Хурăнвар шкулĕ

Хурăнвар шкулĕ, — Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар ялĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Юхвитов Петр Сергеевич ячĕпе хисепленет.

Истори

Шкул историйĕ пуян, вăрăм, кăсăклă[1].

Шкул историне хăш çултан пуçламалла?

Хурăнвар шкулне 1898-мĕш çулта никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Анчах та ăна, ун чух никĕсленекен вĕрентӳ йĕркелĕмне, малтанах иккĕмĕш класлă шкул пек аталантарма шутланнă[2]. Урăхла каласан, вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул тума палăртнă. 1920-мĕш çулсенче хăйĕн çак ĕçне, вĕрентевçĕсем хатĕрлессине эппин, пăрахнă. Çак самантсем шкул историне хăш çултан пуçласси тĕлĕшпе хăшпĕр ыйтусем кăларса тăратаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан "ахаль" шкула профессилле пĕлÿ паракан шкулăн тăсăмĕ темешкĕн йывăр.

Тепĕр енчен, иккĕмĕш класлă текен шкулсем икĕ пайран (çав пайсене "классем" тенĕ те ĕнтĕ) тăнă пулмалла чылай чухне: малтанхи пуçламăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пай, тата иккĕмĕш, вĕрентевçĕсене хатĕрлекен, пай. Енчен те Хурăнварта 1898-мĕш çулта пуçламăш пĕлÿ парассине те йĕркеленĕ пулсан, çав çула хайхи ориентир пек кăтартма пулать. Акă паянхи тĕпчеврен илнĕ йĕркесем:

...Малалла çÿрттăвăм ĕçĕсем пуçланнă та 1898-мĕш çулхи октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне шкул вĕренекенсене йышăнма хатĕр пулнă. Ăна малтанлаха "енлĕх шкулĕ" тесе ят панă.1898-мĕш çулхи ноябрьте ачасен пĕрремĕш ăстрăмне йышăннă. Хусанти вĕрентевçĕсен семинарине пĕтернĕ Степан Иванов ку ĕçе пĕччен тунă, комисси те, экзаменсем те пулман. Камăн кăмăл пур — çавсене пурне те йышăннă. Мĕнпурĕ — 7-22 çулсенчи 58 ача. Вĕрнме пуçласан вĕсем И.Я.Яковлев букварĕпе тăван саспаллисене тишкернĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, малтан килнĕ ачасем чăнах пĕтĕмшле пĕлу илекенсем пулнă. Шкулăн ячĕ те халлĕхе "иккĕмĕш класлĕ шкул" мар-ха. Эппин чăнах та хальхи шкулăн историне çак вăхăтран (чӳк, 1898) пуçлама май килет. Çапах та иккĕмĕш класлă шкулăн историне унăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан енĕнчен уйрăмрах пăхса тухмалла пулĕ.

Иккĕмĕш класлă шкулăн историйĕ

1901-мĕш çулта тин Хурăнвар шкулĕ иккĕмĕш класлă шкулăн майĕсемпе ĕçлеме пуçлать[2].

Тĕп статья: Хурăнварти иккĕмĕш класлă шкул.

Иккĕмĕш класлă шкул пĕтнĕ май урăх тапхăр пуçланни

Ак çакăн пек фактсем паллă:

1898-1916-мĕш çулсенче шкулта 16 кăларăм пулнă. Асăннă тапхăрта мĕнпурĕ 260 ачана вĕрентсе кăларнă. Нумай вĕренекенсем кайран вĕрентевçĕ пулса тарса Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче ĕçленĕ.

Кунта пĕтĕмпех професси илсе тухнисем пирки сăмах пырать-ши е пуçламăш пĕлÿ çеç илнисене те асăннă-ши? Çакă уçăмлăнах паллă мар. Апла-и, капла, часах вĕрентевçĕсене хатĕрлесси пăчланать. Юлашки хут витерĕневçĕсене алла учитель пулнине çирĕплетекен документсем парса ăсатасси хăçан пулни те паллă мар. 1924-1926-мĕш çулсенче шкул пачах та ĕçлемен.

Кунта вĕреннĕ паллă çынсем

Кунта ĕçленĕ çынсем

Чи малтанхи вĕрентевçĕсем

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем