Осипова Ольга Андреевна (юрӑҫ)

Осипова Ольга Андреевна (Ольга Палан; ҫур. 1991 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Вылă) — чӑваш юрӑҫи, актриси.

Пурнӑҫӗ

1991 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элӗк районӗнчи Атмалкассинче ҫуралнӑ[1].

2009 ҫулта ылтӑн медальпе шкул пӗтернӗ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче виҫӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Пултарулӑхӗ

Шкултанпах чӑваш халӑх тата эстрада юррисемпе кӑсӑланнӑ. Пултарулӑх анинче Ольга Осипова тата Ольга Палан ятсемпе паллӑ.

Юрӑҫ пек 18 ҫулта «Янташ» ушкӑнта юрланинчен пуҫланӑ.

2013 ҫулта Владимир Карсаковӑн «Юхха» фильмра ӳкерӗннӗ (тӗп сӑнара вылянӑ, сценарине ҫырма та пулӑшнӑ), пур трюксене те хӑйех пурнӑҫланӑ[1]. Унччен маларах вӑл ҫак режиссёрпа халӑх тата эстрада юррисен темиҫе клипӗнче ӳкерӗннӗ пулнӑ.

Вӑл юрлакан паллӑ юрӑсем:

  • «Ҫӑвать ҫумӑр»
  • «Пӗлӗт, пӗлӗт» (чӑваш халӑх юрри);
  • «Ҫурхи вӑрманта»
  • ыттисем.

Вӑл хӑйех сӑвӑ ҫырать, кӗвӗ кӗвӗлет, тӗрлӗ сценарисем хатӗрлет. Пӗтӗмӗшле 6 чӗлхепе юрлать: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла, французла, испанла тата хиндилле.

2016 ҫулта «Ҫумӑр ҫӑвать» ятпа хӑйӗн пӗрремӗш альбомне кӑларнӑ.

2022 ҫулта Сергей Щербаковӑн «Слеза ангела» фильмӑн соавторӗ пулса тӑнӑ, унтах вӑл тӗп сӑнара вылянӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн авалхи чӑваш юрри тӑрӑх «Уй варринче» музыка фильмӗ хатӗрлесе кӑларнӑ. Фильм Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳҫӗсен тӑхӑмӗсем» ҫарпа патриотизм киновӗн фестивльне хутшӑнса «Аслисем — ачасене» программӑра «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире шорт-трека лекме пултарнӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

Ольга Осипова республика шайӗнче иртнӗ халӑх юррисен конкурсӗсенче «вокал-соло» номинацире пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл юрлакан «Пӗлӗт, пӗлӗт» юрӑ Израильти «Музыкальный караван» хит-парадра мала тухнӑ[1].

Ҫемье

Ольга Андреевнӑн виҫӗ ача пур.

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем