Кутузов Никифор Иванович
Кутузов Никифор Иванович (1895 çулхи çĕртмен 10 (22)-мĕшĕ, Тури Тăрмăш ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Патăръел районĕ) çур.- 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗ, Мускав, вилнӗ ) - СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен генерал-майорĕ (1942).
Кун-çулĕ
Патӑрьел районӗнчи Тури Тăрмăш ялĕнче 1895 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче çуралнă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, аслă унтер-офицер çар хисепне тивĕçнĕ. 1917 çулĕ хыççăн полк комитечĕн председатĕлĕн çумĕ пулма суйланă.
1918 çулта Турхан вулăсĕн вăрçа комиссарĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче - батальон командирĕн пулăшуçи, кайран батальон командирĕ.
1925-1928 çулсенче Фрунзе ячĕллĕ çар академинче тивĕçтерӳ факультетĕнче вĕренет.
Чыславсемпе парнесем
- Ленин орденӗ
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ - 2 хутчен
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи орденĕ (I-мӗш степень)
Вуламалли
- Кутузов Никифор Иванович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 124.
- Изоркин, А. В. Кутузов Никифор Иванович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 409.