Кословккă (выр.Козловка), — Чăваш ЕнĕнПатӑрьел районӗнчиял. Ял Пăлашывĕн сылтăм çыранĕнче, Пăлакасси тата Кивĕ Ахпÿрт хушшинче, вырнаçнă. Ялта клуб, фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП)[3], райпо лавкки пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Пăлакассипе "пайлать" темелле. Вĕсем чăннипе юлашкинчен асăннă ялăн официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнче[4] вырнаçнă.
Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, массăллă информаци хатĕрĕсенче те[5], официаллă хутсенче те[6], çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать. Çавах та вĕсем уйрăм ялсем. Калăпăр, кашни ялта пĕрле усă курмалли пĕрер çыхăну вырăнĕ (телефон) вырнаçтарас кампани вăхăтĕнче çавна унта та, кунта та тунă. Кослаккăри — Мир урамĕнче (Лешкас), Пăлакассинчи — Канаш урамĕнче (Эрĕм касси).
Рельеф уйрăмлăхĕсене илсен, Кословккă хĕвелтухăç тата хĕвеланăç енсенчен икĕ пĕчĕк ятсăр çырмасемпе чикĕленсе тăрать теме пулать. Асăннă çырмасем Пăлана юхса тухаççĕ теме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем чăннипе Пăла çумĕнчи айлăм вырăнта хăйсем тĕллĕн вĕçленеççĕ, çухалаççĕ. Анчах та ик-виç теçетке çул каялла ятарлă дамба тунă хыççăн, хĕвеланăç енчи ятсăр çырма Пăланах тухма тытăннă теме пулать. 2015-мĕш çулта çав дамба çумĕнче ятарласа пĕчĕк кÿлĕ пекки те чавнă. Экономика тĕллевĕсемпе теес пулать. Вăл вырăн хур-кăвакал усрама, ытти выльăх-чĕрлĕхе шăварма кирлĕ. Паллах, унта пулă ĕрчетесси пирки сăмах тăмасть.
1929-мĕш çултаПăлакасси ялĕпе пĕрле "Канаш" колхоз йĕркеленĕ. Çав колхозăн пĕрремĕш ертÿçи Никандр(ашшĕ ячĕ паллă мар) Мышин пулнă; ăна такамсем темшĕн çапса вĕлереççĕ те колхоз председателĕ пулма ял никĕслевçине А. Г. Козлова суйлаççĕ, вăл вара çичĕ çул хуçалăха ертсе пырать[10].
Хальхи вăхăтра ялта виçĕ урам. Мир урамĕ, Симĕс урам тата Лавкка[11] урамĕ. Лавкка урамне халăхра Хăрах кас теççĕ. Юлашкийĕ хăрах йĕрлĕ пулнипе çеç мар, ыттисенчен кĕскереххипе те уйрăлса тăрать. Вăл малтанхисенчен чылай каярах (1950-мĕш çулсенче) çĕкленнĕ. Симĕс урамăн мăшăрлă енĕ те 1990-мĕш çулсенче çурçĕр еннелле кăштах (икĕ çурт чухлĕ) вăрăмланнă, — Козлов Л.Г. тата Мышин Н.В. хуçалахĕсем хушăннă. Мир (Лешкас) тата Симĕс урамсене чул сарнă, чăн та, пахалăхĕ пысăках мар. Хăрах кас еннелле аслă çултан (историлле "Пăва çулĕ") темиçе теçетке метр чухлĕ асфальт сарнă, малалла вара ним те сарман (çынсем хăйсем тĕллĕн, нимĕнле проектсăр уни-кунисем пăрахнисене шутламасан) ахаль çул каять.
Çак асăннă виçĕ урама варринчен пралук (çуран çÿремелли тăкăрлăк) пĕрлештерсе тăрать. Симĕс урамра вăл, сăмахран, 13-мĕш тата 15-мĕш çуртсем хушшинче. Малалла асăннă пралук пĕр енчен Кивĕ Ахпÿртелле, тепĕр енчен Пăлакассинелле тăсăлать.
Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ пурăнакан вырăнсен шутне кĕрет. 1929-мĕш çулта никĕсленнĕ шутланать. Çыннисем кунта Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă. Çак ĕçĕ пуçарса яраканĕ Александр Григорьевич Козлов (?—1945) пулнă. Вăхăтĕнче икĕ çул хушши хĕрлисен майлă пулса граждан вăрçине те хутшăннăскер, отходник шучĕпе нехтă кăларнă çĕрте ĕçленĕскер, коммунист. Шăпах ун хушаматне кура яла та çаканашкал ят панă. Каярахпа А.Г.Козлов лейтенантАслӑ Аттелӗх вӑрҫинче, Кёнигсбергшăн пынă çапăçусенче, пуç хунă[12]. Калас пулать, А.Г.Козлов фронтран янă пĕр çыру 1970-мĕш çулсемчченех упраннă. Унтан ăна, ĕмĕрлĕхе упранмалла тесе, Туçари выăтам шкула панă. Вара вăл çав ялти музее лекме пултарнă. Çыру хальхи вăхăтра упранни/упранманни паллă мар.
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне (тирексем, Америка вĕренисем) шкул пахчи теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш шкул çурчĕ пулнă. Кословккă тата Пăлакасси ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи вĕрентевçĕсем — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕххи топографикарттисем çинче паян та курма май пур[14]. Алкумлă, уçă верандăллă çурт. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра ялхалăхне кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев хайлавĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — "ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне шкул валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем Кивĕ Ахпÿртре вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).
Вылăх фермине асăннă пулсан, силос шăтăкĕсене те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).
Лавкка пирки калас пулать. Хальхи Симĕс урамри 25-мĕш çуртăн пахчи хыçĕнче, çырма леш енче пулнă. Кăнтăр еннерех — цистерна, унта сутмалли краççына усранă. Цистернăна кăштах çĕр ăшнелле чавса вырнаçтарнă, çавăнпа вăл тĕлте путăк-шăтăксем халĕ те курăнаççĕ-ха. Анчах та вăл путăк-шăтăксем (валсемпе урсем) ăна кăна мар, килти пахчасен чи аякра пулнă чиккисене те палăртаççĕ. Каярахпа пĕчĕклетнĕ пахчасен чиккисене куçарнă, анчах пĕчĕкке валсемпе урсем (вĕсен йĕррисем) тăрса юлнă. Пĕчĕклетнĕ пахчасен вырăнĕнче йĕркеленнĕ тĕлте, лавккаран хĕвелтухăçнерех, сĕрмелли-çунтармалли япаласен çурма çĕрпÿрт евĕр йĕркеленĕ управĕ те пулнă пĕр вăхăтра.
Çав асăннă сивĕ, хутман лавккара чăн малтан С.М.Макаров (1903-1942) ĕçленĕ пулмалла. Вăл вăрçа кайсан — кĕске вăхăт хушши унăн ывăлĕ П.С.Макаров (1925-?) тăнă ĕç вырăнне, унтан — çак çынсен хĕрĕ тата йăмăкĕ Е.С.Макарова (Чернова) (1927 çур.). Юлашкинчен асăнни вара лавккана пăрахăçличченех, ăна урăх çĕрте никĕсличченех тата ун хыççăн та пăртак вăй хунă суту-илÿре.
Лавккапа хире-хирĕçех Кословккă тата Пăлакасси ялĕсен вулав çурчĕ тата клубĕ пулнă. Малтан пĕчĕкрех çуртра, кайран пысăкраххинче. Унта камсем тата хăçан ĕçленине çырса кăтартсан та пит аван пулмалла.
Ĕлеххи ытти палăрăмсенчен Симĕс урам тĕлĕнчи (автоçул леш енче) çиларманне тата ун çумĕнчи кану çуртне асăнмалла асăнмалла. 1970-мĕш çулсенче çав çиларманне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма та хăтланса пăхнă. Юлашки арманçă — Вячеслав (Вечча, ашшĕ ячĕ паллă мар) Самоваров.
Хăрах кас тĕлĕнче вара, çул леш енчех, — колхоз йĕтемĕ. Хурал пÿрчĕ те пулнă унта. Халĕ унта нимех те çук, ахаль пуш вырăн çеç. Меттал конструкцисенчен тунă тăрăллă лаптăка сÿтсе илсе сутса яни те нумаях вăхăт иртмен-ха.
Хитрова Василиса Васильевна (1941 çур.), — ялти вулав çуртĕнче, клубра, каярахпа Кивĕ Ахпӳртри культура çуртĕнче нумай вăхăт ăнăçлă ĕçленĕскер; купăсçă-баянçă, тĕрлĕ пĕрлĕхлĕ ĕçсен йĕрекелевçи.
Хитров Иван Фёдорович (1942 çур.), Патăрьеленчи пульниццара рентгенолог пулса ĕçленĕ. «Халăхсен туслăхĕ» орден кавалерĕ тата РСФСР сывлăха сыхлас ĕç шеплĕхçи[19] Район тата ДСО «Урожай» шайĕнчи волейболçă. Хальхи вăхăтра Патӑрьелĕнче пурăнать.
Долгов Алексей Николаевич, вĕрентевçĕ, Чăваш республикинчи Улатӑр районӗнчи Çĕнĕ Эйпеç шкулĕн директорĕнче 33 çул (1969-2002) ĕçленĕ çын[20], Улатăр районĕн хисеплĕ элтешĕ[21].
Долгов Евгений Николаевич, мусăквĕрентевçи, район шайĕнчи волейболист. Хальхи вăхăтра Тури Туçа япĕнче пурăнать.
Мякин Алексей Николаевич (1956 çур.), — Патăрьел районĕнчи ЧРОООО ВОИн ертÿçи (хăш тапхăрта пулни паллă мар)[23], Чăваш республикинчи ВОИ йĕркелĕмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн ертÿçи[24],
Ял ячĕ, пурте пĕлсе тăракан çыннăн тата унăн пурне те паллă тăхăмĕсен хушамачĕпе çыхăннине кура, нихçан та "чăвашланман". Ку тĕлĕшпе ак çакăн пек сăвăллатекст та пур:
Кословккă ятлă пĕчĕкçеççĕ ял.
Ăна никам та Куславкка темен-тĕр.
Эппин, сипетлĕ пулĕ çак халал:
Суя ята никам та ан илентĕр.
^Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
^Колхоз "Гвардеец" в девятой пятилетке (1971-1975 годы). Ч., 1976. — С. 9.
^Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă, çамрăклах килйышĕпе Кословккăна куçса килнĕ.
^Румянцев Владимир Федорович 2022 ҫулхи Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. — ЧЕБОКСАРСКИЙ КООПЕРАТИВНЫЙ ИНСТИТУТ РОССИЙСКОГО УНИВЕРСИТЕТА КООПЕРАЦИИ. УЧЕНЫЕ ИНСТИТУТА. Информационный сборник. Чебоксары. 2007 — с.116.