Кели Григорий Иванович

Григорий Иванович Кели (чӑн хушамачӗ Кузнецов; 1901 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Тĕмер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Тĕмер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи тата критикӗ.

Пурнӑҫӗ

1901 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Теччӗ уесне (халӗ Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗ) кӗрекен Ҫӗнӗ Тӗмер ялӗнче ҫуралнӑ.

Малтан Хапӑс ялӗнчи иккӗмӗш сыпӑклӑ шкулта пӗлӳ илнӗ, унтан Етӗрне уесӗнчи Чурашри чӑваш семинарине вӗренме куҫнӑ. Комсомол ячейкине йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ.

Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн Патӑрьелӗнче малтан милици тытӑмӗнче, каярах халӑх ҫутӗҫ уйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

1926 ҫулта Шупашкарти рабфака вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1926–1930 ҫулсенче Ленинградри патшалӑх университечӗн чӗлхепе йӑла-йӗрке культурин факультетӗнче ӑс пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ленинградри пролетари ҫыравҫисен ассоциацийӗн чӑваш секцийӗнче хастар ӗҫленӗ[1].

1931 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӳпке чирӗпе чирлесе ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Тӑван ялӗнче вилнӗ[2].

Пултарулӑхӗ

Григорий Кели поэт тата критик пек паллӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ӗҫне малалла тӑснӑ, сӑввисене ун пекех ҫырнӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем («Ирхи Нева», «Чухӑн хӗр шухӑшӗ», «Тинӗсе», «Ленинград») 1926–1927 ҫулсенче «Сунтал» журналта тата «Ҫамрӑк хресчен» хаҫат страницисенче пичетленнӗ.

Вӑл литература тӗпчевӗпе критика ыйтӑвӗсемпе нумай статья ҫырнӑ. Вӗсен хушшинче: «Сӑвӑ формисем ҫинчен», «Силлабикӑпа тоника ҫинчен тавлашу мӗнле сӳтӗлсе тухрӗ», «Ҫамрӑксен пултарулӑхӗ», «Пирӗн ҫыравҫӑсемпе поэтсем» тата ыттисем те. Ҫавӑн пекех вӑл К. В. Иванов, М. Трубина, В. Краснов-Асли, В. Митта, Петӗр Хусанкай тата ыттисен пултарулӑхне тишкернӗ.

Вилнӗ хыҫҫӑн, 1932 ҫулта, унӑн сӑввисен пуххи «Октябрь кӗввисем» ятлӑ кӗнекен пичетленсе тухнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Кели, Григорий Иванович (чувашский писатель; 01.01.1901–23.01.1931). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Артемьев Ю. М. Кузнецов (Кели) Григорий Иванович. Электронная Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Дмитриев, В. Таçта вуланă пек / В. Дмитриев // Коммунизм ялавĕ. – 1965. – 17 нояб.
  • Долгов, В. Г. И. Кузнецов-Кели // Долгов, В. Чăваш литературин сăн-сăпачĕ / В. Долгов. – Шупашкар, 1963. – С. 277-300; çавах: Чăваш календарĕ. – Шупашкар, 1966. – С. 13.
  • Долгов, В. Григорий Кузнецов / В. Долгов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С. 93-100.
  • Eрмилов, А. Чăваш литературинчи паллă ятсем / А. Eрмилов // Канаш (Ульяновск обл.). – 1991. – 5 янв.
  • Игнатьева, И. Вăл Хапăсра вĕреннĕ / И. Игнатьева // Хыпар. – 2006. – 1 ака. – С. 11.
  • Игнатьева, И. Хунавлах хӑрнӑ талант : [Григорий Кели (Кузнецов) сӑвӑҫ ҫинчен] / И. Игнатьева // Хыпар. – 2011. – 26 кӑрлач. – С. 4.
  • Кели Г. И. // Ялав. – 1971. – № 1. – С. 15.
  • Пĕчĕк ялăн пысăк поэчĕ // Канаш. – 1996. – 27 çурла.
  • Поэт тата критик // Ялав. – 1991. – № 1. – С. 15.
  • Скворцов, Г. Вӑл Хапӑсра вӗреннӗ / Г. Скворцов // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2011. – 9 нарӑс. – С. 3.
  • Турхан, Е. «Пурӑннӑ пулсан...» / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). – 2013. – 1 нарӑс (№ 5). – С. 9. – (Калем : литература кӑларӑмӗ).
  • Фомина-Владимирова, О. «Силабĕк», «тонĕк» теттĕмĕр...» / О. Фомина-Владимирова // Тăван Атăл. – 2003. – № 9. – С. 72.
  • Юрьев, М. Поэт, критик, публицист / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1971. – 13 янв.
  • Ялкир, П. Поэт тата критик / П. Ялкир // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 11 янв.
  • Ялкир, П. Революци поэчĕ / П. Ялкир // Коммунизм ялавĕ. – 1991. – 4 кăрлач.
  • Ялгир, П. Çеçпĕл ĕçне тăсакан / П. Ялгир // Тăван Атăл. – 2006. – № 8. – С. 105-107.
  • Артемьев, Ю. М. Кузнецов (Кели) Григорий Иванович / Ю. М. Артемьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 236.
  • Артемьев, Ю. М. Кузнецов (Кели) Григорий Иванович / Ю. М. Артемьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 386.
  • Афанасьев, П. Кели (Кузнецов) Григорий Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 195-196.
  • Малышкин, Н. Ф. Кузнецов Григорий Иванович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2007. – С. 178-179.
  • Юрьев, М. Певец новой жизни / М. Юрьев // Молодой коммунист. – 1961. – 6 янв.