Чăваш наци радиовĕ
Чăваш Енĕн наци радиовĕ, (вырăс Национа́льное ра́дио Чува́шии) — Чăваш Енĕн пĕрремĕш чăваш радиостанцийĕ. Чăваш Ен территоринче тата тетел урлă итлеме пулать. Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн 2008 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнчи 372 №-лĕ «Чăваш Республикин «Чăваш наци радиовĕ» автономи йĕркелĕвне тăвас йышăнăвĕпе туса хунă[1].
60% вăхăтĕнче чăвашла, 35% – вырăсла тата 5% – Чăваш Енри урăх халăх чĕлхисен кăларăмсем тухаççĕ. Çакăн чух 30% хыпар-аналитика, 30% – çутĕç-пĕлӳ тата 20% – литература-драма тата 20 % мусăк калаçăвĕсем. Хыпар-аналитика кăларăмĕсем кунне 5 сехет пыраççĕ.
Редакци адресĕ: 13 çурт, И. Яковлев проспекчĕ, Шупашкар, 428019.
Телефонсем:
- директор: (8352) 55-02-99, факс (8352) 55-06-99
- редакторсем: (8352) 55-04-42, (8352) 55-04-99
Электронлă адрес: nradio@mail.ru
Тĕп редактор О. И. Прокопьев.
Кун-çулĕ
Чăваш наци радиовĕ хăйĕн тĕрĕслев калаçăвне Чăваш чĕлхи кунĕнче, 2009 çулхи акан 25-мĕшĕнче, 13.00 сехетре пуçланă. Шупашкарта, Наци библиотеки умĕнчи И. Я. Яковлев ячĕллĕ сквера пуçтарăннă халăх пĕрремĕш хут радио калаçăвне итленĕ.
Чăваш Ен радиовне аталантарма виççĕ тапхăра палăртнă:
- I тапхăр – 2009 çулхи ака-çу уйăхĕсем (çĕнĕ хыпарсем тата мусăк, ача-пăча кăларăмĕсем).
- II тапхăр –2009 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче (çĕнĕ хыпарсем, ача-пăча тата çамрăксен, литература-драма кăларăмĕсем).
- III тапхăр - 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче радиохумĕн тулли калăплă калаçăвĕ тухма тытăнмалла.
Эфирти калаçу
Эфир хумĕсем
FM 103,0 МГц Шупашкар
FM 105,0 МГц Çĕрпӳ
УКВ 72,41 МГц Йӗпреҫ
пăралуклă калаçăвăн «виççĕмĕш тӳми» (УКВ 66,26) Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Çĕмĕрле, Канаш
Онлайн-калаçу
Аудиохыпарсен юхăмне Тетел эреше витĕр Microsoft Media Server протокол майĕпе mms://media.cap.ru/ChuvRadio адреспа çитереççĕ.
Ирĕклĕ усă курмалли Winamp е Media Player Classic, çаплах VLC программисемпе усă курма пулать. Выляттаракан ăшне mms://media.cap.ru/ChuvRadio адреса çеç кĕртмелле.
Кăларăмсем
Чăваш Ен радиохумĕсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн радиоспектаклĕсене итлеме пулать.
Республикăри кашни районăн, кашни хулан хăйĕн калаçăва тухас кунĕ пур. Радиоэфира çаплах республика тулашĕнчи чăвашсен пурнăçĕ пирки ятарлă циклсемпе рубрикăсем тухаççĕ.
Кăларăмсем:
- Калаçу урокĕ
- Хыпарсем
- Новости
- Республика сасси
- Ирхи концерт
- Открытый разговор
- Ялтан яла
- Территория правды
- Лето детям
- Вăрçă ахрăмĕ
- Асамлăх çĕр-шывĕ
- Экстренный час
- Песня в подарок - Юра пултар парне
- Радио библиотека
- Ялти бизнес
- Согласие
- Не формат
- Тăван ен историйĕ
- Асамлăх çĕр-шывĕ
- Открытый разговор.
- Çĕр Сум
- Новости. Итоги дня
- Мумук халапĕсем
- Каçхи микс
Чăваш наци радиовĕн журналисчĕсем
Эфира тухакансем:
- хыпар хĕсмечĕн редакторĕ О. И. Прокопьев;
- хыпар хĕсмечĕн, «Автан авăтсан» кăларăмăн редакторĕ Л. Ю. Леонтьева;
- хыпар хĕсмечĕн, «Экстренный час» кăларăмăн редакторĕ А. В. Валеев;
- хыпар хĕсмечĕн редакторĕ А. А. Максимова;
- «Концерт по заявкам», «Общественная приемная», "Неформат" кăларăм редакторĕ Ю. С. Фёдоров;
- «Символ веры», «Наши соотечественники» кăларăм редакторĕ Ю. Э. Степанова;
- «На перекрестках истории», «Школьная страна» кăларăм редакторĕ А. Г. Шульдешов;
- «Пирĕн хăнасем» кăларăм ертӳçи Р. Т. Деменцова ;
- «Мумук халапĕсем» кăларăм ертӳçи В. В. Иовлев;
- «Асанне арчи», «Каçхи микс» кăларăм ертӳçи О. Ю. Александрова;
- «Халăх йăли-йĕрки» кăларăм ертӳçи Ольга Баринова;
- «Литература тĕнчи» кăларăм ертӳçисем: Леонид Антонов тата Марина Вазянова.
Ӑнлантарусем
Çав. пекех
Каçăсем
- Чăваш Республикин культура министерствин сайчĕ çинчи хыпар;
- 2013 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20131005005958/http://media.cap.ru/ChuvRadio архивланӑ. Чăваш Ен радио тетел эрешĕнчи кăларăмсене трансляцилени]
- Программа вещания Национального радио Чăваш Ен радио калаçăв программи.
| Чăваш Ен радиостанцисем |
|---|
| Хĕрлĕ Чутай радио | Чăваш Ен радио | [[]] | |