Чӑвашкабель

«Чӑвашкабель» (Шупашкар кабель изделийӗсен завочӗ)Раҫҫей тӗрлӗ кабель туса кӑларакан промышленноҫ предприятийӗ. Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ.

Ӗҫ-хӗлӗ

Радиочастоталлӑ кабельсем, автотрактор тата монтаж пралукӗсем туса кӑларас калӑпӑшӗпе 2005—2007 ҫулсенче предприяти Раҫҫейри виҫӗ лидер шутне кӗнӗ[1][2]. Раҫҫей рынокӗн уйрӑм сегменӗсенче радиочастоталлӑ кабельсем, бортлӑ тата монтажлӑ пралуксем туса кӑларас енӗпе предприяти юлашки икӗ ҫул Раҫҫей лидерӗсен шутне кӗрет[3].

«Чӑвашкабель» завод АО Раҫҫейре пӗртен-пӗр ҫак кабель япалисене туса кӑларакан:

  • Космос техникинче усӑ куракан хӑйне евӗрлӗ монтаж пралукӗсем;
  • Миниатюрӑллӑ управлени кабелӗсем.

Завод туса кӑларакан ассортимента ҫавӑн пекех ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Борт пралукӗсемпе кабелӗсем;
  • Монтаж провочӗсемпе кабелӗсем;
  • Вӑй кабелӗсемпе пралукӗсем;
  • Хӑйне хӑй тытса тӑракан изоляциленӗ СИП пралукӗсем;
  • Радиочастотӑллӑ кабельсем;
  • Карап кабелӗсем;
  • Автотрактор пралукӗсем;
  • Сигналпа блокировка кабелӗсем;
  • Эмальленӗ пралуксем.

«Чӑвашкабель» завод акционерсен обществи — Раҫҫей авиаципе космос отраслӗ валли миниатюрӑпа субминиатюра кабелӗсемпе пралукӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ кабельпе проводник продукцийӗ туса кӑларакан тӗп предприятисенчен пӗри. Савут продукцийӗпе ракетӑсем, автомобильсем тӑвас ӗҫре, нефть кӑларакан отрасльте, самолет тӑвас ӗҫре тата ытти ҫӗрте те усӑ кураҫҫӗ, пысӑк калӑпӑшпа ҫулленех экспорта, СНГ ҫӗршывӗсене ӑсатаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче кабель изделийӗсен номенклатури 75% ытла ҫӗнелнӗ, паян заводӑн портфелӗнче 8000 яхӑн маркоразмер.

«Чӑвашкабель» савутра хальхи технологисемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ: икӗ сийлӗ эмальлесси; экранласси; AG, Ni, Su виттисене пӑхӑр пралук ҫине гальваника мелӗпе хурасси; радиаци ҫӗвви; фторполимерсен экструзийӗ, ҫав шутра физикӑлла кӑпӑклантару тата ыт.

Предприятире Раҫҫейри, Италири, Австрири, Германири, АПШри тата ытти малта пыракан станок тӑвакан заводсен хальхи оборудованийӗсене вырнаҫтарнӑ.

Технологи единицисен пӗтӗмӗшле шучӗ — 650, вӗсенчен 50-шне юлашки 5 ҫулта ӗҫе кӗртнӗ.

«Чӑвашкабель» савут АО производство лаптӑкӗ — 31 пин м².

Историйĕ

Шупашкарти кабель изделийӗсен заводне 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РСФСР Министрсен Канашӗн «Чӑваш АССР хуҫалӑхӗпе культурине малалла аталантарма пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен» йышӑнӑвӗпе тума палӑртнӑ.

Заводӑн ҫуралнӑ кунӗ 1961 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ шутланать. Шӑпах ҫак кун завод хӑйӗн пӗрремӗш продукцине туса кӑларнӑ.

СССР пулнӑ вӑхӑтра предприяти миниатюрлӑ тата субминиатюрлӑ кабель изделийӗсем тӑвас енӗпе специализациленнӗ, ҫавӑн пекех фторопластран талккӑшпех изоляциленӗ ӑшша чӑтакан радиочастоталлӑ кабельсене промышленность масштабӗнче кӑларакан пӗртен-пӗр предприяти пулнӑ.

1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче предприяти уйрӑм харпӑрлӑха куҫнӑ[1].

1987 ҫ. — «Чӑвашкабель» заводӑн Сӗнтӗрвӑрри филиалне хута янӑ.

1992 ҫ. – предприяти Акционерсен Уҫӑ Обществи пулса тӑнӑ.

1996 ҫ. – американ Dea Teach Machinery компанипе эмаль производствине ҫӗнетме контракт тунӑ.

1997 ç. — VS 900/6 тата АТПМ 3 ӗҫе кӗртнӗ.

1999 ç. — 2 VS 900/6 линине ӗҫе кӗртнӗ.

2000 ҫ. — НЕ 1000/10 туяннӑ, монтажпа хута ямалли ӗҫсем ирттернӗ.

Пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Чӑвашкабель» АУО республикӑри производство калӑпӑшӗ чи пысӑк ӳсӗме ҫитнӗ предприятисен списокне ертсе пынӑ.

2001 — 2003 ҫҫ. ИСО 9001—2000 версипе пахалӑх Менеджмент системине туса хатӗрленӗ, ӗҫе кӗртнӗ тата сертификациленӗ.

2002 ç. — кабельсемпе пралуксене ҫӗнетме тытӑннӑ.

2003 ç. — Италири SAMP фирмӑн изоляци линине хута янӑ.

2004 ҫ. — предприятири пахалӑх менеджмент системи ҫӗнӗ ГОСТ стандарт требованийӗсене тивӗҫтернине ҫирӗплетекен документсем илнӗ (ИСО 9001:2000).

2005 ç. — Европӑри малта пыракан производительсен оборудованийӗ ҫинче 35 мм² таран ток яракан пайлӑ кабельсемпе пралуксем кӑларма тытӑннӑ.

2013 ҫ. — СИП-3 производствӑна хута янӑ.

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 "Чӑвашкабель" савучӗ пӗрремӗш продукци кӑларнӑранпа 47 ҫул ҫитнине уявларӗ. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (24 декабря 2008). Дата обращения: 7 августа 2025.
  2. ^ Каршилов Е. Тенденции мирового кабельного рынка. Обзор рынка // Снабженец : журнал. — 2006. — Апрель (№ № 15). — С. 7-12. Архивировано 20 декабря 2006 года.
  3. ^ Радиочастотнӑй кабель тӑвакансем.2025.

Каçӑсем