Петрова Юлия Ивановна

Петрова Юлия Ивановна (1931 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ, Тури Качаел, Элкел районӗ, Тутар АССР2019 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — совет производствинче малта пыраканӗ, пир-авӑр тӗртекен, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1931 ҫулхи ҫу уйӑхен 10-мӗшӗнчи Тутар АССРӗн Элкел районенчи Тури Качаел ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан 1947 ҫулта Шупашкарти пир-авӑр фабрикине вӗренекен пулса ӗҫлеме кӗнӗ, часах хӑй тӗллӗн ӗҫлеме пуҫласа вӗрентекенӗпе тан тӗртнӗ[1].

1954 ҫулта Шупашкар пир-авӑр комбиначӗн пӗрремеш пир-авар фабрикине хута ярсан унта 1-мӗш цеха ӗҫлеме куҫнӑ, 8 станокран пуҫланӑ.

Малтанхисен шутӗнче 36 автомат пир станокне пӑхса тӑмалли йӗрке ҫине куҫнӑ, вӑл «пӗр енне пӗр хутчен» йӗркене «пӗр енне виҫӗ хутчен» йӗркепе улӑштарнӑ, пир тӗртӗмӗ енчен виҫӗ хутчен, тӗп енӗнчен пӗр хутчен иртнӗ. Ҫак мел тавар кӑларас ӗҫре брак калӑпӑшне палӑрмаллах чакарма, кашни станок пуҫне 20 метр пусма ытларах тӗртме, сменӑра 700-800 метр пусма перекетлеме май панӑ.

Юлия Петрова «маршрутне» Ҫӑмӑл промышленноҫӑн ӑслӑлӑхпа техника информацийӗн тӗп институтӗнче (халӗ Тверь хулинче вырнаҫнӑ) тишкерсе тӗпченӗ, вара Совет Союзӗнчи сатин кӑларакан автомат станоксемлӗ пур пир-авӑр фабрикисенче те уҫа курма пуҫланӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫичӗ ҫуллӑх планӗн заданийӗсене пурнӑҫланӑшӑн тата пахалӑхлӑ тӗртӗмсем туса кӑларас енӗпе техника-экономика кӑтартӑвӗсене ӳстерсе пурнӑҫланӑшӑн ӑна Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

Пӗтӗм пурнӑҫне — 1947—1992 ҫулсенче — Шупашкар пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлесе ирттернӗ.

1992 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

2019 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

Республикӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ: КПСС XXIV съезчӗн делегачӗ, Профсоюзсен Чӑваш облканашӗн пайташӗ, СССР профсоюзӗсен XIV съезчӗн делегачӗ, КПСС Чӑваш обкомӗн пайташӗ пулнӑ, Шупашкар хулин халӑх депутачӗсен Канашӗн депутатне, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 7-мӗш суйлаври (1967—1971) депутатне суйланнӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Горшкова, О. Пир тěртмех çуралнă пулнă... : [Ю. И. Петрова – Социализмла Ĕç Геройě çинчен] / О. Горшкова // Чăваш хěрарăмě. – 1999. – 7 çурла (№ 29). – С. 2 : сăн ÿкерчěк.
  • Дурасова, Т. Маршрут Юлии Петровой : [о Герое Соц. Труда Ю. И. Петровой] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 189-193 : фот.
  • Петрова, Ю. И. «Мы работали не ради денег и наград...» : знаменитой ткачихе ЧХБК трудно попасть на родное предприятие: [беседа с Героем Соц. Труда / Ю. И. Петрова ; [беседовал] В. Жебит // Пенсионная среда. – 2006. – 15 февр. (№ 6) : фот. – (Герои минувшего времени).
  • Петрова Юлия Ивановна // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, – Чебоксары, 1987. – С. 94-95 : фот.