Елена Османова
Елена Османова (паспортпа — Османова Елена Кирилловна, ҫур. 1962 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ, Мăн Хăмăркка, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш опера тата эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1962 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Хӑмӑркка ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Хӑмӑрккари 8 ҫул вӗренмелли, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулсенче пӗлӳ пухнӑ.
1980 ҫулта Ф. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 2-мӗш курсра вӗреннипе пӗрлех Шупашкарти музыка театрӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн пӗрремӗш ролӗ «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльте Света сӑнарӗ пулнӑ. 1984 ҫулта училище вӗренсе пӗтерсен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче туллин ӗҫлеме пуҫланӑ.
1985—1989 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» ансамбльте солистка пулса ӗҫленӗ.
1989—2006 ҫулсенче каллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ. Тӗрлӗ спектакльсенче юрланӑ: «Савниҫӗм, сан пěлесчě», «Ҫимӗк каҫě», «Шуракӑш», «Кӑвак сирень» тата ыттисем те.
2006—2011 ҫулсенче Шупашкарти филармонинче солистка пулса тӑрӑшнӑ[1].
2009—2014 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралса ӳснисен «Чавал» ентешлӗхне ертсе пынӑ[2].
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Мускавра ача садӗнче воспитатель пулса ӗҫлет.
Эстрадӑра
Эстрадӑна пӗрремӗш хут 1990 ҫулта тухнӑ. «Ритмы Чувашии» конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. А. Никитин композиторӑн «Телей, телей», «Урхамахсем» тата ыттисен юррисене юрласа палӑрнӑ. 1993 ҫулта Смоленск хулинчи «Голоса России» Пӗтӗм Раҫҫейри телерадио конкурсне хутшӑнса дипломант пулса тӑнӑ[1].
Анатолий Никитин композиторпа уйрӑмах тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ, чылай юрри халӑхра анлӑ сарӑлнӑ[3]:
- «Шур юр ҫинчи юрату» (А. Савельев-Сас сӑвви),
- «Кӑвак кӑвакарчӑн» (А. Кипеч сӑвви),
- «Телей, телей» (А. Кипеч сӑвви),
- «Чӗрем, чӗрем» (А. Кипеч сӑвви),
- «Тӑван яла таврӑнсан»,
- «Эс ӑҫта-ши савни?» (З. Сурпан сӑвви),
- «Аннеҫӗм» (Р. Сарпи сӑвви),
- «Ан, юрла пикеҫӗм»,
- «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (Юхма Мишши сӑвви).
Ытти композиторсемпе тата поэтсемпе те ӗҫленӗ, палла юррисем: «Ман аттен ҫуралнӑ кунӗ» (З. Спиридонова), «Шупашкар» (В. Александров), «Анне сӑнарӗ» (З. Перова), «Кайран» (В. Адюков) тата ыттисен те.
Хисепӗсем
- «Голоса России» Пӗтӗм Раҫҫейри телерадио конкурс дипломант (Смоленск, 1994);
- «Ритмы Чувашии» республика эстрада фестиваль-конкурсӗн лауреачӗ (Шупашкар, 1992);
- «Телеюрӑ» республика телерадиоконкурс лауреачӗ (Шупашкар, 2009)[2];
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗ[4];
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Османова Елена Кирилловна (выр.). Администрация Красночетайского района Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Коллективное обращение в Чувашский Национальный Конгресс, Чувашия, Чебоксары (выр.). https://forum.na-svyazi.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Анатолий Никитин. Встреча на юбилее с Еленой Османовой (выр.). ВКонтакте (8 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Состоялась очередная встреча землячества красночетайцев (выр.). https://cheboksari.bezformata.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Почетного звания «Заслуженный работник культуры Чувашской Республики» удостоена наша землячка Елена Краснова (выр.). Сетевое издание «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») (30 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.