Энĕшпуç (Вăрмар районĕ, сала)

Энĕшпуç, — Чăваш Республикин Вӑрмар районӗнчи ял. Кунта малтан Энĕшпуç вулăсĕн администрацийĕ вырнаçнă пулнă.

Ял çывăхĕнче Кĕçĕн Енĕш çăлкуçĕ вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Харпăр хуçалăх шучĕ — 361, халăх йышĕ — 1133 çын. 99 % пурăнакан — чăваш.

Ялта 1893—1898 çулсенче туса лартнă Иоанн Богословăн православи чиркĕвĕ пур.

Ял витĕр Вăрмар-Энĕшпуç-Тăвай автоçул пырать.

Кун-çулĕ

1927 çулчен Ҫӗрпӳ уесӗн Энĕшпуç вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вармар районне кĕрет.

Паллă çынсем

  • Алексеев Павел Алексеевич — Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлавĕн тава тиивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Андреев Павел Андреевич — РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ
  • Андреев Валерий Георгиевич — ăсчах, Кузнецкăн чыслă гражданинĕ (1962—1972 çулсенче ялта пурăннă)
  • Архипов Петр Архипович — ЧР тава тивĕçлĕ конструкторĕ
  • Григорьев Леонид Максимович — Вăрмар районĕн чыслă гражданинĕ, Чăваш Республикин промăçлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Дмитриев Валерий Алексеевич — психологи ăслăхĕн кандидачĕ, полковник, СССР спорт ăсти
  • Кириллова Зинаида Петровна — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
  • Криков Иван Васильевич — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
  • Михайлова Алина — чăваш эстрада юрăçи.
  • Никифоров Юрий Васильевич — ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Николаев Владимир Алексеевич — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ
  • Николаев Сергей Николаевич — СССР бокс спорчĕн ăсти
  • Нягин Иван Александрович — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Серин Петр Федорович — ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçи
  • Шмелев Валерий Александрович — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
  • Шмелев Михаил Александрович — РАО «ЕЭС России» тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Яковлев Николай Васильевич — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ юрисчĕ

Вуламалли

Ӑнлантарусем