Пӑлапуҫ Нурӑс
Пăлапуç Нурăс, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Ирҫесем тата чăвашсем (кусем ытларах) пурăнаççĕ.
Тавралăхĕ
Ялта культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ пур.
Истори
Авалхи документсенче Пăлапуç тата Нурăс ялĕсене уйрăммăн асăннă. Пĕри Шупашкар уесӗн Ишлей вулăсне кĕнĕ, тепри — Çĕрпӳ уесне. XVII ӗмӗрĕн 60-мĕш çулсенче пуçласа ку ялсем Чĕмпĕр уесне кĕме пуçланă.
XVIII-XIX ĕмĕрсенчи архив докуменчĕсенче ку ялсене асăнни çук.
Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 45 килте 136 арçын, 145 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Мăрат вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.[2].
Паллă çынсем
- Рогожин Алексей Владимирович (Лёша Рав, 1909-1944), — ирçе сăвăçи, "Нарспи" поэмăна ирçелле куçараканĕ.
- Почалкина Ольга Михайловна (1974-2015) — чăваш актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ День памяти артистки театра (вырăсла). — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 30, сентябрь, 2016.