Смирнова Галина Ивановна

Смирнова Галина Ивановна (ҫур. 1955 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Мăн Выла, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) —чăваш, совет, Раҫҫей юрăçи (меццо-сопрано).

Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2001).

Биографи

1955 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкар музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар электроаппаратура заводӗнче шлифовщицӑра ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗн вокал ушкӑнӗн йышӗнче. Ансамбльпе Совет Союзӗнчи чылай регионта, ҫавӑн пекех Венгрире, Германире, Италире, Бельгире, Польшӑра гастрольсенче пулнӑ. 1989—2004 ҫулсенче – «Ҫавал» ансамблӗн юрӑҫи[2].

2004 ҫултан – Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки. Унӑн репертуарӗнче чӑваш, вырӑс, тутар халӑх юррисем, Атӑлҫи композиторӗсен хайлавӗсем.

Хисепӗсем

  • Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994);
  • Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2001).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Л. И. Бушуева. Смирнова Галина Ивановна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
  2. ^ Смирнова, Галина Ивановна (певица; 17.04.1955) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Михайлова, М. Юрӑ ахаль ҫуралмасть / М. Михайлова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2000. — 17 чӳк (№ 46). — С. 5;
  • Смирнова, Н. Галина Смирнова кӗреке пуҫтарчӗ / Н. Смирнова ; С. Игнатьев сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2005. — 22 чӳк. — С. 5;
  • Смолина, Л. Ҫаврӑнать Ҫавал… / Л. Смолина // Хыпар. — 2000. — 17 чӳк;
  • Бушуева, Л. И. Смирнова Галина Ивановна / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 50;
  • Ефимов, Л. А. Смирнова Галина Ивановна / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 484.