Пăлхар радиовĕ
Кун-çулĕ
2002 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче республикăн радиоуçлăхĕнче «Яңа Гасыр» («Çенĕ ĕмĕр») çамрăк радио çуралнă. МИХ евĕр çак радио Хусанта тата хулаçумĕнче иккĕ çул маларах «Болгар FM» уçăлнă та халăхăн кăмăлне тивĕçнĕ[1]. Пĕр хушă пĕр харăсах «Радио „Новый век“» вырăсла ячĕ те пулнă, анчах та малашне тутарла ячĕпе кăна усă курнă.
2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче «Яңа Гасыр» радиостанци вара «Болгар радиосы» брендпа тухма тытăнать[2].
Радиопрограммисем
«Пăлхар радиовĕнче» хыпарсем кашни 30 минутра иккĕ чĕлхепе тухаççĕ. Ирхине «Чәк-чәк шоу» иртет, каçхине — шоу «Дуслар live».
Радио тĕрлĕ темăсене ăнланрса парать: истори (хула, Тутарстан), литература, тĕн, спорт, ача-пăча программисем, çамрăксем валли интерактивсем, ăнăçлă çынсен программисем, хĕрарăмсем, арçынсем . меломансем валли рубрикăсем[3]. Çаплах мăсăльман йăли йĕркине каласа паракан кăларăм («Хак дин») 2008 çулта «Ислам пирки чи паха программа» ята Тутарстан мăсальманĕсен чун-чĕм тытăмĕн ертӳлĕхĕ ирттернĕ ăмăртура тивĕçнĕ, 2010 çулта çав ăмăртурах «Соенче» ача-пăча кăларамĕ çĕнтернĕ[4].
Тиркев
«Çĕнĕ ĕмĕр» радиова «Болгар радиосы» ята куçарнине тиркенĕ:
«именование общетатарского радио „Булгарским радио“ — хотим мы того или нет — служит интересам адептов булгаризма, которые считают этноним „татары“ чуждым, оскорбительным для нашего народа и выступают за переименование татарского народа в булгарский»
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
- ^ Каналы со спутника
- ^ Официальный сайт ТНВ 2012 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ О компании 2012 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ На радио «Новый век» стартует новый проект «Хикмэти донья» (выр.). InfoIslam (8 утӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официаллă сайчĕ
- online 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Наталья Космачёва. Время и деньги (выр.) («Развлекая, просвещать!» Татарстанцам подарили новое радио). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.