Алексеева Зоя Леонидовна
Алексеева Зоя Леонидовна (литературӑри хушма ячӗ — Зоя Сывлăмпи, ҫур. 1960 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ, Тури Çĕрпӳкасси, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — поэтесса, прозаик. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2023), Раççей Писательсен союзĕн пайташĕ, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн юрă-поэзи секцин пайташĕ[1].
Кун-ҫулӗ
Зоя Сывлăмпи 1960 ҫулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Ҫӗрпӳкасси ялĕнче çуралнă[2].
Шупашкарти 1-мӗш училищӗре, унтан электромеханика техникумĕнче вĕреннĕ. «Элара» заводра радиоаппаратура монтажници, «Чăвашкабель» заводра электромеханика тӗрӗслевӗпе виҫев лаборанчӗ пулса ĕçленĕ[3]. Пĕрремĕш сăввисем 2000 çул тĕлне пичетленнĕ[4].
Шупашкарта пурăнать.
Пултарулӑх
Сăввисем Тăван Ҫĕршыва, çутçанталăка, чăваш халăхне юратни ҫинчен[1]. Поэтесса прозăллă хайлавсем те çырать, сатира тата юптару жанрĕсенче тăрăшать[3].
Унăн сăввисемпе 250 яхӑн юрă çырнă[2][5]. Ун хайлавӗсене юрра хывнӑ Чăваш Республикин композиторĕсем: Ю. Кудаков, Ю. Жуков, В. Александров, А. Печников, К. Марков, З. Яковлева, И. Степанов, В. Ильдяков, А. Юнисов, М. Ягунов, И. Андреев, И. Прокопьев, М. Долгов, В. Голубев[1]. Асăннă композиторсенчен ытларах Земфира Яковлевапа пĕрле ĕçленĕ. 2014 çулта вĕсем «Тăван Ҫĕршывăм» тата «Çĕр ĕçченне» юрăсемпе Аристарх Орлов-Шуçăм 100 çул тултарнă ятпа ирттернĕ конкурсра II степень лауреачĕ ятне илнĕ[1].
Ун сӑмахӗсемпе ҫырнӑ юрăсене Иван Христофоров, Людмила Семенова, Ольга Лукова, Вячеслав Христофоров, Юлия Юнисова, Стас Владимиров, Катя Петрова, Василий Николаев, Елена Османова, Марта Зайцева, Роза Степанова, Алёна Сергеева, Лариса Васильева, Тамара Ишмуратова, Александр Самсонов, Елена Энжей, Олег Кӑйкӑр, Рена Грачева, Светлана Яковлева, Светлана Савельева, Николай Столяров, Алина Куликова, Юлия Железнова, Радик Чернов, Михаилпа Геннадий Долговсем тата ыттисем те, ҫавӑн пекех фольклор коллективĕсем шăрантараççĕ[1].
Поэтесса вырăс чĕлхипе те хайлавсем çырать. Унăн чылай сăввине вырăсла Людмила Симонова куçарнă[1].
Зоя Сывлăмпи ачасем валли те кĕнекесем кăларнă. «Сарă лĕпĕш» кĕнеки — пĕрремĕш ача-пăча сăввисен пуххи[4].
6 гимн сӑмахӗсен авторӗ: Хӗрлӗ Чутай «Чавал» ентешлӗхӗн, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь тата Питӗркасси ял тӑрӑхӗсен, Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗн, Муркаш районӗнчи Оринин тата Юнкӑ ял тӑрӑхӗсен.
Кĕнекисем
Зоя Сывлăмпи 15 кĕнеке авторĕ[5]. Вĕсен хушшинче:
- «Чĕрери хĕлхем» (2002)[1];
- «Тумлам пек тăлăх кăмăл» / Одиночество (2005)[1];
- «Мечта и явь» (вырăсла, Л. Симонова куçарнă, 2007)[1];
- «Кун-çул шăрçи» (2010)[1];
- «Чечек шăршиллĕ тăван ен» / Благоухающий родной край (2012)[1];
- «Ӗмĕр тĕкĕрĕ» / Зеркало века (2014)[6];
- «Юрату ахрăмĕ» / Эхо любви (2015)[1];
- «Сарă лĕпĕш» / Золотой мотылёк (ача-пăча сăввисем)[4];
- «Вăрансассăн ирхи шуçăм» (2016)[2];
- «Шӑратар тӑванлӑх юррине» / Споёмте песню о родных (2017);
- «Ӑшă çилӗ вĕрнĕçем»[2];
- «Чечеклӗ яшлӑх ӗмӗре» (2022);
- «Хăюллă пакша» / Смелая белка (ача-пăча кĕнеки, 2024)[5][7];
- «Телей тĕрри»[2];
- «Умри ҫул» (2025).
Сăввисем республика хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Юрăсем «Туйăм кĕвви», «Зоя Сывлăмпи сăввисемпе çырнă юрăсем», «Кĕрен каçсем» дисксенче тухнă[1].
Ҫемье
- Ывӑлӗ — Александр, программист, Питӗр хулинче пурӑнать.
- Хӗрӗ — Ольга, 3Д моделлер, Питӗр хулинче пурӑнать.
Хисепӗсем
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2023)[1][5];
- Петĕр Ялкир ячĕллĕ литература премийӗн лауреачĕ (2008)[1];
- Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн Хисеп хучӗ[1];
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ;
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснисен «Чавал» ентешлӗхӗн президиумӗн пайташӗ, ентешлӗх ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевпе йӗркелекен мероприятисене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16 В мире поэзии и музыки Зои Сывлампи. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Пурнăҫа телей тěррипе тěрлетěп. Централизованная библиотечная система Чебоксарского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Творческий вечер Зои Сывлăмпи. Объединение библиотек города Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Встреча с автором сборника детских стихов "Золотой мотылек". Библиотеки города Новочебоксарск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 «Лица любимого города: Зоя Сывлăмпи». Объединение библиотек города Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Состоится творческий вечер поэта-песенника Зои Сывлăмпи. Красночетайская районная газета «Пирĕн пурнăç». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Литературный час «В мире поэзии Зои Сывламби». МБУК «Централизованная библиотечная система» Канашского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреева, А. Юрату ахрăмĕнчи сăвăсем / А. Андреева // Зоя Сывлăмпи. Юрату ахрăмĕ = Эхо любви. — Шупашкар, 2015. — С. 3—7.
- Архипова, В. В мире поэзии и музыки Зои Сывлампи / В. Архипова // Национальная библиотека Чувашской Республики. — 2015.
- Австрийская, О. Чечек пек илемлӗ «Сарӑ лӗпӗш» / О. Австрийская // Тантӑш. — 2016. — 16 ҫӗртме (№ 23). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Вишневская, К. И. Тумлампа танлаштарнӑ кӑмӑл / К. И. Вишневская // Кирлӗ ҫивӗч сӑнарсем = Необходимые острые образы / К. Вишневская. — Шупашкар, 2007. — С. 4-5.. — См. текст
- Зоя Сывлӑмпи // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 571-572.
- Казанов, А. П. Санра — хӗвелӗмӗр хӗлхемӗ / А. Казанов // Тантӑш. — 2010. — 3 ҫӗртме (№ 21-22). — С. 9.
- Казанов, А. Сар хӗвел пайӑркиллӗн… / А. Казанов // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2010. — 11 ҫӗртме (№ 23). — С. 14.
- Петрова, Л. Зоя Сывлӑмпи: Пире пӗчӗклех ӗҫе юратма вӗрентнӗ / Л. Петрова // Хыпар. — 2023. — 4 ҫурла/август (№ 85/86). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Сывлӑмпи, З. «Манӑн шанчӑклӑ тусӑм — поэзи…» / [З. Сывлӑмпи ; А. Юрату ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. — 2017. — № 10. — С. 82-85 : сӑн ӳкерчӗк.
- Сывлӑмпи, З. «Пурнӑҫа телей тӗррипе тӗрлетӗп» / [З. Сывлӑмпи ; А. Юрату ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2020. — 28 ҫу (№ 20). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Сывлӑмпи, З. «Утӑмран сукмак туса такӑрлататӑп…» / [З. Сывлӑмпи ; А. Юрату ҫырса илнӗ] // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2010. — 12-18 ҫӗртме (№ 23). — С. 10.
- Яруткина, С. В. Зоя Сывлӑмпи / С. В. Яруткина // Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ / С. В. Яруткина. — Шупашкар, 2015. — С. 70-71.
- Алексеева (Полякова) Зоя Леонидовна (Сывлӑмпи) // Энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2019. — С. 17-18.
- Архипова, В. В мире поэзии и музыки Зои Сывлӑмпи / В. Архипова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015 . — 22 октябрь/юпа (№ 6). — С. 19 : фот.
- Ялгир, П. Алексеева Зоя Леонидовна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 10.