Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (Шупашкар)
Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (выр. Монумент Воинской Славы) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттăрлăхне халалланă монумент. Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн доминанчĕсенчен пĕрри шутланать.
Хулан историлле пайĕ çумĕнче Атăл хĕрринчи çӳллĕ сăрт çинче, «Çĕнтерӳ» мемориал паркĕн територинче вырнаçнă.
Вăрçă Мухтавĕн монументне мăнаçлăн 1980 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче уçнă. Церемонине икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, вĕçевçĕ-космонавт А. Г. Николаев хутшăннă, монументпа юнашар вăл «Астăвăм аллейине» уçнă.
Ӳкерчĕк:Вечный огонь (Чебоксары).jpg
Гранит постаменчĕ çинчи сӳнми вут çулăмĕ
Монумента А.Щербаков скульпторпа Г. Я. Захаров архитектор тунă.
| Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид3).jpg | Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид2).jpg | Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид4).jpg |