Бурундуков Авраам Фёдорович
Авраам Федорович Бурундуков (ҫур. 1945 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ е 1945 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Сӑкӑт (Патӑрьел районӗ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики е Сӑкӑт (Патӑрьел районӗ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш композиторӗ, баянисчӗ, хормейстерӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1990), В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ (1991), Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн членӗ[1][2].
Пурнӑҫӗ
1945 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ[1][2]. 1970 ҫулта Хусанти культура институтне вӗренсе пӗтернӗ[1][2]. Сӑкӑтри Культура ҫуртне ертсе пынӑ, Патӑрьелти ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ тата директорӗ пулса ӗҫленӗ[1][2]. Шупашкара куҫса килсен промышленность тракторӗсен савутӗнче халӑх хорне йӗркеленӗ[1][2].
1979 ҫултан пуҫласа 1996 ҫулччен Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнчи ҫамрӑксен хорӗн илемлӗх ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ[1]. Мускавра, Ригӑра, Сургутра, Тӗменре, Гурзуфра, ҫавӑн пекех ют ҫӗршывсенче концертсем панӑ[1][2]. Чӑваш патшалӑх академийӗн симфони капеллипе пӗрле Раҫҫей регионӗсенче (Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл, Оренбург облаҫӗ, Тӗмен облаҫӗ, Мурманск облаҫӗ) тата ют ҫӗршывсенче (Латви, Эстони, Украина) гастрольсенче пулнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
А. Ф. Бурундуков — симфони оркестрӗ, халӑх инструменчӗсен ансамблӗсем, баян валли ҫырнӑ нумай хайлав авторӗ, ҫавӑн пекех В. Давыдов-Анатри, М. Юхма, А. Лукашин, Р. Сарпи, Ю. Семендер, А. Смолин, С. Ильин, Л. Симонова, В. Никифоров тата ытти поэтсен сӑввисемпе хор, вокал ансамблӗ тата пӗччен юрламалли юрӑсен авторӗ[1]. Унӑн хайлавӗсен хушшинче — «Юрлать шурӑ ҫӳҫлӗ салтак», «Тӑван Шупашкар», «Чун юрри», «Кукаҫипе куками», «Ҫӗмӗртпе палан», «Шурӑ хурӑн», «Патӑрьел», «Мӑкӑнь», «Ман юрату пӗрре», «Чечейкасси», «Хитре хӗр», «Кайрикас каччи», «Ман сӑмах», «Ҫуркунне», «Савнӑ тусӑм», «Кума» юрӑсемпе хор хайлавӗсем, «Кӑкшимке» хореографи сюити, «Рекрутсен» вокалпа хореографи сюити, баянсен ансамблӗсем валли ҫырнӑ «Чӑваш ташшисем»[1]. Композиторӑн хайлавӗсене Чӑваш радиовӗн фондне ҫырса илнӗ, вӗсене «Чун юрри» автор пуххинче кӑларнӑ (Шупашкар, 1993)[1]. Вӗсене Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн, Чӑваш патшалӑх академийӗн симфони капеллин, хорпа вокал коллективӗсен тата Чӑвашри паллӑ юрӑҫсен репертуарне кӗртнӗ[1].
А. Бурундуковӑн автор концерчӗсем Шупашкарта 1987 ҫулта (Ҫамрӑксен ҫуртӗнче) тата 2006 ҫулта (Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче) иртнӗ[1].
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1990)[1][2];
- Василий Митта ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ (1991)[1][2];
- Профсоюзсен мӗнпур союзри тӗп канашӗн (ВЦСПС) «Искусствӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр палли (1985)[1];
- СССР Культура министерствин «Яла культура шефстви парас ӗҫ отличникӗ» кӑкӑр палли (1986)[1];
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2000)[1][2];
- Совет халӑхӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫӗнӗ сюжетлӑ тата бал ташшисене, вӗсем валли музыка ҫыракансен республикӑри (Пӗтӗм Раҫҫейри шайра иртнӗ) конкурсӗн I степеньлӗ дипломӗ (1985)[1];
- Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ героизмпа патриотизм тата гражданлӑх темипе юрӑсем ҫыракансен «Ҫӗршывӑма савса юрлатӑп» республика конкурсӗн III степеньлӗ дипломӗ (2014)[1].
Тӗп кӑларӑмӗсем
- Чун юрри : [юрӑсемпе хорсем] / А. Ф. Бурундуков. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке кӑларавӑшӗ, 1993[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
- Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
- Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
- Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
- Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.