Прокопьев Олег Николаевич

 

Прокопьев Олег Николаевич (30.12.1963, Ишпарайккă ялĕ, Элӗк районӗ, Чăваш Ен — 30.4.1984, Афганистан) — пĕрремĕш батальонри 2 мотоперевçĕсен ротин аслă сержанчĕ.

Биографи

1963 çулхи раштав уйăхĕ 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Ишпарайккă ялĕнче çуралнă. 1984 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Афганистанра паттăррăн пуçне хунă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вилнĕ хыççăн, ССРП Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Олег Николаевич Прокопьева Хĕрлĕ Çăлтăр (3764291-мĕш №-лĕ орден) орденĕпе тивĕçтернĕ.

Унпа пĕрле ҫак ҫапӑҫура паттăрла вилнĕ чӑваш каччисем: Михайлов Владимир Иванович (Канаш районӗ,[1]) , Игорь Титович Гаврилов (Комсомол районӗ,[2]), Улядаров Виктор Петрович (Пушкăрт Республикин Федоровка районĕнче,[3]). Йывӑр аманнӑ чӑваш ст.л-т Жарников Фёдор Фёдорович (Новосибирск хуларан,[4]). Тата тепӗр паллӑ мар чӑваш салтакӗ те пур.

Ҫапӑҫура пурӗпе 90 яхӑн салтакпа офицер пуçне хунă, ҫӗртен ытла аманнӑ. Ку Афган вăрçин историнче чи юнлӑ ҫапӑҫу пулнă.

Ӑнлантарусем

Каçăсем