Тури Тăрмăш
Тури Тăрмăш, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял.
Истори
XVII-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хальхи Сĕнтăрвĕрри районĕ çĕрĕнче вырнаçнă Мукрукасси ялĕнчи çынсем ĕлĕххи вырăнне прахса хире куçса килсе Анат тата Тури Тăрмăш ялĕсем никĕсленĕ.[2]
1868 çулта ялта 26 кил пулнă, вĕсенче 77 арçынпа 88 хĕрарăм пулнă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулченПатăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3].
Паллă çыннисем
- Кутузов Никифор Иванович генерал-майор
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ В.Д.Дмитриев. Чуваши в эпоху феодализма
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)