Чебанов Анатолий Сафронович
Чебанов Анатолий Сафронович (1937 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Чăнлă Шăхаль, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики — 2011 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Аслă Накаткин, Чӗмпӗр облаҫӗ) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ.
СССР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1991). Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997)[1].
Кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1937 ҫулхи нарӑсан 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.
Хурӑнвар-Шӑхалӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Пӑва ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухсан Ҫурҫӗр-Казахстан облаҫӗнчи «Докучаевский» совхоза ҫерем ҫӗрӗсене алла илме механизатор пулса комсомол путёвкипе янӑ.
Ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн 1962 ҫулта Курганри ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Нумай ҫул Ҫӗпрел тата Чӑнлӑ районӗсенчи хуҫалӑхсенче, Чӑнлӑ районӗнче ял хуҫалӑх управленийӗнче зоотехник пулса ӗҫленӗ.
2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин ял тӑрӑхӗнчи Аслӑ Нагаткинра вилнӗ[1].
Пултарулӑхӗ
Литературӑра ача-пӑча сӑвви-калавӗнчен пуҫланӑ, «Праски инке хӗр парать» пьеси ӑна чӑваш драматургӗн чапне илсе килнӗ. Пурӗ виҫҫӗр пьесӑна яхӑн, 20 пин ытла сӑвӑ йӗрки, вуншар калав, очерк тата роман ҫырнӑ. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Праски инке хӗр парать» спектакль ҫирӗм ҫул ытла, М. Шкетан ячӗллӗ Мари наци драма театрӗнче вунӑ ҫул ытла пынӑ. Поэтӑн лирикӑллӑ сӑввисемпе икҫӗр ытла юрӑ ҫырнӑ. Ун сӑмахӗсемпе чӑваш композиторӗсем Ф. Лукин, Ю. Григорьев, Ю. Кудаков, Ю. Жуков, А. Никитин, С. Толстов, П. Романов, В. Дмитриев, Г. Алексеев, Н. Заводскова, А. Галкин тата ыттисем те чылай юрӑ ҫырнӑ[2].
А. Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А. Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. Унӑн пӗр пайлӑ пьесисем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулнӑ.
1997 ҫулта Шупашкарта «Драмӑсемпе комедисем» ятпа кӑларнӑ кӗнекере унӑн пьесисем пур. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Шевле ҫути», «Атӑл юрри» журналсенче драматургӑн хайлавӗсем тӑтӑшах пичетленнӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997);
- Чӗмпӗр облаҫӗн Чӑнлӑ районӗн хисеплӗ гражданинӗ;
- Унӑн ятне Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.
Кӗнекисем
- Чебанов А. С. Çураçнă хĕр. — 1992. (Невеста)
- Чебанов А. С. Праски инке хĕр парать: Мыскарасем, камитсемпе пӗр пайлӑ пьесӑсем. — Симбирская книга, 1994. — 377 с. — ISBN 5-8426-0132-X. (Тётушка Праски дочку замуж выдаёт)
- Чебанов А. С. Полезные комедии. — 1995.
- Чебанов А. С. Искорки счастья. — 1996.
- Чебанов А. С. Чун ыратӑвӗ. — Обл. тип. «Печатный двор», 2004. — 224 с. — ISBN 5-7572-0128-2.
- Чебанов А. С. Листопад. — Симбирская книга, 2004.
- Чебанов А. С. Благородное дело. — 2004. — 386 с. — 300 экз. — ISBN 5-8426-0108-7.
- Чебанов А. С. Грустно колышется ковыль белоснежный. — 2006.
- Чебанов А. С. Тяготы жизни. — Регион-Инвест, 2007. — 345 с. — 300 экз. — ISBN 978-5-903817-07-8.
- Чебанов А. С. Наследие. — Вектор-С, 2008. — 289 с. — 300 экз. — ISBN 978-5-91308-058-5.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 https://chuvenc.ru/show_Person/3110 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Чебанов, Анатолий Сафронович (драматург; 03.02.1937-20.06.2011) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ : тишкерӳсем. — Ульяновск, 2009. — 86 с.
- Юман, А. Творчество Анатолия Чебанова : библиогр. очерк / А. Юман. — Чебоксары : ЧГИГН, 2011. — 51 с.. — См. текст
- Абрамов, В. «Камитсем халӑха савӑнтараҫҫӗ…» : [Анатолий Чебанов драматург ҫинчен] / В. Абрамов // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 2. — С. 81-83. — (Астӑвӑм).
- Абрамов, В. А. «Камитсем халӑха савӑнтараҫҫӗ» / В. А. Абрамов // Вопросы чувашского литературоведения и критики = Чӑваш литература пӗлӗвӗн тата критикин ыйтӑвӗсем : тез., ст., рец., обзоры / В. А. Абрамов. — Чебоксары, 2018. — С. 231-234.
- Анатолий Сафронович Чебанов // Тӑван ен (Тутарстан). — 2011. — 22 ҫӗртме (№ 48). — С. 4.
- Анатолий Чебанов // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 381.
- Енӗш, В. А. Чебанов пултарулӑхӗ пирки темиҫе сӑмах / В. Енӗш // Чебанов, А. С. Праски инке хӗр парать / А. С. Чебанов. — Чӗмпӗр, 1994. — С. 5-6.
- Карсаков, Г. Анатолий Сафронович Чебанов — драматург, поэт, прозаик / Г. Карсаков // Тӑван ен (Тутарстан). — 2010. — 3 нарӑс. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Кудряшова, Н. Ҫырма васкатчӗ / Н. Кудряшова // Тӑван Атӑл. — 2022. — № 2 (нарӑс/февраль). — С. 83-84 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ларионов, Н. Н. Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисем тата вӗсен пултарулӑхӗ : (20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗ — 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ) // Ларионов, Н. Н. Чун хушнипе пурӑнсан : Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен пултарулӑхӗ / Н. Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 5-33.
- Макаров, В. Ӳркене пӗлмен ҫыравҫӑ / В. Макаров // Сувар (Тутарстан). — 2017. — 10 нарӑс/февраль (№ 5). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
- Малышев, А. Пулас ӑрусем валли парне : [Анатолий Сафронович Чебанов ҫыравҫӑ ҫинчен] / А. Малышев // Сувар (Тутарстан). — 2017. — 3 нарӑс/февраль (№ 4). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Пьесисем тӑрӑх фильмсем те ӳкернӗ : [Анатолий Сафронович Чебанов ҫыравҫӑ ҫинчен] // Хыпар. — 2021. — 29 кӑрлач/ январь. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк. — (Чӑваш Ен мухтавӗ / страницӑна А. Михайлов хатӗрленӗ).
- Уткин, Г. Праски инке ашшӗ : Анатолий Чебанов ҫуралнӑранпа — 75 ҫул / Г. Уткин // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 2. — С. 78-81 : фот. — (Астӑвӑм).
- Уткин, Г. Чӑнлӑри чӑнлӑха тӗпе хурса : [Анатолий Сафронович Чебанов ҫыравҫӑ ҫинчен] / Г. Уткин // Хыпар. — 2012. — 8 нарӑс. — С. 3.
- Чебанов, А. «Ялта пурӑнман пулсан Праски ҫуралас ҫукчӗ…» / А. Чебанов ; А. Степанова ҫырса илнӗ // Канаш (Ульяновски обл.). — 1998. — 14 чӳк (№ 47). — С. 6.
- Чебанова, А. Анатолий Чебанова аса илсе / А. Чебанова ; [А. Селиванова ҫырса илнӗ] // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2015. — 24 раштав (№ 50). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк.
- Юман, А. Кӗвӗленсе тухакан сӑнарсем / А. Юман // Ялав. — 2003. — №12. — С. 98-103.
- Юман, А. Ф. Анатолий Чебанов поэзийӗ ҫинчен / А. Ф. Юман // Хыпар. — 2010. — 29 утӑ. — С. 3.
- Ялгир, П. Чӗмпӗр — чӑваш литературин сӑпки / П. Ялгир // Хыпар. — 2002. — 16 кӑрлач.
- Анатолий Сафронович Чебанов : [некролог] // Цильнин. новости. — 2011. — № 31. — С. 8 : фот.
- Афанасьев, П. Чебанов Анатолий Сафронович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 482-483.
- Афанасьева, Е. Р. Чебанов Анатолий Сафронович / Е. Р. Афанасьева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 452.
- Людина, Л. Назначены Государственные стипендии / Л. Людина // Советская Чувашия. — 2010. — 26 июня. — С. 1.
- Сорокин, Н. М. Чебанов Анатолий Сафронович / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 207-208.
- Чебанов Анатолий Сафронович // Чебанов, А. На дальней заставе / А. Чебанов. — Ульяновск, 2007. — С. 3-4.
- Чебанов Анатолий Сафронович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 527.
- Чебанов, А. С. О самом светлом / А. С. Чебанов ; пер. с чуваш. П. Ишутов // Симбирскъ. — 2016. — № 2 (32). — С. 38-39 : фот. — Содерж.: Анатолий Чебанов — автор поистине народных комедий.
- Ялгир, П. Чебанов Анатолий Сафронович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 151-134.