Ҫавал

«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ — Чӑваш патшалӑх филармонийӗн 1976 ҫултанпа ӗҫлекен фольклор ансамблӗ. Ӑна РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А.С. Сергеев йӗркеленӗ. Польшӑри (1994), Бельгири (1991, 2002, 2006), Аслӑ Новгородри (1994) халӑхсен хушшинчи фольклор фестивалӗсене хутшӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен I фестивалӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафонӑн, Тӗмен облаҫӗнчи наци культурисен XXIII «Туслӑх кӗперӗ» фестивалӗн лауреачӗ.

Историйӗ

«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамбльне Шупашкарта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ А. С. Сергеев сӗннипе 1976 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектива пӗтӗм Чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх юхакан Ҫавал юханшыв (вырӑсла — Цивиль) ятне панӑ. Ансамблӗн пӗрремӗш ертӳҫи Борис Мацко баянист пулнӑ. 1990 ҫултанпа коллектива Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лилия Прокопьева ертсе пырать.

Ансамбль репертуарӗ тӗрлӗ енлӗ — тӗнче классикипе хальхи музыка, ҫав шутра оркестр валли ятарласа ҫырнӑ чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем те. Хӑш-пӗр композицисенче чӑвашӑн авалхи тӗнӗн культури пур, ӑна хӑйӑлти шӑпӑр (пузырь-волынка) тата илӗртӳллӗ шӑхлич (свирель) сассисенче ҫӗнӗрен хайланӑ. Халӑх тата автор юррисен хальхи хайлавӗ музыка композицийӗсене ҫӗнӗлле кӑтартать[1][2].

«Ҫавалта» нумай хӑйне евӗрлӗ те интереслӗ артистсем ӗҫленӗ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Семёновпа Зоя Ананьева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем Виталий Адюковпа Галина Дмитриева, Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Алексей Чернов, Иосиф Штиллер, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Иван Христофоров, Валентина Смирнова, Наталья Вавиленко, тӗп администратор-конферансье Юрий Кузнецов, ташӑ лартаканӗ, Раҫҫей искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Ангаров тата ыттисем те[3].

Ансамбль гастролӗсен географийӗ анлӑ: Пушкӑртстан, Тутарстан, Мари Эл, Мордва республикисем, Пенза, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мускав, Санкт-Петербург тата Раҫҫейӗн ытти нумай ял-хули[4].

2008 ҫулта «Нарспи» мюзикл, 2010 ҫулта «Авалхи сас» («Голос предков») музыкӑпа театрализациленӗ программа, 2014 ҫулта «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» («Лучшие песни земли чувашской»)  хӑйне евӗрлӗ филармони проекчӗсене йӗркелеме ансамбль пысӑк тӳпе хывнӑ.

Премисем, наградӑсем, фестивальсем

«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ ҫак фестивальсене хутшӑннӑ:

  • 1991, 2002, 2006 ҫулсенче Бельгири Пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивалӗсене;
  • 1994 ҫулта Польшӑри Пӗтӗм тӗнчери фестивале;
  • 1994 ҫулта Аслӑ Новгородра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале;
  • 1997 ҫулта Хусанта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери I тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗн лауреачӗ;
  • Надежда Бабкина пуҫарнипе Шупашкарта 2008, 2014 ҫулсенче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон лауреачӗ;  
  • 2017 ҫулта Тӗменри XXIII облаҫри наци культурисен «Туслӑх кӗперӗ» фестивалӗн лауреачӗ.

Коллектив Сочире Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене ирттернӗ ҫӗрте те вӑй хунӑ, уншӑн РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн асӑну медалӗпе грамотине тивӗҫнӗ.

2013 ҫулта ансамбль Чӑваш Республикипе РФ Федераци пухӑвӗн Федераци Канашӗнче тата 2015 ҫулта РФ Патшалӑх думинче Чӑваш Республикин кунӗсенче паллаштарнӑ.

Ансамбль хальхи йышӗ

Вокал ушкӑнӗ:

  • Наталья Васильева;
  • Ольга Ендерова;
  • Александр Ильин;
  • Любовь Ильина;
  • Михаил Матвеев;
  • Станислав Саванин.

Инструмент ушкӑнӗ:

  • Александр Жуковский;
  • Александр Иванов;
  • Михаил Николаев;
  • Андрей Семилетов;
  • Иван Степанов.

Балет:

  • Владимир Кудаков,
  • Мавлия Нурлыева.

Концерт программисене ертсе пыраканӗ:

  • Лилия Прокопьева.

Категорисем