-511.