Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ

Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ (выр. Дворец культуры имени Петра Хузангая) — Шупашкар хулинче Зоя Яковлева урамӗнче вырнаҫнӑ культура керменӗ[1].

Культура керменӗн директорӗ: Гаврилова Ильсияр Ильдусовна[2].

Сӑнласа пани

Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ Шупашкар варринче «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче вырнаҫнӑ. Чӑваш Республикинчи чи пысӑк культура учрежденийӗсенчен пӗри. Унта час-часах тӗрлӗ мероприяти иртет: концертсем, спектакльсем, киносеанссем. Культура керменӗн сцени ҫине вырӑнти кӑна мар, гастрольпе килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те тухаҫҫӗ.

Концертсемпе спектакльсемсӗр пуҫне культура ҫуртӗнче тематика мероприятийӗсем те иртеҫҫӗ: уяв концерчӗсем, литература каҫӗсем, фестивальсем, конкурссем.

Историйӗ

XX ӗмӗр

Культура керменне 1965 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ун чухне вӑл Текстильщиксен культура керменӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хулари тата республикӑри чи лайӑх архитектура сооруженийӗ шутланнӑ, унта икӗ зал (550 тата 100 вырӑнлӑх), сарлака экранлӑ киноустановка, спортзал, кружоксемпе методика ӗҫӗсем валли чылай пӳлӗм пулнӑ. Культура керменӗ уҫӑлсан хулари ӳнер пултарулӑхӗ ҫӗнӗ вӑйпа аталанма тытӑннӑ. Гайдар урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитирен унта мӗнпур пултарулӑх коллективӗ куҫнӑ[1].

  • Алексеев П. А. ертсе пынӑ халӑх инструменчӗсен оркестрӗ тата вӗрсе каламалли хатӗрсен оркестрӗ;
  • Свинцов Ю. ертсе пынӑ эстрада оркестрӗ;
  • Рассказов М. К. ертсе пынӑ драма кружокӗ, кино, ҫӗлеме, ҫыхма юратакансен кружокӗсем;
  • Аристарх Орлов-Шуҫӑм ертсе пынӑ «Чарлан» юрӑпа ташӑ ансамблӗ;
  • Евсеев Д. Д. ертсе пынӑ цирк кружокӗ;
  • Горбунов В. Р. ертсе пынӑ Чӑваш драма театрӗн ушкӑнӗ.

Ҫулсем иртнӗ май культура керменӗнче(выр.)чăв. ҫӗнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗркеленнӗ. Уйрӑмах ачасен пултарулӑхне тимлӗх уйӑрнӑ, ачасен секторӗ уҫӑлнӑ, ӑна Федорова Л. В. ертсе пынӑ. Ҫӗнӗ кружоксемпе коллективсене 1-10-мӗш классенче вӗренекен 300 яхӑн ача ҫӳренӗ. Шкула ҫӳремен ачасем валли «Малышок» киноклуб(выр.)чăв. йӗркеленӗ[1].

Текстильщиксен культура керменӗн коллективӗ текстильщиксен пушӑ вӑхӑтне кӑсӑклӑ ирттерессине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пынӑ, ачасемпе ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ парассине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Спортзалта(выр.)чăв. гимнастика, спорт залӗсем, кӗрешӳ пӳлӗмӗ пулнӑ. Гимнастика енӗпе Олимп резервӗсен шкулне уҫнӑ[1].

XXI ӗмӗр

Паянхи кун Культура керменӗ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ячӗпе хисепленсе тӑрать, 2003 ҫулта Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗпе «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркне пӗрлештерсе йӗркеленӗ «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ йышне кӗрет.

Унта халӑх пултарулӑхӗн конкурсӗсемпе фестивалӗсем иртеҫҫӗ, Шупашкарти предприятисенчен тата организацисенчен килнӗ социаллӑ саккассене пурнӑҫлаҫҫӗ, театрализациленӗ массӑллӑ уявсем йӗркелеҫҫӗ, Чӑваш Республикин Культура министерстви йӗркелекен мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем

Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем ӗҫлеҫҫӗ[3]:

  • «Илемби» халӑх ташшин ансамблӗ;
  • «Восторг» ташӑ театрӗ;
  • «Синяя птица» эстрада ташшин ансамблӗ;
  • «Раздолица» вокал ансамблӗ;
  • «Живи и помни» патриотлӑх юррин ансамблӗ;
  • «Салампи» популярлӑ юрӑ ансамблӗ;
  • «Ветеран» халӑх хорӗ;
  • «Ганга» инди ташшин ансамблӗ;
  • «Ялкын» тутар юррин ансамблӗ;
  • «Кӗмӗл» халӑх юррин ушкӑнӗ;
  • И. С. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш театрӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 История (выр.). mkpobeda.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  2. ^ Наши люди (выр.). Дворец культуры имени Петра Хузангая. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  3. ^ Коллективы (выр.). mkpobeda.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем