Ҫӗнтерӳ (мемориал паркӗ)
Ҫӗнтерӳ (мемориал паркӗ) | |
---|---|
![]() Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗ | |
Тӗп информаци | |
Лаптӑкӗ | 30 га |
Никӗсленӗ вӑхӑт | 1980 |
Вырнаҫӑвӗ | |
Страна | |
Хула | Шупашкар |
Хула районӗ | Калинин районӗ |
«Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗ — Чăваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаçнă астӑвӑмпа истори комплексӗ.
Мемориал паркӗ Шупашкар хулинчи Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче Зоя Яковлева урамӗнче вырнаҫнӑ. Лаптӑкӗ — 30 га[1].
Тытӑмӗ
Парк территорийӗнче ҫакнашкал палӑксемпе вырӑнсем пур:
- Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ,
- Асӑну аллейи,
- Интернационалист-салтаксен палӑкӗсем,
- Чечняра пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк,
- Чернобыль АЭСӗнче аварие пӗтерекенсене асӑнса лартнӑ палӑк,
- Сӑваплӑ Иоанн астӑвӑмӗн часавайӗ,
- Ҫар техникин музейӗ,
- Каскадлӑ фонтан,
- Паттӑрсен аллейи,
- Сӑваплӑ Иоанн Воин храмӗ-часавайӗ.
Кунҫулӗ
Парк кун-ҫулӗ 1980 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ун чухне Атӑл хӗрринче, Шупашкар хулин чи ҫӳллӗ вырӑнӗнче Ҫар Мухтавӗн Монументне вырнаҫтарнӑ. Ӑна уҫма икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ А. Г. Николаев летчик-космонавт килнӗ, монументпа юнашар «Астӑвӑм аллейине» хывнӑ[2].
«Ҫӗнтерӳ» мемориал паркне Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗн 2003 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Ҫӗнтерӳ» парка тата П. П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменне пӗрлештерсе мемориал паркне йӗркеленӗ[3].
Тӗрлӗ ҫулсенче паркра тӗрлӗрен палӑксем вырнаҫтарнӑ[2]:
- 1996 ҫ. — Чечняра пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен палӑкне лартнӑ.
- 1999 ҫ. — Сӑваплӑ Иоанн Воин храм-часавайне уҫнӑ.
- 2002 ҫ. — Чернобыльти АЭСӗнчи аварие пӗтерекенсене асӑнса палӑк уҫнӑ.
- 2004 ҫ. — Афганистанра пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
- 2005 ҫ. — Ҫӗнтерӳ юбилейӗ тӗлне Каскад фонтанне тата Паттӑрсен аллейине уҫнӑ.
- 2013 ҫ. — Чӑваш Енри моряксен палӑкӗн чулне хывнӑ.
- 2023 ҫ. — ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене асӑнса лартакан пулас палӑк вырӑнӗнче чул хывнӑ.
Ҫар техникин музейӗ
Ҫар техникин музейӗ парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ, унран паттӑрсен палӑкӗсем патне илсе пыракан темиҫе аллея пуҫланать. Уҫӑ тӳпе айӗнчи музей шутланать, ҫамрӑксемпе ачасене уйрӑмах илӗртет.
Кунта ҫакнашкал ҫар техникине вырнаҫтарнӑ[2]:
- Т-34−85, Чулхулари «Красное Сормово» заводра 1944 ҫулта кӑларнӑскер;
- Т-34−85, Омскри 174-мӗш заводра 1944 ҫулта кӑларнӑскер;
- 122-мм гаубица М-30, 1938 ҫулти модель;
- 76-мм тупӑ ЗИС-3, 1942 ҫулти модель;
- 152-мм гаубица Д-1, 1943 ҫулти модель;
- 152-мм тупӑ-гаубица Д-20;
- 152-мм тупӑ 2А36 «Гиацинт-Б»;
- БТР-60ПБ;
- 122-мм САУ 2С1 «Гвоздика»;
- 122-мм тупӑ-гаубица Д-30;
- нумай тӗллевлӗ Ми-8 вертолёт;
- Миг-19.
Ӑнлантарусем
- ^ Чебоксары - тыловой город . lib21.ru. Пӑхнӑ кун: 8 Авӑн уйӑхӗн 2024.
- ^ 1, 2, 3 Мемориальный парк Победы (выр.). Журнал «VisitVolga».
- ^ В Чебоксарах состоялась церемония закладки камня на месте будущего памятника героям СВО (2023-06-28). Тĕрĕсленĕ 8 Авӑн уйӑхӗн 2024.
Вуламалли
- «Чебоксары. Шупашкар», В. А. Иванова, М. М. Черняховский. – Шупашкар, 1983.
Каçăсем
Шупашкарти паллă вырăнсем |
||
---|---|---|
Музейсем:
Наци музейĕ •
Ӳнер музейĕ •
В. И. Чапаев музейĕ •
Çеçпĕл музейĕ •
Сăра музейĕ •
Литература музейĕ •
М. С. Спиридонов хваттерĕ
|