Шăхач
|
Шăхач, — Тури Сĕнтĕр (Ирçе Сĕнтĕр) тата Анат Сĕнтĕр ялĕсене те пĕрлештернĕ.
Чĕмпĕр кĕпернийĕн ялĕсен 1913-мĕш çулхи йышĕнче Шăхачра вырăссемпе чăвашсем, Тури Сĕнтĕрте модвасем, Анат Сĕнтĕрте чăвашсем пурăнаççĕ тенĕ. 1897-мĕш çулхи йышра вара пуринче те чăвашсем пурăннă пек пулса тухать.
Истори
Турхан вулăсне кĕнĕ.
Мăн Патăръел районне кĕнĕ. Турхан районне, Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăрьел районне кĕрет [1].
1940-мĕш çул тĕлне 150 ытла килте чăвашсем, 62 килте ирçесем, 41 килте вырăссем пурăннă; 21-мĕш ĕмĕр тĕлне вырăссем пурнакан килсен шучĕ 5, ирçесем пурнакан килсен шучĕ те çавăн чухлех[2]. Тепĕр çăлкуç тăрăх: 2014-мĕш çул тĕлне ялта мĕнпурĕ 285 кил пулнă, вĕсенчен 13-шĕнче ирçесем, 11-шĕнче вырăссем[3]. Çапла вара кунта пурнакансен пысăкран та пысăк пайĕ, хуть те хăш енчен пăхсан та, хальхи вăхăтра чăвашсем пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенче тĕрлĕрен палăртни хутăш килйышсене кăтартни-кăтартманнинчен килнĕ пулас.
Паллă çыннисем
- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Селиверстов Роман Иванович — Георги хĕресĕн тулли кавалерĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ
Вуламалли
И.М.Матросов, С.Я.Карягин, А.И.Мефодьев. . — 2005. — С. 206. — 376 с.
Каçăсем
Асăрхавсем
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ В. П. Сергеев çырни тăрăх (Патăръел энциклопедийĕ, 2-мĕш том)
- ^ Зайцева, Елена. Три языка одной деревни (Советская Чувашия хаçатран)
Патӑрьел районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Анат Сĕнтĕр • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шӑнкӑртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |