Игнатьев, Ваçлей
Ваҫлей Игнатьев (чӑн ячӗ Игнатьев Василий Герасимович; 1934 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ, Каншел, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2014 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ[1]. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1967), Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1991), Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ[2].
Пурнӑҫӗ
1934 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ[3].
Первомайскинчи вӑтам шкулта тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1956–1958 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1958–1965 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор пулса ӗҫленӗ, кайран 1986–1997 ҫулсенче ҫак организацийӗн тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Унсӑр пуҫне «Ялав» журналӑн литература ӗҫтешӗ (1965–1967) тата «Тӑван Атӑл» журналӑн проза уйрӑмӗн редакторӗ (1978–1984) вырӑнӗсенче вӑй хунӑ. Чӑваш Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ[2].
2014 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче 81 ҫула кайсан Шупашкар хулинче вилнӗ[4].
Пултарулӑх ӗҫӗсем
Вулакансем В. Игнатьев пултарулӑхӗпе 1955 ҫулта паллашнӑ — вӑл вӑхӑтра «Ялав» журналта унӑн «Пӗчӗк акӑшсен ташши» калавӗ пичетленсе тухнӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл 20 таран кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, ҫав шутра А. Савельевпа пӗрле ҫырнӑ чикӗ хуралҫисем пирки «Телей ҫиҫӗмӗ» роман[3].
Литература критикӗсем (И. Иванов, Г. Федоров тата ыттисем) унӑн ӗҫӗсен тарӑн психологизмне, ҫутӑ лиризмне, чӑнлӑха ҫирӗп сӑнарланине палӑртнӑ, ӑна чӑваш прозинче паллӑ новеллист тата ӑста стилист тесе хакланӑ.
Вырӑсла унӑн «Беспокойные», «Будем счастливы», «Зарницы счастья» кӗнекисем куҫарӑнса тухнӑ. Хӑйӗ вара Л. Толстой, А. Чехов, И. Франко, М. Горький хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Паллӑрах кӗнекисем:
- «Пӗчӗк акӑшсен ташши» (1957);
- «Шӑпчӑк катинче» (1959);
- «Пӗчӗк ҫулҫӳревҫӗ» (1960);
- «Каҫхи юр» (1964);
- «Маттур иккен ман аппа» (1966);
- «Кӑнтӑр ҫеҫпӗлӗ» (1977);
- «Каҫхи сасӑсем» (1983);
- «Ӑҫта-ши эсӗ, манӑн юрату?» (1990);
- «Сарри юратӑвӗ» (1994);
- «Иккӗмӗш тӗлпулу»;
- «Канӑҫсӑрсем».
Вуламалли
- Автор ҫинчен // Игнатьев, В. Ӑҫта-ши эсӗ, манӑн юрату / В. Игнатьев. — Шупашкар, 1990. — С. 254.
- Алексеев, О. «Сарри юратӑвӗ» / О. Алексеев // Хыпар. — 1994. — 6 авӑн.
- Емельянов, А. Пирӗн Ваҫлей / А. Емельянов // Хыпар. — 1994. — 1 авӑн.
- Иванов, И. Калавҫӑ ӑсталӑхӗ / И. Иванов // Ялав. — 1983. — № 12. — С. 24–26.
- Калав ӑсти // Тӑван Атӑл. — 1994. — № 8. — С. 27–28.
- Осипова, Е. Юратупа тивӗҫ / Е. Осипова // Ялав. — 1984. — № 9. — С. 28–30.
- Федоров, Г. Чун пек кирлӗ ӑнсӑртлӑх е пурнӑҫ йӗрки-шавӗ / Г. Федоров // Тӑван Атӑл. — 1994. — № 8. — С. 8–9.
- Игнатьев, В. Несколько вопросов к юбиляру / В. Игнатьев ; беседовал М. Иванов // Советская Чувашия. — 1994. — 1 сент.
- Теветкел, Н. Адл : стихотворение / Н. Теветкел // Наше слово (Мариинско-Посад. р-н). — 1997. — 12 июля.
- Федоров, Г. Необходимость случайности или закономерность жизни? / Г. Федоров // Лик Чувашии. — 1994. — № 6. — С. 113–119.
Ӑнлантарусем
- ^ Игнатьев Васьлей (Василий Герасимович Игнатьев). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Игнатьев, Василий Герасимович (писатель; 02.09.1934-26.10.2014). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Васьлей Игнатьев. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 26 октября перестало биться сердце известного чувашского писателя Васьлея Игнатьева. Чебоксары.ру (27 юпан 2014). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.