Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗ

Çӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗЧăваш Республикин Елчӗк районӗнче вырнаçнă вăтам шкул.

Директор — Турхан Диана Анатольевна[1].

2003—2004 çулсенче кунта 10 класс, 190 вĕренекен, 20 вĕрентекен пулнă. Шкулăн 10 гектар çĕр, компьютерсем пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 15 295 кĕнеке упранать.

Истори

1892 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче чиркӳ çумĕнчи шкул пек уçнă. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи ачисем вĕреннĕ. Вăл вăхăтра шкул пĕчĕк йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Курнавăшри чиркӳ псаломщикĕ В. Е. Егоров пулнă.

1900 çулта кунта 44 вĕренекен вĕреннĕ: 37 арçын ача тата 7 хĕрача.

Совет влаçĕн пĕрремĕш çулĕсенче пĕрремеш ступеньлĕ ĕç шкулĕ ĕçленĕ. Кайран унран пуçламăш шкулне йĕркеленĕ. 1931 çултанпа ачасем çĕнĕ тăватă класлă шкулта вĕренме пуçлаççĕ. Шкула И. Я. Яковлев вĕренекенĕ Захаров Фёдор Захарович сĕнĕвĕпе хăпартма пуçланă. Сăмах май каласа хăвармалла, Захаровсен вĕрентӳ стажĕ пурĕ 209 çулпа танлашать.

undefined

1934 çулта шкула çичĕ çул вĕренмелли шкул, 1937 çулта вăтам шкул туса хураççĕ. 1975 çулта вĕрентекенсен икĕ хутлӑ çуртне хута кӗртнӗ. 1985 çулта 392 шкул ачи вĕренмелли икĕ хутлă шкула хута янӑ.

Директорсем

  • Филиппов Григорий Филиппович (1936—1938);
  • Плечов Никифор Васильевич (1938—1941);
  • Игнатьев Алексей Григорьевич (1941—1947);
  • Пушкин Александр Сергеевич (1947—1954);
  • Никитин Михаил Павлович (1955—1958);
  • Никитин Петр Матвеевич (1958—1963);
  • Голубев Геннадий Афанасьевич (1963—1965);
  • Воробьев Аркадий Иванович (1965—1966);
  • Федотов Владимир Гурьевич (1967—1971);
  • Герасимов Георгий Николаевич (1971—1973);
  • Сорокина Лидия Александровна (1973—1977);
  • Иванов Андрей Матвеевич (1977—1979);
  • Киселев Анатолий Александрович (1979—1996);
  • Турхан Игорь Алексеевич (1996—2001);
  • Горшков Дмитрий Витальевич (2001—);
  • Смирнова Алиса Анатольевна;
  • Турхан Диана Анатольевна.

Шкулта вӗреннӗ паллӑ ҫынсем

  • Викторов О. Н. — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑскер, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ,
  • Викторов В. Н. — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн экс-министрӗ,
  • Христофоров И. И. — Чӑваш халах артисчӗ,
  • Христофоров В. В. — Чӑваш халӑх артисчӗ,
  • Шуркин А. О. — генерал-майор.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Администрация (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новобайбатыревская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики".

Вуламалли

  • Яльчикский район. Краткая энциклопедия. — 243 стр.