Шупашкар пир-авӑр комбиначӗ

Шупашкар пир-авӑр комбиначӗ (выр. Чебоксарский хлопчатобумажный комбинат) — килти пир-авӑр кӑларакан, ҫӗр мамӑкне тирпейлекен совет саманинчи тата Раҫҫей пир-авӑр промышленноҫӗн предприятийӗ. Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ. 2013 ҫулта предприятие пӗтернӗ.

Историйӗ

Совет тапхӑрӗ

Комбината 1948 ҫулхи ҫуркунне тума пуҫланӑ. Строительство директорӗ тата комбинатӑн пӗрремӗш директорӗ В. А. Парнёв пулнӑ. 1951 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗрремӗш арлакан фабрика 13 кг ҫип кӑларнӑ, 1952 ҫулта пӗрремӗш пир фабрики ӗҫе кӗнӗ. 1957 ҫулта шуратмалли-сӑрламалли корпус туса пӗтернӗ, пӗрремӗш пусмасене кӑларнӑ.

1960 ҫулта фабрикӑн иккӗмӗш корпусӗ ӗҫлеме тытӑнсан предприятин пӗрремӗш черетне туса пӗтернӗ, 1961 ҫулта иккӗмӗш черетне тума тытӑннӑ. 1967 ҫулччен пир-авӑр, иккӗмӗш арламалли, ҫип-арламалли фабрикисене туса лартнӑ. Комбинат тытӑмне 4 тӗп производство кӗнӗ: арлакан-тӗртекен, арлакан-тӗртекен-эрешлекен, эрешлекен-ҫӗлекен, пулӑшу.

1970-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче предприятире 16 пине яхӑн ҫын тӑрӑшнӑ.

1977—1991 ҫулсенче директор, тӗп директор В. А. Капитонов пулнӑ. Вӑл ертсе пынипе пир-авӑр комбиначӗ Чӑваш Енри тата Совет Союзенчи пир-авӑр промышленноҫӗн малта пыракан предприятийӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, пысӑк тупӑш илнӗ, социаллӑ программӑсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Производство тухӑҫлӑхне ӳстерессине, комплекслӑ механизацие тата автоматизацие пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ[1].

1991 ҫул хыҫҫӑн

1991 ҫул хыҫҫӑн предприятисем суту-илӳ рынокне ҫухатма пуҫланӑ, ӗҫлекенсен шучӗ чакма пуҫланӑ. 2010 ҫулта ӗҫлекенсен йышӗ 900 яхӑн ҫеҫ пулнӑ.

2000 ҫулсенче ШПАК патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ, унтан акционерсен уҫӑ обществи туса хунӑ. 2006 ҫулта ВТК йышне кӗнӗ. Продукцие ҫӗршыври пур региона та, ҫавӑн пекех ют ҫӗршывсене те ӑсатнӑ. 2010 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗнче килти пир-авӑр рынокӗн 7 процентне предприятин «Хлопковый рай» суту-илӳ марки йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта продукцие Раҫҫейӗн пур регионне те, ҫавӑн пекех Австрие, Нидерланда, Чехие, Канадӑна, Испание, Эстоние, СНГ ҫӗршывӗсене ҫитернӗ.

2013 ҫулта предприятие пӗтернӗ. Пӳлӗмсемпе оборудованисене сутса пӗтернӗ. Пир-авӑр производствине те, оборудование те сыхласа хӑварайман, ӑна туянса Казахстана илсе кайнӑ . Комбинатӑн ҫурчӗсен тӗп пайне девелопер, «Эверест» компанисен ушкӑнӗн тӗп директорӗ Николай Герасимов туяннӑ, лаптӑксен пӗр пайӗ суту-илӳ валли пулса тӑнӑ. Комбинатӑн уйрӑм лаптӑкӗсене ҫӗнӗ производительсем килнӗ —электротехника, сӗтел-пукан, строительство конструкцийӗсем туса кӑларакансем тата ытти ти. 2019 ҫул тӗлне ӗлӗкхи ШПАК тӗп производство цехӗсем пушаннӑ, ишӗлме пуҫланӑ[2]. 2022 ҫулхи ҫуркунне завод корпусӗсене вӗсен вырӑнне пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗ тума пӑсма пуҫланӑ.

Предприяти ячӗсем тата пӑхӑнулӑхӗ

  • 2000 ҫултанпа — «Шупашкар пир-авӑр комбиначӗ» республика патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ;
  • 2001 ҫултанпа — «Шупашкар пир-авӑр комбиначӗ» корпораци» акционерсен уҫӑ обществи;
  • 2006 ҫултанпа — «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществи шутӗнчи предприяти;
  • 2009 ҫултанпа — «Текстиль Чебоксары» тулли мар яваплӑхлӑ общество.

Предприяти ертӳҫисем

  • 1948 ҫултан — Парнёв Василий Антонович (директор);
  • 1977—1991 ҫҫ. — Капитонов Валерий Александрович (тӗпй директор ).

Продукцийӗ

Комбинат продукцийӗ ҫаксем пулнӑ: пӳс, сатин, жаккард пир-авӑр; сӗтел-пуканпа декораци пир-авӑрӗ; алшӑлли; трикотажпа пир-авӑр ҫиппи; мамӑк пир-авӑр (двунитка, саржа, марля); ватин, ҫытарлӑ пир-авӑр тата ытти те.

2000-мӗш ҫулсенче продукцие «Мамӑк ҫӑтмахӗ», «Трико-Таки», «Работекс» маркӑсемпе кӑларнӑ.

Хисепӗсем

  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1966 ҫ.)

Паллӑ ӗҫченсем

Вуламалли

Ăнлантарусем

  1. ^ Энциклопедия. enc.cap.ru.
  2. ^ Запустение на хлопчатобумажном комбинате: фоторепортаж из Чебоксар//regnum.ru
  3. ^ Чувашская энциклопедия. enc.cap.ru. Чувашский государственный институт гуманитарных наук, Чувашское книжное издательство