Чӗмпӗр кӗпӗрни
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӗмпӗр кӗпӗрни (выр. Симбирская губерния; 1924 ҫултанпа — Ульяновск кӗпӗрни, выр. Симбирская губерния) — Раҫҫей империйӗн, Раҫҫей республикин тата РСФСРӑн 1796—1928 ҫулсенче пулнӑ административлӑ территори виҫи. Кӗпӗрне хули — Чӗмпӗр хули (1924 ҫултанпа — Ульяновск).
Географи тӗлӗшӗнчен вырнаҫни
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне Чӗмпӗр кӗпӗрни 49,5 пин км² (43 491 ҫухрӑм²) йышӑннӑ. Вӑл ҫурҫӗрте — Хусан кӗпӗрнипе, тухӑҫра — ӑна Самар кӗпӗрнинчен уйӑракан Атӑлпа (Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ икӗ тӗлте ҫеҫ кӗнӗ: Чӗмпӗре хирӗҫ тата Сызраньте), кӑнтӑрта — Сарӑту, анӑҫра — Пенза тата Чулхула кӗпӗрнисемпе чикӗленнӗ.
1926 ҫулта кӗпӗрне лаптӑкӗ 34 071[2] км² танлашнӑ.
Историйӗ
II Кӗтерне 1780 ҫулхи авӑнӑн 15 (26)-мӗшӗнчи Указне тата Раҫҫей империйӗн Сеначӗн 1780 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнчи (1781 ҫулхи карлачӑн 7-мӗшӗ) Указне тӗпе хурса Чӗмпӗр наместничествине уҫнӑ.
1796 ҫулхи раштавӑн 12 (23)-мӗшӗнче I Павӑл императорӑн «Патшалӑха Кӗпӗрнесем ҫине пайласси пирки» Указӗ тухнӑ, унпа килӗшӳллӗн наместничество пулнӑ вырӑнта Чӗмпӗр кӗпӗрнине туса хунӑ[3], ун йышне вунӑ уес кӗнӗ. Наместничествӑн Тагай, Канадей тата Котяков уесӗсене пӑрахӑҫланӑ.
1796 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ҫӳлтен «Чӗмпӗр кӗпӗрнин вунӑ уесран тӑракан штатне» ҫирӗплетнӗ[4].
1798 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пенза кӗпӗрнине пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр кӗпӗрнине Инсар тата Саранск уесӗсене, пӑрахӑҫланӑ Шешкеев уесӗн территорине панӑ, Ардатов тата Сенгилей уесӗсене пӗтернӗ[4].
1801 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Пенза кӗпӗрнине ҫӗнӗрен йӗркеленӗ те ун йышне каллех Инсар тата Саранск уесӗсем кӗнӗ. Чӗмпӗр кӗпӗрнинче вара Ардатов тата Сенгилей уесӗсене каллех ҫӗнӗрен туса хунӑ[4].
1812 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи валли Чӗмпӗр ополченине туса хунӑ. Унӑн пуҫлӑхне Д. В. Тенишева суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑрҫа Ставропольти калмӑксен полкне, Платов корпусӗнче ҫапӑҫнӑскере, янӑ.
1836 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулине I Николай килсе кайнӑ.
1848 ҫулта Чӗмпӗрте Карамзин общество вулавӑшӗ уҫӑлнӑ.
1850 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Атӑл леш енчи икӗ уес — Ставрополь, Самар тата Сызрань уесӗн пӗр пайӗ — каллех ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Самар кӗпӗрнине куҫнӑ. Территори улшӑнӑвӗсем хыҫҫӑн Чӗмпӗр кӗпӗрнинче 8 уес юлнӑ: Улатӑр, Ардатов, Пӑва, Карсун, Кӑрмӑш, Сенгилей, Чӗмпӗр тата Сызрань.
Чӗмпӗрти 1864 ҫулти пушарсем кӗпӗрне центрӗн ҫурт-йӗр фондне тӗп тунӑ.
1870 ҫулта Чӗмпӗрте Ленин ҫуралнӑ.
1881 ҫулта Чӗмпӗрте Керенский ҫуралнӑ.
Чӗмпӗр кӗпӗрни 1891—1892 ҫулсенчи выҫлӑх вӑхӑтӗнче пысӑк асап тӳснӗ тесе йышӑннӑ 17 регион шутӗнче пулнӑ.
1914 ҫулта Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, унтан кӗпӗрнере пурӑнакансем таврӑнман[5].
Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнин пӗр пайне КОМУЧ ҫарӗсем ярса илнӗ.
1919 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче кӗпӗрне территоринче хресчен пӑлханӑвӗсем иртнӗ, ӑна «Чаппан вӑрҫи» ят панӑ.
1920 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Тутар АССРне тата Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленнӗ май, кӗпӗрне йышӗнчен Пӑва уесне кӑларнӑ, ТАССР Спасск уесӗнчен Чӗмпӗр кӗпӗрнин Мелекесс уесне хӑш-пӗр вулӑса панӑ: Жедяевка[6], Матвеевка, Юрткуль[7]. Чӗмпӗр уесӗнчен Пӑва кантонне хӑш-пӗр вулӑса панӑ[8].
1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ЧӑвАО йышне Кӑрмӑш уесӗн 6 вулӑсне панӑ.
1922 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Кӑрмӑш уесне Чулхула кӗпӗрнине панӑ.
1924 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче, ВЦИК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Чӗмпӗр кӗпӗрнине 5 уеса пайланӑ: Улатӑр, Ардатов, Карсун, Чӗмпӗр, Сызрань. Сенгилей уесне вара пӑрахӑҫланӑ, унӑн территорине Чӗмпӗр тата Сызрань уесӗсен хушшинче пайланӑ.
СССР ЦИКӗн 1924 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнчи декречӗпе килӗшӳллӗн Чӗмпӗр хулине Ульяновск тесе ят панӑ, вулӑсне — Ульяновск, уесне — Ульяновск, кӗпӗрнине — Ульяновск кӗпӗрни[9][10].
1925 ҫулта Улатӑр уесне Чӑваш АССРне панӑ та Ульяновск кӗпӗрнинче 4 уес юлнӑ: Ардатов, Карсун, Сызрань тата Ульяновск.
1926 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Самар кӗпӗрнин исполкомӗн йышӑнӑвӗпе Мелекесс уесне Чӗмпӗр кӗпӗрнине панӑ.
1928 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче, СССР экономика районированийӗ вӑхӑтӗнче кӗпӗрнене пӑрахӑҫланӑ, унӑн территорийӗ Вӑтам-Атӑл облаҫӗнчи Чӗмпӗр округӗн, Мордва округӗн тата Сызрань округӗн йышне кӗнӗ[11].
Геологийӗ
Кӗпӗрнери геологийӗ ҫинчен А. П. Павлов профессор хӑйӗн «Нижневолжская юра» ӗҫӗнче ҫакӑн пек каланӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)
Симбирская губерния покрыта, как известно, отложениями всех систем, начиная с каменноугольной, и особенного развития достигают здесь системы третичная, меловая, юрская и так называемый ярус пёстрых мергелей, то есть как раз те системы, разграничение и подразделение которых возбуждает теперь столько спорных вопросов.
Чӗмпӗр кӗперни, паллӑ ӗнтӗ, пӗтӗм системӑн юшкӑн хывӑмӗпе витӗннӗ, чул-кӑмрӑкран пуҫласа, кунта виҫҫӗмӗш, пурӑллӑ, юра тата мергельсен тӗрлӗ тӗслӗ ярусӗ уйрӑмах аталанса ҫитнӗ, тепӗр майлӑ каласан, шӑпах чикӗ туни тата уйӑрни пирки халӗ нумай тавлашуллӑ ыйту ҫуратакан системӑсем[12]
Кӗпернене геологи тӗлӗшӗнчен Паллас, Странгвейс, Широкшин тата Гурьев, Мурчинсон, Языков, Пандер, Г. Д. Романовский профессор, Вагнер, П. В. Еремеев, Траутшольд, Синцов, Лагузен тата ыттисем тӗпченӗ. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнчи юра породисем ҫиеле тухнине пӗр-пӗринчен чылай аякра вырнаҫнӑ икӗ вырӑнта — Чӗмпӗр тата Сызрань уесӗсенче — асӑрханӑ. Ҫурҫӗр Чӗмпӗрти сӑртсемпе кӑнтӑр Сызраньти ҫӗрсен хушшинче питӗ пысӑк лаптӑк пулнӑ, унӑн пӗр пайӗнче ҫӗнӗрех (пурӑллӑ тата виҫҫӗмӗш) юшкӑн хывӑмӗ, тепӗр пайӗнче палеозой акшар чулӗсем (Самар лукин чул-кӑмрӑкӗ тата Пермь акшар чулӗсем) вырнаҫнӑ.
Аялти Атӑл юшкӑн хывӑмӗсем ытларах Городище ялӗ патӗнче пулнӑ[13]. Поливно ялӗн тавралӑхӗ кӗпӗрнен ҫурҫӗр пайӗнче ту сарӑлӑвӗн чи кӑнтӑр чиккине палӑртнӑ. Кунта ерипен кӑнтӑралла ӳкекен юра пласчӗсем Атӑл шайне пытаннӑ, ҫыран хӗрринче ҫиеле тухса тӑнине аялти пурӑ системин юшкӑн хывӑмӗсем улӑштарнӑ — вӗсем Ундор таврашне тата малалла Бессонкова ялӗ еннелле Атӑлӑн ҫара ҫыранӗн ҫӳллӗ вырӑнӗсене кӑна тата ҫӳллӗ ҫыранӗн сӑрчӗсене йышӑннӑ. Чӗмпӗр таврашӗнче ҫак аялти пурӑ породисем ҫӳлти пурӑпа (кӑшт анӑҫалла тата виҫҫӗмӗш те) витӗннӗ; ҫак ҫӗнӗрех юшкӑн хывӑмӗсем кӑнтӑр еннелле Усолья ялӗ таврашне ҫитиех тӑсӑлнӑ, унта сасартӑк чул-кӑмрӑк юшкӑн хывӑмӗсемпе ылмашӑннӑ, вӗсем тӳпемсем евӗр чӑнкӑ ҫӗкленнӗ (300 м яхӑн), вырӑнӗ-вырӑнӗпе тата пачах вертикальлӗ стенасем евӗр пулнӑ, вӗсен айӗнче пурӑ тата виҫҫӗмӗш пластсем малалла сарӑлма чарӑннӑ. Ҫак акшар тӳпемсен сӑрчӗсене, чылай ҫӗрте ҫырмасемпе ҫийӗнсе касса шӑтарнӑскерсене тата кӑшт ҫавракарах вырӑнсене, Жигулипе Усольерен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле чылай аякка Троекуровка ялӗ патнелле курма пулнӑ, унтан — Сызрань юханшывӗ тӑрӑх тата леререхре, унта чул-кӑмрӑк акшарӗсене юлашки шӑтӑкӗсене кӑтартнӑ.
Атӑл юхӑмӗпе анаталла каллех Городище тӑмӗ пек кӑвак юра тӑмӗ тӗл пулать, кӑштах малалла, Кашпур ялӗ патӗнче, ауцеллӗ хӑйӑр чулӗсен, конгломератсен, сӑмала сланецсен тата, пӗтӗмӗшле илсен, Поливнӑпа Городище ялӗсен таврашӗнче аталаннӑ породӑсен хӑватлӑ аталанӑвӗ курӑнать. Кашпуртан кӑшт кӑнтӑрарах ҫак породӑсем, Поливно патӗнчи пекех, аялти пурӑ осадокӗсемпе ылмашӑнса Атӑл шайне пытаннӑ. Кӗпӗрнен XX ӗмӗр пуҫламӑшӗчченхи нумай тӗпчев чылай ыйтӑва уҫӑмлатман-ха. Павлов профессор Городище тӑмне тӗпченӗ тӑрӑх, унта вырӑс юрин виргаз сийӗсене кӑтартакан фауна йӗрӗ тӗл пулнӑ. Вӑл унта лат. Pinna, Trigonia, Aporrhais, Buccinum, Purritella таврашри представительсене тӗл пулнӑ; ауцеллӑсем тата тинӗс чӗрӗпӗсем сайрарах тӗл пулаҫҫӗ. Per Figatus Buch, Per Quenstedti Rllr, Per biplex Sow (Per Pallasianus) юлашкисем сайра мар пулнӑ, ҫав шутра — пояса сӑнама май пур чи аялти пайӗсенче те.
Геологи тӗлӗшӗнчен пӗтӗмӗшлӗ Чӗмпӗр кӗпӗрни ҫакӑн пек пулнӑ: кӗпӗрнен ҫурҫӗр пайӗнче, Хусан кӗпӗрнипе чикӗллӗннӗскерте, триас осадокӗсем пулнӑ; тухӑҫ пайӗнче, Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗпе чикӗленнӗскерте, чылай ҫӗрте виҫҫӗмӗш осадоксемпе ҫурнӑ тата касса шӑтарнӑ чул-кӑмрӑк тата пурӑ формацийӗсем выртнӑ; анӑҫ енче ытларах эоцен формацийӗн пурӑ тата пурӑҫий осадокӗсем сарӑлнӑ, кӑнтӑралла вӗсем пурӑ тӑприпе ылмашӑннӑ. Кӗпӗрнен тӗрлӗ вырӑнӗнче мамонт тата ытти чӗрчун шӑммисене тупнӑ.
Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ пурлӑхсем
Тӑмсӑр, пурӑсӑр тата акшарсӑр пуҫне кӗпӗрне территоринче пирит (Чӗмпӗр, Улатӑр тата Кӑрмӑш уесӗсем) вырӑнӗсем пурри паллӑ пулнӑ; Сызрань уесӗн территоринче — кӳкӗрт, селитра, чул тӑвар, ҫутҫанталӑк асфальчӗн, чул хӑйӑр тата ҫунакан сланецсен вырӑнӗсем. Тимӗр рудин вырӑнӗсем пурри паллӑ пулнӑ.
Атӑл, Сӑр, Сӗве тата Уса юханшывӗсен йӑлӑмӗсенче торфпа пуян вырӑнсем пулнӑ. Минераллӑ ҫӑлкуҫсем (ҫав шутра Ундора минерал ҫӑлкуҫӗ). Кӗпернен чылай пайӗнче сарӑлнӑ пурӑ формацийӗн пласчӗсенче фосфорйӳҫеклӗ акшар пулнӑ.
Климачӗ
Чӗмпӗр кӗпӗрнин климачӗ кӳршӗри кӗпӗрнесен климачӗпе пӗр пекрех пулнӑ. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти климат условийӗсем пӗр-пӗринчечн сахал уйрӑлса тӑнӑ. Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗшрен, вырӑн ытларах е сахалрах хӳтеленнинчен тата ӳсен-тӑран витӗнчӗкӗнчен пулакан уйрӑмлӑхсем пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ.
Сахал ҫӳллӗш, ҫурҫӗртен хӳтӗлев пулнӑран тата вӑрман ҫуккипе ҫуркуннепе ҫулла ӑшӑрах килнӗ, юр час ларман, Атӑлпа Сызрань шывӗ хӗрринче хӑвӑртрах ирӗлсе пӗтнӗ. Сызрань уесӗн кӑнтӑр пайӗнче, Самар лукин ҫӑра вӑрманлӑ, ҫӳлерех вырнаҫнӑ ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, ҫуллапа ҫуркунне сивӗрех пулнӑ, юр маларах ларнӑ тата самай каярах ирӗлсе пӗтнӗ.
Чӗмпӗрти вӑтам температура ҫапла пулнӑ: ҫулталӑкри — ±3,3 ° C, кӑрлачри — 13,4 °, акари — 3,5 °, утӑри — +20,3 °, авӑнри — 10,9 °. Ҫумӑр-юр шучӗ ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: Языково (кӗпӗрнен анӑҫ пайӗ) — 483 мм, Чӗмпӗр — 443 мм, Чертково (Сенгилей уесӗ) — 406 мм, Сызрань — 374 мм. Ытларах ҫулла, ҫӗртме тата утӑ уйӑхӗсенче, ҫунӑ. Юр 4—5 уйӑх выртнӑ. Хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил ытларах пулнӑ, вӑлах ытларах ҫумӑрпа юр илсе килнӗ, халӑхра ӑна «ҫӗрӗк кӗтес» тесе ят панӑ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсем
Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи вӑрмансенче лӑсӑллӑ йывӑҫсенчен чӑрӑшсем Улатӑрпа Кӑрмӑш уесӗсенче кӑна Сӑр тата унӑн юпписен хӗррипе тӗл пулнӑ, хыр — пӗтӗм кӗпӗрнере хӑйӑр ҫинче, ытларах вӑл Сӑр дачинче тата Карсун уесӗн кӑнтӑр пайӗнче ӳснӗ. Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫулҫӑллӑ вӑрмансем, лӑсӑллӑ йывӑҫлисемпе танлаштарсан, чылай нумайрах пулнӑ. Чи нумаййи юман пулнӑ, унтан — хурӑн, ӑвӑс, ҫӑка, вӗрене. Пӗтӗмӗшле илсен, ытларах ҫулҫӑллӑ хутӑш вӑрмансем пулнӑ.
Чӗмпӗр кӗпӗрни вӑрманпа пуян шутланма пултарнӑ. 1860-мӗш ҫулсенче вӑрмансен пӗтӗмӗшле йышӗ пӗтӗм кӗпӗрне лаптӑкӗн 1/3 ытларах пайне йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑрмансем самаях пӗр тикӗс вырнаҫнӑ, кӗпӗрнин хӑш-пӗр пайӗ кӑна ҫара пулнӑ темелле, ун пеккисен йышӗнче — Сызрань уесӗн пӗтӗм кӑнтӑр пайӗ, Чӗмпӗр уесӗн ҫурҫӗр пайӗ, Пӑва уесӗн кӑнтӑр-тухӑҫ пайӗ Улатӑрпа Кӑрмӑш уесӗсен Улатӑр шывӗн сулахай енче вырнаҫнӑ пайӗсем. Пӑва уесӗн хӗвеланӑҫ пайӗ, Улатӑр уесӗн (Сӑр дачи) хӗвелтухӑҫ пайӗ тата Самар лукин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енӗ уйрӑмах вӑрманлӑ пулнӑ. Кӗпӗрнен кӑнтӑр пайӗнче тата тусем тӑрӑх вӑрман ытларах вӗтӗ, вутӑлӑх пулнӑ, ҫурҫӗр уесӗсенче вара вӑл, тӗпрен илсен, ҫӳллӗ ӳснӗ, ҫурт тумалӑх пулнӑ, Кӑрмӑш, Улатӑр тата Пӑва уесӗсенче карапсем тумалли вӑрман та тӗл пулнӑ. Кайранхи 40 ҫул хушшинче вӑрмансене самаях каснӑ; тӗрӗс вӑрман хуҫалӑхӗ хысна удел тата хӑш-пӗр пайӑр ҫынсен вӑрманӗсенче кӑна пулнӑ.
1890 ҫултан пуҫласа вунӑ ҫул хушши Р. В. Ризположенский ӑсчах-почвовед Чӗмпӗр кӗпӗрнин тӑпра тӗпчевӗсене туса ирттернӗ. Ҫак ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗ 1901 ҫулта Хусанта кун ҫути курнӑ «Описание Симбирской губернии в почвенном отношении» очерк пулнӑ.
Чӗмпӗр кӗпӗрнинче удел ҫӗрӗ нумай пулнӑ, ҫакӑ I Николай император патша пулнӑ чухне Чӗмпӗр кӗпӗрнин пӗтӗм хысна ҫӗрӗсене, Сӑр вӑрман дачисӗр пуҫне, удел ведомствине кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Земство 1896 ҫулта 1 473 617,5 га вӑрмана ҫавӑрса илнӗ. Ҫак шутран уйрӑм ҫӗр хуҫисен 506 714,6 га, уделӑн — 787 887 га, хыснан — 139 243,5 га, хресченсен общинисен — 34 653 га, хуласен — 5115,1 га тата земствӑн 4,4 га пулнӑ.
Вӑрмансенче марена нумай ӳснӗ, унпа хресчен хӗрарӑмӗсем сӑрламалли япала вырӑнне усӑ курнӑ. Тӗрлӗ ҫырласӑр пуҫне вӑрмансенче час-часах вӑрман чие ҫырлипе улмуҫҫи тӗл пулнӑ, ҫеҫенхирсенче вара — тискер миндаль, е бобовник текенни.
Кӗпӗрнере тискер чӗрчунсенчен кашкӑрсем, тилӗсем, шурӑ тата хура мулкачсем, ҫӗр мулкачисем, пӑсарасем, песецсем, йӑпарсем, упасем тата ыттисем пулнӑ. Ытларах сӑсарсемпе юссем пулнӑ. Сунарпа ытларах чӑвашсем аппаланнӑ. Кайӑксенчен, промысла сунарӗ шутне кӗрекен пӑчӑрсемсӗр, хир чӑххисемсӗр пуҫне, тӗрлӗ ӑратлӑ кӑвакал, куликсем тата ытти кайӑк нумай пулнӑ; ҫулла ҫеҫенхир кайӑкӗсем — дрофсемпе стрепетсем — вӗҫсе килнӗ.
Пулӑ самаях пулнӑ, уйрӑмах Атӑлпа Сӑрта. Атӑлта белугӑсем, севрюгсем, осетрсем, стерлядьсем, шӑла пулӑсем, ҫуйӑнсем тата вӗтӗ йышши тӗрлӗ пулӑ ӗрченӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне выселка текен пулӑ питӗ нумай тытнӑ; ӑна ытларах чӑвашсем туяннӑ. Сӑрта белугӑсӑр, осетрсӑр, севрюгӑсӑр тата выселкӑсӑр пуҫне Атӑлта ӗрчекен пулӑсен тӗсӗсемех пулнӑ. Сӑрти стерляде тӗп хуласене ӑсатнӑ, унта ӑна Атӑлта тытнинчен те ытларах хакланӑ. Хӑш-пӗр сӑртлӑ-туллӑ юханшывсенче хутран-ситрен форель тытнӑ.
Халӑхӗ
Халӑх йышӗ
1897 ҫулхи Раҫҫей империйӗн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӗмпӗр кӗпӗрнин территоринче 1 527 848[1] ҫын (728 909 арҫын тата 798 939 хӗрарӑм) пурӑннӑ. Вӗсенчен 108 049-шӗ хула халӑхӗ пулнӑ.
1905 ҫулта кӗпӗрнере 108 049 ҫын шутланнӑ. 1920 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ тӗлне, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, кӗпӗрнери халӑх йышӗ (Пӑва уесӗсӗр) 1 622 702 ҫынпа танлашнӑ, вӗсенчен 168 851-шӗ хулара пурӑннӑ.
1926 ҫулхи Пӗтӗм Союзри халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кӗпӗрнери халӑх йышӗ 1 384 220 ҫынпа[2] танлашнӑ, вӗсенчен 167 275-шӗ хула ҫынни пулнӑ.
Социаллӑ тата наци йышӗ
Кӗпӗрнен 1898 ҫулти тишкерӗвӗ тӑрӑх ҫапла пулнӑ: дворян йӑхӗнчисем — 3439, харпӑр ҫынсем — 2971, шурӑ духовенство — 7551, манаха тухнисем — 718 (104 арҫын тата 614 хӗрарӑм), хисеплӗ граждансем — 2789, купсасем — 1969, мещенсем — 64 339, хресченсем — 1 190, регулярлӑ ҫарсем — 2507, отставкӑри тата тата сроксӑр чинсем, вӗсен арӑмӗсем тата хӗрӗсем — 207 836, колонистсем — 563, ют ҫӗршыв ҫыннисем — 106 476, ют ҫӗршыв подданнӑйӗсем — 208, ытти сословири ҫынсем — 1681.
Халӑхӑн наци йышӗ тӗрлӗрен пулнӑ: вырӑссемсӗр пуҫне (вӗсен хушшинче кӑштах малороссем пулнӑ, Сызрань уесӗ), кӗпӗрнере мордвасем (ирҫесемпе мӑкшӑсем), тутарсем, мещеряксем, чӑвашсем пурӑннӑ.
Вырӑссем кӗпӗрнене киличчен кунта чӑвашсем, мордвасемпе тутарсем пурӑннӑ ӗнтӗ.
1897 ҫулхи наци йышӗ[14]:
| Уес | вырӑссем | мордвасем | чӑвашсем | тутарсем |
|---|---|---|---|---|
| Кӗперне пӗтӗмӗшле | 68,0 % | 12,4 % | 10,5 % | 8,8 % |
| Улатӑр | 73,0 % | 26,7 % | … | … |
| Ардатов | 59,6 % | 39,4 % | … | … |
| Пӑва | 17,3 % | 3,8 % | 44,3 % | 34,6 % |
| Карсун | 85,3 % | 8,3 % | 2,3 % | 3,9 % |
| Кӑрмӑш | 52,5 % | 6,4 % | 25,9 % | 15,0 % |
| Сенгилей | 78,9 % | 10,7 % | 4,6 % | 4,5 % |
| Чӗмпӗр | 77,1 % | 4,9 % | 7,4 % | 9,8 % |
| Сызрань | 88,7 % | 4,1 % | 3,4 % | 3,1 % |
Тӗнӗ
1898 ҫулта православи тӗнне ӗненекенсем — 1 407 317, мӑсӑльмансем — 144 440, раскольниксем тата сектантсем — 31 384, православирен тухса тӗне кӗнӗ тутарсем — 4031, рим-католиксем — 1831, протестантсем — 1283, еврейсем — 472, язычниксем — 441, эрмен-григориансем 4 ҫын пулнӑ. Раскольниксем ытларах Сызрань (12 пин) тата Улатӑр (9 пин) уесӗсенче пулнӑ. Карсун, Чӗмпӗр тата Сенгилей уесӗсенче кашнинче раскольниксен шучӗ 3 пинрен пуҫласа 4 пине ҫити ҫын пулнӑ.
Мӑнастирсем — 8, чиркӳсем — православи чул — 263 тата йывӑҫ — 458, пӗрле ӗненекенсен — 5, рим-католиксен — 2, протестантсен — 2 пулнӑ. Унсӑр пуҫне 159 мечет тата пӗр синагога пулнӑ.
Дворян несӗлӗсем
|
|
|
|
Административлӑ пайланӑвӗ
1796 ҫулта Чӗмпӗр наместничествинчен кӗпӗрне туса хунӑ май Котяково, Канадей тата Тагай уесӗсене пӗтернӗ те кӗпӗрнене вунӑ уеса пайланӑ: Улатӑр, Ардатов, Пӑва, Карсун, Кӑрмӑш, Самар, Сенгилей, Ставрополь, Сызрань тата Чӗмпӗр.
1797 ҫулта пӑрахӑҫланӑ Пенза кӗпӗрнинчи Инсар, Саранск тата Шешкеев уесӗсене панӑ (1801 ҫулта тавӑрнӑ).
1798 ҫулта виҫӗ уеса пӑрахӑҫланӑ: Ардатов, Сенгилеей тата Шешкеев (малтанхи иккӗшне 1802 ҫулта ҫӗнӗрен йӗркеленӗ).
1850 ҫулта Самар кӗпӗрни шутне Атӑл леш енчи икӗ уес кӗнӗ: Ставрополь, Самар тата Сызрань уесӗн пайӗ.
1851—1920 ҫулсенче кӗпӗрне шутне сакӑр уес кӗнӗ:
| № | Уес | Уес хули | Уес хулин гербӗ | Лаптӑк,
ҫухрӑм² |
Халӑхӗ[1]
(1897), ҫын |
|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Улатӑр | Улатӑр (12 209 ҫын) | 4832,1 | 158 188 | |
| 2 | Ардатов | Ардатов (4855 ҫын) | 3972,7 | 189 226 | |
| 3 | Пӑва | Пӑва (4213 ҫын) | 4758,4 | 182 056 | |
| 4 | Карсун | Карсун (3805 ҫын) | 6678,4 | 217 087 | |
| 5 | Кӑрмӑш | Кӑрмӑш (3166 ҫын) | 3786,6 | 161 647 | |
| 6 | Сенгилей | Сенгилей (5734 ҫын) | 5408,3 | 151 726 | |
| 7 | Чӗмпӗр | Чӗмпӗр (41 684 ҫын) | 6038,9 | 225 873 | |
| 8 | Сызрань | Сызрань (32 383 ҫын) | 8015,6 | 242 045 |
Штатри мар хуласем
| № | Хула | Халӑхӗ (1897) | Ӑҫта кӗрет | Гербӗ |
|---|---|---|---|---|
| 1 | Канадей | 4097 ҫын | Сызрань уесӗ | |
| 2 | Котяков | 1137 ҫын | Карсун уесӗ | |
| 3 | Тагай | 962 ҫын | Чӗмпӗр уесӗ |
Благочини округӗсем 39 пулнӑ; халӑхлӑ вырӑнсем — 1641, ҫав шутра 8 хула, 550 сала, 119 селец, 967 ял тата 12 выҫҫӑлккӑ.
1917 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Октябрь революцийӗ пулса иртнӗ, влаҫа Советсем килнӗ. Анчах Чӗмпӗрте Совет влаҫӗ 1917 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче кӑна, кӗпӗрнери ытти уес центрӗсенчен каярах, йӗркеленнӗ.
1920 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче ВЦИК тата СНК йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Пӑва уесне йӗркеленнӗ Автономи Тутар республики йышне панӑ.
1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Кӑрмӑш уесӗн темиҫе вулӑсӗ Чӑваш автономи облаҫӗн шутне кӗнӗ.
1922 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Кӑрмӑш уесне, Мурзин вулӑсӗ тата Анастасово вулӑсӗн пайӗсӗр пуҫне (вӗсем Улатӑр уесне кӗнӗ), Чулхула кӗпӗрнине панӑ.
1924 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче ВЦИК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе Чӗмпӗр кӗпӗрнине 5 уеса пайланӑ. Сенгилей уесне пӑрахӑҫланӑ, унӑн территорине кӗпӗрнери кӳршӗллӗ уесӗссене валеҫнӗ.
1924 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче СССР ЦИКӗн Декречӗпе килӗшӳллӗн Чӗмпӗр хулине Ульяновск ят панӑ, Чӗмпӗр кӗпӗрнине — Ульяновск кӗпӗрни[10].
1925 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Улатӑр уесӗн ҫурҫӗр пайне Чӑваш АССРне панӑ, уесӗн ытти пайне Ульяновск тата Ардатов уесӗсем пайланӑ.
1928 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче ВЦИК тата РСФСР СНК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӗмпӗр кӗпӗрнипе тата унӑн мӗнпур уесне пӗтернӗ, вӗсен территорийӗ Вӑтам Атӑл облаҫӗн Чӗмпӗр округӗн йышне кӗнӗ.
Наместничество / кӗпӗрне ертӳлӗхӗ
Наместничество генерал-губернаторӗсем
| Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ | Титул, чин, звани | Должноҫе йышӑннӑ вӑхӑт |
|---|---|---|
| Мещерский Платон Степанович | кнеҫ, генерал-поручик, Чӗмпӗр тата Хусан наместникӗ | |
| Якоби Иван Варфоломеевич | генерал-поручик, Чӗмпӗр тата Ӗпхӳ[16] наместникӗ | |
| Апухтин Аким Иванович | Чӗмпӗр тата Ӗпхӳ генерал-кӗпӗрнаттӑрӗ | |
| Игельстром Осип Андреевич | барон, Чӗмпӗр тата Ӗпхӳ генерал-кӗпӗрнаттӑрӗ | |
| фон Пеутлинг Александр Александрович | генерал-поручик. 1789 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнченпе шведсемпе ҫапӑҫма вӑрҫа янӑ генерал-кӗпӗрнаттӑр О. А. Ингельстром барон вырӑнне кӗпӗрнене ертсе пырса икӗ должноҫе пурнӑҫласа пынӑ. | 1792—1794 |
| Дерфельден Вилим Христофорович | вырӑс император ҫарӗн генерал-аншефӗ, Суворов соратникӗ. 1793—1794 ҫулсенче — Ӗпхӳ тата Чӗмпӗр наместничествисен генерал-кӗпӗрнаттӑрӗ. Иоганн Дерфельден генералӑн пиччӗшӗ, П. А. Пален графӑн куккӑшӗ. | |
| Вязмитинов Сергей Кузьмич | Чӗмпӗр тата Ӗпхӳ генерал-кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, 1795—1796 ҫ.ҫ. ҫав вӑхӑтрах Ӗренпур корпусӗн командующийӗ |
Наместничество пуҫлӑхӗсем
| Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ | Титул, чин, звани | Должноҫе йышӑннӑ вӑхӑт |
|---|---|---|
| Баратаев Пётр Михайлович | кнеҫ, генерал-поручик | |
| Карпов Александр Дмитриевич[17] | генерал-майор / генерал-лейтенант |
Кӗпӗрне кӗпӗрнаттӑрӗсем
| Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ | Титул, чин, звани | Должноҫе йышӑннӑ вӑхӑт |
|---|---|---|
| Карпов Александр Дмитриевич[17] | генерал-лейтенант / вӑрттӑн советник | |
| Толстой Александр Васильевич | штат тӗп советникӗ / вӑрттӑн советник | |
| Кромин Матвей Ильич[18] | штат тӗп советникӗ | |
| Сушков Василий Михайлович | штат тӗп советникӗ | |
| Хованский Сергей Николаевич | кнеҫ, штат советникӗ / штат тӗп советникӗ | |
| Долгоруков Алексей Алексеевич[20] | кнеҫ, штат тӗп советникӗ | |
| Дубенский Николай Порфирьевич | штат тӗп советникӗ | |
| Магницкий Михаил Леонтьевич | штат тӗп советникӗ | |
| Умянцов Андрей Петрович[21] | барон, штат тӗп советникӗ | |
| Лукьянович Андрей Фёдорович | штат советникӗ | |
| Бахметев Алексей Николаевич | генерал-кӗпӗрнаттӑр | 1825 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 1828 ҫулхи раштавччен, кӗпӗрнаттӑрсӑр пуҫне кӗпӗрнене генерал-кӗпӗрнаттӑр та ертсе пынӑ |
| Жмакин Александр Яковлевич[22] | штат советникӗ | |
| Загряжский Александр Михайлович[23] | штат советникӗ | |
| Жиркевич Иван Степанович | штат тӗп советникӗ | |
| Хомутов Иван Петрович[24][25] | штат тӗп советникӗ | |
| Комаров Николай Иванович | штат тӗп советникӗ | |
| Гевлич Авксентий Павлович | штат тӗп советникӗ | |
| Булдаков Николай Михайлович | штат тӗп советникӗ | |
| Черкасский Пётр Дмитриевич[26] | кнеҫ, штат тӗп советникӗ | |
| Бибиков Николай Петрович | штат тӗп советникӗ | |
| Извеков Егор Николаевич | штат тӗп советникӗ | |
| Анисимов Михаил Иванович | штат тӗп советникӗ, (1862 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ) | |
| Велио Иван Осипович | барон, камергер званийӗнче, штат тӗп советникӗ | |
| Орлов-Давыдов Владимир Владимирович | граф, Его Величество Свити, генерал-майор | |
| фон Гойнинген Гюне Александр Фёдорович | барон, вӑрттӑн советник | |
| Еремеев Дмитрий Павлович[28] | камер-юнкер званийӗнче, штат советникӗ (штат тӗп советникӗ) | |
| Долгово-Сабуров Николай Павлович | штат тӗп советникӗ | |
| Теренин Михаил Николаевич | камергер, штат тӗп советникӗ (вӑрттӑн советник) | |
| Акинфов Владимир Николаевич | штат тӗп советникӗ (вӑрттӑн советникӗ) | |
| Ржевский Сергей Дмитриевич | камергер званийӗнче, штат тӗп советникӗ | |
| Яшвиль Лев Владимирович | кнеҫ, штат советникӗ | |
| Старынкевич Константин Сократович | генерал-майор | |
| Дубасов Дмитрий Николаевич[30] | штат тӗп советникӗ | |
| Ключарёв Александр Степанович | вӑрттӑн советник | |
| Черкасский Михаил Алексеевич | кнеҫ, штат советникӗ | |
| Головинский Фёдор Александрович[32] | кӗпӗрне комиссарӗ |
Кӗпӗрнери дворянсен ертӳҫисем
| Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ | Титул, чин, звани | Должноҫе йышӑннӑ вӑхӑт |
|---|---|---|
| Нагаткин Иван Иванович[34] | 1-мӗш ранги капитан | |
| Мещеринов Афанасий Степанович | коллеги асессорӗ | |
| Порошин Иван Андреевич | штат советникӗ | |
| Самарин Василий Николаевич | секунд-майор | |
| Ермолов Нил Фёдорович | гвардии прапорщик | |
| Бестужев Василий Борисович | полковник | |
| Бахметев Иван Александрович | картиш советникӗ | |
| Ермолов Александр Фёдорович[35] | штат тӗп советникӗ | |
| Баратаев Михаил Петрович | кнеҫ, штабс-ротмистр | |
| Бестужев Григорий Васильевич | генерал-майор | |
| Юрлов Пётр Иванович[36][37][38] | штабс-капитан | |
| Наумов Михаил Михайлович | подполковник | |
| Аксаков Николай Тимофеевич | картиш советникӗ (штат советникӗ) | |
| Ермолов Александр Иванович | штат тӗп советникӗ | |
| Теренин Михаил Николаевич | камергер званийӗнче, коллеги асессорӗ (штат тӗп советникӗ) | |
| Оболенский Иван Михайлович | кнеҫ, камергер званийӗнче, отставкӑри лейтенант (шталмейстер должноҫӗнче) | |
| Поливанов Владимир Николаевич | камергер званийӗнче, штат тӗп советникӗ | |
| Протопопов Александр Дмитриевич[39] | штат тӗп советникӗ | |
| Беляков Михаил Фёдорович[40][41] |
Вице-кӗпӗрнаттӑрсем
| Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ | Титул, чин, звани | Должноҫе йышӑннӑ вӑхӑт |
|---|---|---|
| Чириков Николай Егорович | штат советникӗ | |
| Астафьев Николай Алексеевич | коллеги советникӗ (штат советникӗ) | |
| Дубенский Николай Порфирьевич | штат советникӗ | |
| Ренкевич Ефим Ефимович | полковник | |
| Шигорин Иван Фёдорович | коллеги советникӗ | |
| Толстой Сергей Васильевич | граф, коллеги советникӗ | |
| Грибовский Михаил Кириллович | коллеги советникӗ | |
| Смирной Николай Фёдорович[42] | коллеги советникӗ | |
| Огнёв Иван Дмитриевич | штат советникӗ | |
| Воскресенский Пётр Герасимович | штат советник | |
| Средний-Камышев | картиш советникӗ | |
| Прибытков Михаил Александрович | коллеги советникӗ | |
| Васильев, Пётр Михайлович | коллеги советникӗ | |
| Бороздин Александр Дмитриевич | штат советникӗ | |
| Будянский Иван Иванович | штат советникӗ | |
| Муравьёв Николай Михайлович | коллеги советникӗ | |
| Окунев Илларион Александрович | штат советникӗ | |
| Юркевич Николай Ильич | картиш советникӗ, (1855 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ) | |
| Иванов Павел Егорович | коллеги советникӗ | |
| Попов Николай Алексеевич | штат советникӗ (тӗп штат советникӗ) | |
| Котляревский Андрей Иванович | штат советникӗ | |
| Косаговский Павел Павлович | картиш советникӗ, (коллеги
советникне лартса 1865 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче ҫирӗплтнӗ), (штат советникӗ) |
|
| Чарыков Валерий Иванович | камергер званийӗнче, тӗп штат советникӗ | |
| Поливанов Дмитрий Семёнович | штат тӗп советникӗ | |
| Альбединский Ипполит Петрович | камер-юнкер званийӗнче, картиш советникӗ, (1876 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ) | |
| Тройницкий Владимир Александрович | камер-юнкер званийӗнче, картиш советникӗ (штат советникӗ) | |
| Скалон Евстафий Николаевич | штат тӗп советникӗ | |
| Бер Виктор Николаевич | штат советникӗ | |
| Шлиппе Владимир Карлович | камергер званийӗнче, штат тӗп советникӗ | |
| Ржевский Сергей Дмитриевич | камергер званийӗнче, штат советникӗ | |
| Наумов Александр Петрович | штат советникӗ | |
| Арцыбашев Александр Михайлович | штат тӗп советникӗ | |
| Шиловский Пётр Петрович | коллеги советникӗ | |
| Ширинский-Шихматов Андрей Александрович | кнеҫ, картиш советникӗ (коллеги советникӗ) | |
| Арапов Александр Викторович | штат советникӗ (штат тӗп советникӗ) | |
| Шишков Николай Леонович | штат тӗп советникӗ |
Революцисен хушшинче (6. 03. 1917—10. 12. 1917) кӗпӗрнене кӗпӗрне комиссарӗ Головинский Фёдор Александрович ертсе пынӑ[43].
Совет влаҫӗ
Совет влаҫӗ йӗркеленсен кӗпӗрнене партин пӗрремӗш Секретарӗсем тата ӗҫтӑвком Председателӗсем ертсе пыма тытӑннӑ.
| Кӗпернен РКП(б), ВКП(б) комитечӗсен пӗрремӗш Секретарӗсем | Ҫулсем | Кӗпернен ӗҫтӑвком председателӗсем | Ҫулсем |
|---|---|---|---|
| Крымов Михаил Дмитриевич | 1917—1918 | Ксандров Владимир Николаевич | 1917—1918 |
| Варейкис Иосиф Михайлович | 1918—1920 | Гимов Михаил Андреевич | 1918—1921 |
| Каучуковский Григорий Данилович | 1920—1921 | Самохвалов Александр Степанович | 1921 |
| Стэн Ян Эрнестович | 1921 | Рейн Рихард Петрович | 1921—1923 |
| Беляев Пётр Васильевич[44] | 1921 | Теплов Николай Павлович | 1923—1924 |
| Мещеряков Владимир Николаевич | 1921—1922 | Хахарев Константин Григорьевич[45] | 1924—1925 |
| Попов Аркадий Васильевич | 1922—1925 | Рыбочкин Иван Фёдорович[46] | 1925—1928 |
| Верстонов Фёдор Иванович[47] | 1925—1928 |
Экономика
Ял хуҫалӑхӗ
Кӗпӗрнере пурӑнакансен тӗп ӗҫӗ ҫӗр ӗҫӗ пулнӑ. 1896 ҫулта земство 3 036 211,5 га тӗрлӗ ана-ҫарана, 1 473 617,5 га вӑрмана тытса тӑнӑ. 3 036 211,5 гектартан ҫаксен пулнӑ: хресченсен общинисен тата пӗр картишлӗ ҫынсен — 1 819 312,9, уйрӑм хуҫасен — 943 054,7, уделӑн — 243 891,9, хыснан — 9628,2, хуласен — 20 097,6 , хресчен ҫӗр банкӑн — 207,6, земствӑн тата ыттисен — 18,6 га. 1886 ҫултан пуҫласа 1899 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен дворянсен банкӗ 32 270 201 тенкӗлӗх хакланӑ 550 155,7 гектара саклата йышӑннӑ; 18 107 200 тенкӗ ссуда панӑ. Хресчен банкӗ 1670 пин тенкӗпе 28 745,9 га ҫӗр туянма 1 477 383 тенкӗ ссуда панӑ. Чӗмпӗрти казначейство палатин 1898 ҫулти сведенийӗсем тӑрӑх, хресченсен уйӑрса панӑ 1 751 935,2 га ҫӗр пулнӑ; тӳлесе илнӗ ҫӗре шута илсен хресченсен аллинче 1 793 929,8 га пулнӑ. Ҫак ҫӗр шутӗнчен унччен ҫӗр улпучӗ пулнӑ хресченсен 503 809,7 га (28,8 %), унчченхи удел хресченӗсен — 1 070 837,9 га. Вӑтамран 1 арҫын пуҫне 2,58 га тивнӗ.
Хресченсен ҫӗрӗн ытларах пайӗ суха ани пулнӑ — 1 336 811,4 га (76,3 %) . Ҫак йышран (виҫӗ уйлӑ хуҫалӑх чухне) кашни уйран 20 211,3 гектаршар (4,5 %) обществӑлла суха валли уйӑрнӑ, вӗсенчен пуҫтарса апат-ҫимӗҫ парӑмӗсене татнӑ. Хресченсен ҫарансем 91 506,7 га (5 %) пулнӑ. Улӑх-ҫаран выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма ҫитмен, ҫавӑнпа хресченсен 32 775 га ытларах улӑх-ҫаран тара тытма тивнӗ. Юрӑхсӑр ҫӗр 155 212,6 га (8,8 %) пулнӑ. Карсун уесӗнче юрӑхсӑр ҫӗрсен шучӗ 17,2 % ҫитнӗ, Сенгилей уесӗнче — 11,2 %. Улпут хресченӗсем пулнисем 102 414,2 га тара илнӗ, удел хресченӗсем — 82 348,3, патшалӑх хресченӗсем — 6078,7 га.
Пӗрчӗллӗ тырӑсене тата ял хуҫалӑх ӳсен-тӑранне илес тӗк, кӗрхи хирте пур ҫӗрте те ыраш акнӑ, ҫуркуннехи уйра — кӗпӗрнен ҫурҫӗр пайӗнче ытларах сӗлӗпе хура тул, кӑнтӑрта, унсӑр пуҫне вир нумай акнӑ, Сызрань уесӗн тухӑҫ пайӗнче вара — тулӑ; кунсӑр пуҫне пӑрҫа, ясмӑк, ҫӗр улми, йӗтӗн, кантӑр, хӗвел ҫаврӑнӑш тата ыттисем. Пахча тата бахча ӳсен-тӑранӗсенчен арпус, хӑяр, купӑста, хӑмла, дыня тата ыттине лартнӑ. Табака Ардатовпа Улатӑр хулисенче тата вӗсен уесӗсенче, ҫавӑн пекех Кӑрмӑш, Сызрань уесӗсенче тата ыттисенче кӑштахшар ӗрчетнӗ. Табакпа хӑмлана пысӑк пахалӑхлах туса илмен. Ҫӗр улми нумай лартни крахмал тата ҫӗр улмипе патока завочӗсем (кӗпӗрнере 60 таран, ытларах — Чӗмпӗр уесӗнче) пулнипе ҫыхӑннӑ. Йӗтӗн ӳстерес ӗҫ ытларах Ардатов тата Улатӑр уесӗсенче, Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, аталаннӑ.
Ҫимӗҫ йывӑҫҫисенчен улмуҫҫи, груша, дули, слива тата бергамот ӗрчетнӗ. Сад ӗрчетессипе ытларах Атӑл хӗррипе ӗҫленӗ, анчах улма-ҫырла пахчисем ытти тӑрӑхра та тӗл пулнӑ. Садсене, тӗпрен илсен, юханшывсен сӑртлӑ ҫыранӗсем тӑрӑх лартса ӳстернӗ. Сад тата пахча ӗрчетесси, тӗпрен илсен, промысла мар характерлӑ пулнӑ. Ҫак шута Чӗмпӗр хули ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем кӗмен, вӗсем ҫӗр улмине, купӑстана тата ыттине сутма лартса ӳстернӗ. Чӗмпӗрте тата Ардатовпа Чӗмпӗр уесӗсенчи хӑш-пӗр ялсенче вӑрлӑх сутма пахча ҫимӗҫ лартнӑ. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ садсем те промышленноҫ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Бахчеводство Сызрань тата Сенгилей уесӗсенче промышленноҫ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Хурт-хӑмӑр ӗрчетесси ытларах вӑрманлӑ уессенче сарӑлнӑ; уйрӑмах унпа мордвасемпе чӑвашсем ӗҫленӗ.
Кӗпӗрнен ҫӗр ӗҫ культури, пӗтӗмӗшле илсен, аталану енчен пысӑках мар шайра пулнӑ; хӑш-пӗр хуҫалӑхра кӑна монополи системине ӗҫе кӗртнӗ. Земство управи вӑхӑтӗнче ҫӗр ӗҫ хатӗрӗсемпе вӑрлӑх склачӗсем туса хунӑ земство пулӑшнипе вӑрлӑхсене ҫулсеренех темиҫе теҫетке пинлӗх хресченсене панӑ. Чӗмпӗрти ял хуҫалӑх обществи кӗпӗрне земствин тата Ҫӗр ӗҫ министерствин укҫипе хӑйӗн ферми ҫумӗнче 1-мӗш разрядлӑ ял хуҫалӑх шкулне йӗркеленӗ.
1898 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, хресчен ҫӗрӗсем ҫинче кӗрхи тырӑсем валли — 555 975,4 га, сӗлӗ валли — 265 273,2, ҫурхи тулӑ валли — 78 891,6 га, ытти ҫурхи тырӑ валли 254 694,5 га пулнӑ. Уйрӑм ҫынсен кӗрхи ака валли — 133 483,8 га, ҫурхи сӗлӗ валли — 96 606,5 га, тулӑ валли— 10 661,7 га тата ытти ҫурхи тырӑсем валли 39 277,6 га пулнӑ. Пур ҫӗр ҫине те акнӑ: ыраш — 683 955 четвӗрт, ҫурхи тулӑ — 95 474, сӗлӗ — 576 819, урпа — 5718, хура тул — 36 182, пӑрҫа — 28 657, вир — 22 237, пӑри — 57 704, йӗтӗн — 6263, ытти ҫурхи тырӑсем —34 567 тата ҫӗр улми — 288 110. Ыраш — 1 778 700, ҫурхи тулӑ — 145 987, сӗлӗ — 517 560, урпа — 8518, хуратул — 9009, пӑрҫа — 25 757, вир — 137 809, пӑри — 5442, йӗтӗн — 5442, ытти ҫурхи тырӑсем — 44 153 тата ҫӗр улми 514 123 четвӗрт туса илнӗ. Пилӗк ҫуллӑхри тырӑсен вӑтам тухӑҫӗ (1893 ҫултан пуҫласа 1897 ҫулччен) ҫапла танлашнӑ: ыраш — 1 га ҫинчен 586,3 кг , ҫурхи тырӑ — 460,3, утӑн вӑтам тухӑҫӗ — 1 га ҫинчен 295,4 кг; ҫав вӑхӑтра уйӑрса панӑ ҫӗрсенчен туса илнӗ тыр-пул хресченсене тӑранса пурӑнма 34 141,9 т ҫитмен, утӑ — 27 421,1 кг. Ку ҫитменлӗхе тара илнӗ сухаламалли ҫӗрсемпе тата ҫарансемпе саплаштарнӑ, кӑштах — айккинче ӗҫлесе илнипе. Промысла ӗҫӗпе ӗҫленӗ хресченсем 125 897 ҫын (хресчен халахӗн 8,7 %). Вӗсен ӗҫ укҫи 5 995 511 тенкӗпе танлашнӑ.
Чӗмпӗр кӗпӗрнинче выльӑх-чӗрлӗх 1 531 704 пуҫ (1897) шутланнӑ, ҫав шутра лашасем — 288 890, мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 325 995 тата мӑйракаллӑ вӗтӗ выльӑх 916 819 пуҫ. Земство Чӗмпӗрти ял хуҫалӑх обществине хӑйӗн ферминче ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетмелли вырӑн тума субсиди панӑ. Кӗпернере лаша ӗрчетесси уйрӑмах аталаннӑ. 1898 ҫулта лаша завочӗсем пурӗ 52 пулнӑ, вӗсенче 176 ӑйӑр тата 1337 кӗсре пулнӑ. Чи нумай завод Карсун уесӗнче пулнӑ. Кӗпӗрне земстви 1898 ҫулта Чӗмпӗрте патшалӑх лаша заводӗнчи ӑйӑрсене усрама вите уҫнӑ. Лашасемпе суту-илӳ тӑвасси ытларах Чӗмпӗрти «Пӗрлештернӗ ярмӑрккӑ» текенскерте пулнӑ. 1897 ҫулта 544 210 тенкӗлӗх лаша илсе килнӗ, сутнӑ — 375 43 тенкӗлӗх. Сурӑхсене чылай улпут хуҫалӑхӗнче ӗрчетнӗ; вӗсем 700 пин ытла пуҫ (ҫав шутран 50 пин таран — ҫӳхе ҫӑмлӑ) шутланнӑ; вӗсен ҫӑмӗ пустав тата сурӑх фабрикисене кайнӑ. Ҫӳхе ҫӑмлӑ сурӑх ӗрчетесси ытларах Сызрань (24 пин пуҫ таран) тата Чӗмпӗр (12 пин пуҫ ытла) уесӗсенчне аталаннӑ.
Промышленноҫ тата суту-илӳ
Ал ӗҫ промышленноҫӗн тӗп отраслӗ йывӑҫпа ӗҫлемелли тӗрлӗ промысла пулнӑ. Вӑл пур уесра та, уйрӑмах Карсун, Улатӑр, Ардатов тата Сызрань уесӗсенче, сарӑлнӑ. Тӗп производство урапасем, лавсем, ҫунасем, кустӑрмасем, урапа кӳпчӗкӗсем туса кӑларасси, пӗкӗ, кӑшӑлсем тата ҫуна тупанӗсем авасси, йывӑҫ савӑт-сапа, кӗреҫесем, кунтӑксем, каскасем тата валашкасем тӑвасси, ҫӑпата ҫыхасси, чӑпта тӗртесси тата чӑпта хатӗрлесси пулнӑ. Пӗтӗмпе кӗпӗрнере тӗрлӗ йывӑҫ промыслипе 7 пин ҫын таран 200 пин ытла тенкӗлӗх ӗҫленӗ. Ытти ал ӗҫ промыслинчен калӑпӑшӗпе ҫаксене палӑртма пулать: ӑшӑ атӑ-пушмак йӑвалани, атӑсемпе алсасем ҫӗлени, калпаксемпе картуссем ҫӗлени, ҫӗвӗ ӗҫӗ, тутӑрсем тӗртни, вӗрен явни тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫыхни. Асӑннӑ промысласенчен пирвайхи иккӗшӗ (атӑ-пушмак йӑваласси тата атӑ-пушмакпа алсасем ҫӗлесси) пӗтӗм кӗпӗрнипех сарӑлнӑ, уйрӑмах Карсун, Чӗмпӗр тата Сызрань уесӗсенче; вӗсемпе 3 пин ҫын таран 130 пин тенкӗлӗх ӗҫленӗ, атӑ-пушмакпа алсасем ҫӗлессипе — 1500 ҫын таран 100 пин тенкӗлӗх. Ҫӗвӗҫ ӗҫӗпе 1600 ҫын 55 пин тенкӗлӗх ӗҫленӗ. Вӗрен явассипе Пӑва уесӗнче тӑрмашнӑ. Тутӑрсене алӑпа тӗртни Карсун тата Улатӑр уесӗсенче сарӑлнӑ. Пӗтӗмпе ал ӗҫ промыслипе 15 285 ҫын ӗҫленӗ, ҫав шутран Карсун уесӗнче — 5940, Чӗмпӗр тата Сызрань уесӗсенче — кашнинче 2 пин таран (1898 ҫул тӗлне). Ал ӗҫ промыслисене аталантарас тӗллевпе земство ял хуҫалӑх куравӗсенче ал ӗҫӗсен пайӗсене йӗркеленӗ. Ал ӗҫ куравӗсем кӗпӗрне земство управи чухне пӗрмаях пулнӑ. Хӑш-пӗр училище ҫумӗнче ремесла мастерскойӗсем йӗркеленӗ. Вырӑнти ал ӗҫӗпе ҫыхӑнман промысласен хушшинче ҫаксем ытларах сарӑлнӑ: вӑрман ӗҫӗсем, пулӑ тытасси, сухӑр тата тикӗт кӑларасси, ҫавӑн пекех лава ҫӳрес ӗҫ тата коновал промысли; вӗсемпе 1898 ҫулта 26 пин ҫын таран ӗҫленӗ, 680 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Хресченсем вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре кайса ӗҫленӗ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсемпе, бурлачествӑпа, выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвне пӑхассипе, ҫӑм тапассипе. Карсун уесӗнче 3 пин ҫын таран платник тата коновал ӗҫӗпе тӑрмашнӑ. Бурлачествӑпа — 6 пин таран, ҫӑм тапассипе — 3500 тата ял хуҫалӑх ӗҫӗпе 32 пин ҫын таран ӗҫленӗ, тӗпрен илсен, ытларах —Ардатов, Пӑва тата Сызрань уесӗсенчен. Вӗсен пӗтӗм ӗҫ укҫи 700 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ал ӗҫ промыслипе тата вӑхӑтлӑха аякка кайса ӗҫленипе 1898 ҫулта халӑх 2 млн тенкӗ таран ӗҫлесе илнӗ.
1898 ҫулта фабрикӑсем, заводсем тата пӗчӗк промышленноҫ заведенийӗсем 6080 пулнӑ, вӗсенче 18 709 рабочи ӗҫленӗ, пӗтӗмӗшле производсто 10 639 967 тенкӗпе танлашнӑ. Тӗп вырӑнта сукна тӑвасси, ҫӑнӑх авӑртасси тата эрех кӑларасси пулнӑ. Сукна фабрикисем 18 пулнӑ; вӗсенче 1898 ҫулта, ытларах ҫар ведомстви валли, тӗрлӗ йышши сукна 4 575 429 тенкӗлӗх туса кӑларнӑ. Эрех завочӗсем 14 пулнӑ; вӗсенче 1 482 149 пӑт саппаспа (ҫав шутра 942 098 пӑт ҫӗр улми) усӑ курнӑ, 37 047 727° спирт хӑваласа кӑларнӑ. Ҫӑнӑх авӑртакан армансем 3375 пулнӑ (вӗсенчен 18-шӗ вальц); вӗсен производство сумми 289 217 тенкӗпе танлашнӑ. Эрех тӑвакан пилӗк заводра 114 653 тенкӗлӗх эрех тасатса тата туса кӑларнӑ. Виҫӗ асфальт тата тӑхӑр гудрон завочӗн производстви 310 400 тенкӗпе танлашнӑ; унсӑр пуҫне кӗпӗрнере ҫичӗ хӑма ҫуракан завод (153 650 тенкӗ), ӑвӑс ҫуртисен виҫӗ завочӗ (141 010 тенкӗ) , 78 тир-сӑран, икӗ кантӑк, виҫӗ сӑра вӗретекен, тӑхӑр супӑнь пӗҫерекен, вунӑ сало тӑвакан, 216 сурӑх тирне тирпейлекен, 156 ҫӑм тасатакан, 12 сукна йӑвалакан, 36 котмовальнӑй, 16 ҫӗр улмипе патока, 52 ҫӗр улми авӑртакан, виҫӗ ҫырмалли хут савучӗ пулнӑ, пӗр ҫӑм арлакан, пӗр чӗркемелли хут кӑларакан завод, 460 ҫу завочӗ, 33 салат тӑвакан, ҫичӗ чукун шӑратакан, 96 потака кӑларакан, 244 кирпӗч тӑвакан, 73 чӳлмек кӑларакан завод, 230 пӗветекен, 41 ҫилӗм тӑвакан завод, 59 чӑпта завочӗ, 696 кӗрпе тӑвакан, 24 канат, пӗр шӑрпӑк, 84 тикӗт-сӑмала завочӗ, 84 тикӗт завочӗ, икӗ искусственнӑй минераллӑ шыв завочӗ, пӗр хӑю, икӗ гильза, виҫӗ пурӑ, пӗр акшар, пӗр хими завочӗ, пӗр сыр пӗҫерекен завод пулнӑ.
1898 ҫулта акцизсенчен 3 031 577 тенкӗ килнӗ, ҫав шутран хӗрлӗ эрехпе спиртран — 2 576 640 тенкӗ, ҫутӑ нефть ҫӑвӗсенчен — 2 576 640 тенкӗ, патент пуххинчен — 143 986 тенкӗ. Эрех сутма 1430 патент панӑ. 1897 ҫулта суту-илӳпе промысла валли 16 035 документ суйланӑ, ҫав шутран 1-мӗш гильди свидетельствисем — 16, 2-мӗш гильди — 883; хыснана суту-илӳ пошлинисем 239 253 тенкӗ кӗнӗ. Кӗпӗрнере ытларах тырӑ продукчӗсене сутнӑ, унтан — пустав, спирт, асфальт тата ыттисем.
Пӗтӗмпе 82 ярмӑрккӑ пулнӑ, 1898 ҫулта вӗсене 7,5 млн тенкӗлӗх тавар кӳрсе килнӗ, 4100 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Ытларах ҫак ярмӑрккӑсем пӗлтерӗшлӗ пулнӑ: Чӗмпӗрти «Пӗрлештернӗ ярмӑрккӑ» (5 млн тенкӗлӗх илсе килнӗ, 3668 пин тенкӗлӗх сутнӑ) , Сызраньти «Кӑшарни ярмӑркки» (375 000 тенкӗлӗх илсе килнӗ, 310 000 тенкӗлӗх сутнӑ) , Карсунри «Троица ярмӑркки» (548 пин тенкӗлӗх илсе килнӗ, 332 пин тенкӗлӗх сутнӑ). Пасар суту-илӗвӗ 93 пунктра пулнӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри эрнере икшер е виҫшер хут ӗҫленӗ. Пасарсене 5 млн яхӑн тенкӗлӗх тавар кӳрсе килсе сутнӑ.
Кӗпӗрнери тата уесри земство пуҫтарӑвӗсем, парӑмсемсӗр пуҫне, 1898 ҫул тӗлне 985 524 тенкӗ кӗмелле пулнӑ, 800 307 тенкӗ шыраса илнӗ, кивҫенре 761 389 тенкӗ юлнӑ. Хула тупӑшӗ 1898 ҫулта 517 861 тенкӗ пулнӑ, тӑкак — 517 670 тенкӗ.
Транспорт тата ҫыхӑну
Чукун ҫулсем тӑвиччен таварсене ытларах юханшывсем тӑрӑх ӑсатнӑ. 1898 ҫулта Атӑлпа Сӑр пристанӗсенчен 9 785 091 тенкӗлӗх тавар янӑ, ҫав шутран ыраш тата ыраш ҫӑнӑхӗ 1 744 025 тенкӗлӗх, сӗлӗ 987 727 тенкӗлӗх, тулӑ тата тулӑ ҫӑнӑхӗ 812 717 тенкӗлӗх, сукна 677 177 тенкӗлӗх тата хӗрлӗ эрех спирчӗ 243 600 тенкӗлӗх.
Кӗпӗрне урлӑ Сызрань-Вяземский тата Мускав-Хусан чукун ҫулӗсем иртнӗ, турачӗсем ҫак еннелле пулнӑ: Рузаевка (станци) — Батраки (Сызрань), Инза (станци) — Чӗмпӗр тата Чӗмпӗр — Мелекесс[48]. 1880 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Костычи (Сызрань уесӗ) ялӗ патӗнче Александр кӗпӗрне уҫнӑ. 1916 ҫулта Чӗмпӗр патӗнче Император кӗпӗрне хута янӑ.
Почта ҫулӗсем 976 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. 1899 ҫулта 55 почтӑпа телеграф учрежденийӗ пулнӑ. Ахаль корреспонденципе 10 вулӑс правленийӗнче ылмашӑннӑ. Телефон сечӗ Чӗмпӗрте пулнӑ.1898 ҫулта почтӑпа телеграф тупӑшӗ 206 736 тенкӗпе танлашнӑ, таса тупӑш — 106 943 тенкӗпе. Земство почти пилӗк уесра пулнӑ; вӑл Карсун, Пӑва тата Сызрань уесӗсенче пулман.
Банксем
XIX ӗмӗр вӗҫнелле кӗпӗрнере Патшалӑх банкӗн уйрӑмӗсем (Чӗмпӗрпе Сызраньре), Дворян тата Хресчен банкӗсен уйрӑмӗсем (Чӗмпӗрте), Атӑл-Кама банкӗн уйрӑмӗсем (Чӗмпӗрте тата Сызраньре) пулнӑ. Хула банкӗсем Чӗмпӗр, Сызрань, Улатӑр, Ардатов, Сенгилей тата Пӑва хулисенче пулнӑ. 1898 ҫулта хула банкӗсем 68 148 тенкӗ таса тупӑш илнӗ. Чӗмпӗрпе Улатӑрта хире-хирӗҫ кредит обществисем пулнӑ.
Вӗрентӳ тата культура
Вӗренӳ
1887 ҫулта кӗпӗрнере 588 вӗренӳ заведенийӗ пулнӑ, вӗсенче 27 240 ҫын вӗреннӗ.
1898 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, кӗпӗрнере 944 вӗренӳ заведенийӗ шутланнӑ, ҫав шутран вӑтам вӗренӳ заведенийӗ арҫын ачасем валли — 4, хӗрачасем валли — 3, хула — 5, уес — 3, тӗн — 3, хӗрарӑмсен прогимназийӗ — 3, учительсен семинарийӗ, вӗрентекенсен чӑваш шкулӗ, 7 ремесла училищи тата 914 пуҫламӑш вӗренӳ завденийӗ. Пӗтӗм вӗренӳ заведенийӗнче 39 221 арҫын ача тата 11 156 хӗрача, пурӗ 50 377 ҫын, вӗреннӗ. Ялсенче 853 училище пулнӑ: Халӑх ҫутӗҫ министерствин тата земство училищисем — 466, чиркӳ-прихут училищисем — 207, грамота шкулӗсем — 164, ыттисем — 16. Министерство тата земство шкулӗсенче 22 777 арҫын ача тата 4775 хӗрача пулнӑ, чиркӳ-прихут шкулӗсенче — 5892 арҫын ача тата 1590 хӗрача, грамота шкулӗсенче — 3264 арҫын ача тата 952 хӗрача, ыттисенче — 721 арҫын ача тата 150 хӗрача.
240 шкулта учительсем ертсе пынипе улма-ҫырла сачӗсем, пахчасем ӗрчетнӗ, тырӑ акса туса илнӗ. 55 шкулта вӗренекенсем хурт-хӑмӑр ӗрчетессипе ӗҫленӗ. 14 пуҫламӑш училище ҫумӗнче ремесла класӗсем пулнӑ (ҫӗвӗҫ, тимӗрҫӗ, слесарь-токарь ӗҫӗсене вӗрентнӗ, кавирсемпе сарпинкӑсем тӗртнӗ).
1898 ҫулта хулари ремесла тата пуҫламӑш училищӗсене тытса тӑма патшалӑх казначействинчен 38 094 тенкӗ килнӗ, земствӑсенчен — 97 150 тенкӗ, хуласенчен — 48 954 тенкӗ, ял общинисенчен — 127 877 тенкӗ, ытти ҫӑлкуҫран — 41 438 тенкӗ. Чиркӳ-прихут училищисем тата грамота шкулӗсем тӗлӗшпе 162 657 тенкӗлӗх тӑкак пулнӑ.
Тутарсем пурӑннӑ вырӑнсенче медресесем тата мэктебесем пулнӑ, вӗсенче тутар чӗлхипе ҫеҫ вӗрентнӗ. Ун пек училищӗсем 1898 ҫулта 132 пулнӑ, вӗсенче 6217 ҫын вӗреннӗ.
Вӗрентекенсене хатӗрлеме Пӑрачкав салинчи учительсен семинарийӗ (100 студент) тата чӑваш шкулӗ (учительсене ют халӑх училищисем валли хатӗрленӗ) пулнӑ, унта 126 вӗренекен шутланнӑ.
1840—1918 ҫулсенче Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗ ӗҫленӗ.
1873 ҫулта Чӗмпӗрти кадет корпусне йӗркеленӗ.
Пуплев библиотекисем Чӗмпӗр, Сенгилей, Сызрань, Карсун, Ардатов тата Пӑва хулисенче пулнӑ. 1898 ҫулта тӳлевсӗр халӑх библиотекисем 42 пулнӑ. Халӑх вулавӗсене 1898 ҫулта Чӗмпӗр, Кӑрмӑш тата Сызрань хулисенче, ҫавӑн пекех икӗ асфальт тата гудрон заводӗсенче ирттернӗ.
1897 ҫулта кӗпӗрне земстви халӑх вӗрентӗвӗ валли 16 774 тенкӗ тӑкакланӑ.
Архив комиссийӗн (1894 ҫултанпа) музей (4620 аваллӑх япали тата 3490 укҫа) тата 1196 томлӑ библиотека пулнӑ; вӑл тавралӑх историйӗпе ҫичӗ сочинени пичетленӗ тата хӑйӗн журналӗсене кӑларнӑ.
Кӗпӗрнере ҫак общество организацийӗсем пулнӑ: тухтӑрсен пӗрлӗхӗ (1861 ҫултанпа); Чӗмпӗр хулинчи 1-мӗш разрядлӑ ял хуҫалӑх шкулне тата ферма тытса тӑнӑ, ял хуҫалӑх ярмӑрккисене йӗркеленӗ ял хуҫалӑх пӗрлӗхӗ (1859 ҫултанпа); илемлӗ ӳнерсен, сунарҫӑсен, лаша чупӑвӗн, чӑх-чӗп ӗрчетекенсен, пулӑ тытма юратакансен пӗрлӗхӗсем тата ыттисем. Пур пӗрлӗх те кӗпӗрнери хулара пулнӑ.
Кӗпӗрне хулинче «Чӗмпӗр кӗпӗрнин хыпарӗсем», «Чӗмпӗр епархи хыпарӗсем» тата «Чӗмпӗр земствин хыпарҫи» тухнӑ, Сызрани хулинче — «Сызраньти пӗлтерӳсен хучӗ».
Культура
1871 ҫулта Шотланди тата Раҫҫей ӳнерҫи тата фотографӗ, Британи подданнӑйӗ Каррик Вильям Андреевич Джон Мак-Грегор фототехникпа пӗрле Чӗмпӗр кӗпӗрнинче пӗр уйӑх ирттернӗ. Вӗсем вырӑс тата мӑкшӑ хресченӗсен, тутарсен, чӑвашсен пурнӑҫне сӑнланӑ сӑнӳкерчӗксен пысӑк коллекцине хатӗрленӗ. 1875 ҫулхи ҫулла Каррик каллех Чӗмпӗр кӗпӗрнине ҫитсе курнӑ.
Серова Валентина Семёновна пианистка тата композитор Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Судосево салинче хресченсен хорне йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех вырӑс тата мордва хресченӗсем пулӑшнипе оперӑсем лартнӑ. Вӗсем Чӗмпӗрте кӑна мар, Сызраньре те, Пензӑра та концерт лартнӑ, Глинкӑн «Иван Сусанин», Бородинӑн «Игорь кнеҫ» оперисене шӑрантарнӑ. Хресченсен театрӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫав тери пысӑк пулнипе спектакльсене нумай хут лартма тивнӗ[49].
Сывлӑх сыхлавӗ тата попечительлӗх
1898 ҫулта кӗпӗрнере 82 тухтӑр тата 17 ветеринари тухтӑрӗ пулнӑ. Аптекӑсем13 пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ ялсенче (Пӑрачкавра, Улатӑр уесӗнчи Промзинӑра тата Карсун уесӗнчи Аслӑ Березникинче) пулнӑ; больницӑсем — 36,1241 койкӑлӑх, вӗсенчен кӗпӗрне земстви — 216 койкӑлӑх; ун ҫумӗнче 29 вӗренекен ӑс пухнӑ фельдшер шкулӗ (23 хӗрарӑм тата 6 арҫын) вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне, кӗпӗрне хулинчен 14 ҫухрӑмра чунпа чирлӗ ҫынсем валли колони пулнӑ, ӑна Карамзин панӑ укҫапа тунӑ. Уес земствисен укҫи-тенкипе 16 больницӑна, 16 лечебницӑна, 9 йышӑну пӳлӗмне, 91 тухтӑр тата фельдшер пунктне тытса тӑнӑ. 1898 ҫулта земствӑсем медицина пайӗ тӗлӗшпе 320 410 тенкӗ тӑкакланӑ, ҫав шутра кӗпӗрне — 85 720 тенкӗ. Хуласем ҫав тӗлӗшпех 16 055 тенкӗ тӑкакланӑ.
Ыркӑмӑллӑх учрежденийӗсен йышне кӗнӗ: ӗҫченлӗх ҫурчӗ, хула, земство тата дворянсен ваттисен ҫурчӗсем, Чӗмпӗрти 3 приют, Улатӑр тата Пӑва хулисенчи ваттисен ҫурчӗсем, ачасен темиҫе приючӗ. Карсун уесӗнчи Румянцево ялӗнче Н. Д. Селивёрстов уйӑрса панӑ укҫапа (400 пин тенкӗ) арҫынсен икӗ класлӑ ремесла училищине (32 вӗренекен), хӗрарӑмсен ал ӗҫ класӗллӗ училищине (33 вӗренекен), приют-интерната (35 ҫын), ваттисен ҫуртне (11 ҫын валли) тата больницӑна (45 кравать) тытса тӑнӑ.
Паллӑ ҫынсем
- Керенский Александр Фёдорович (1881—1970) — Раҫҫей политика тата общество деятелӗ.
- Ленин Владимир Ильич (1870—1924) — Октябрь революцийӗн лидерӗ.
- Наумов Александр Николаевич — Раҫҫей империйӗн Ҫӗр ӗҫ министрӗ.
- Федотов Владимир Иванович (1924—2011) — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ, атом промышленноҫӗн ӗҫченӗ.
- Яковлев Иван Яковлевич (1848—1930) — чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ.
- Хованский Сергей Николаевич — Чӗмпӗр тата Минск кӗпӗрнаттӑрӗ.
- Ознобишин Дмитрий Петрович — вырӑс поэчӗ.
- Абдразяков Абдулхак Асвянович — Тутар АССРӗн СМ председателӗ.
- Огарёв Николай Платонович — поэт, 1850—1855 ҫулсенче Проломиха сали ҫывӑхӗнче хӑйӗн именийӗнче пурӑннӑ.
- Аксаков Сергей Тимофеевич — вырӑс ҫыравҫи, Репьёвка салинче хӑйӗн именийӗнче пурӑннӑ.
- Лабзин Александр Фёдорович — Ӳнер академийӗн вице-президенчӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрнине ссылкӑна янӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Всесоюзная перепись населения 1926 г. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Государственный архив Ульяновской области. ogugauo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Справочные материалы об изменениях внутренних и внешних границ губерний Европейской России (1775–1897 гг.). Симбирская губерния (выр.). nlr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Первая мировая война::Поиск документов по героям. gwar.mil.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Жедяевская волость. Ю. Мордвинов. archeo73.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Юрткульская волость. Ю. Мордвинов. archeo73.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ История села Большие Тарханы. nailtimler.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Декрет ЦИК СССР от 9 мая 1924 года «О переименовании города Симбирска в город Ульяновск и Симбирской губернии в губернию Ульяновскую»
- ^ 1, 2 Н. П. ИнфоРост. ГПИБ | Список населенных мест Ульяновской губ. - Ульяновск, 1924. elib.shpl.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
- ^ Тархов С. А. «Первая советская реформа, укрупнение единиц административно-территориального деления в 1923—1929 гг.». , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Чӑнах та, кӗпӗрнен геологи тытӑмӗ пирки А. П. Павловпа С. Н. Никитин хушшинче тавлашу тухнӑ. (С. Н. Никитин статйисене пӑхӑр: «Заметки о юре окрестностей Сызрани и Саратова», «Известия Геологического комитета» за 1887 год, № 8, и А. П. Павлова, «О келловейских слоях Симбирской губернии и их отношении к оксфордскими», «Известия Геологического комитета», т. VII, 1889, № 2).
- ^ Ҫак юшкӑнсен уйрӑмлӑхӗсем пирки А. Н. Павлов профессор хӑйӗн «Нижне-Волжская юра» (22-32 с.) ӗҫӗнче уҫӑмлатнӑ.
- ^ Первая всеобщая перепись населения Российской империи 1897 г. Распределение населения по родному языку и уездам 50 губерний Европейской России. Приложение. Справочник статистических показателей. Демоскоп Weekly. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
- ^ listina73. Жизнь и приключения дворян Кротковых. Часть 1(паллӑ мар). Улпресса - все новости Ульяновска (15 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1782 ҫулхи ака уйӑхӗнче Ӗпхӳ наместничествине йӗркеленӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр наместникӗсене Ӗпхӳ наместникӗсемпе пӗрлештернӗ.
- ^ 1, 2 Карпов Александр Дмитриевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Кромкин Матвей Ильич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Как в Симбирске увольняли губернаторов, три назначения за один год (выр.).
- ^ Долгоруков Алексей Алексеевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Умянцов Андрей Петрович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Жмакин Александр Яковлевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Загряжский Александр Михайлович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Хомутов Иван Петрович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Хомутов Иван Петрович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Черкасский Пётр Дмитриевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Унсӑр пуҫне, 1864 ҫулхи Чӗмпӗр пушарӗсем хыҫҫӑн 1864 ҫулта генерал-губернатор должноҫне йышӑнма Врангель Александр Евстафьевича янӑ, унтан — Кнорринг Роман Ивановича. https://ul.aif.ru/archive/1808490 , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Еремеев Дмитрий Павлович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ульяновские архивисты рассекретили судьбы симбирских губернаторов (выр.). Улправда. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Дубасов Дмитрий Николаевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ключарёв Александр Степанович - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Фёдор Александрович Головинский р. 1863 — Родовод. ru.rodovid.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ ТОЛСТОЙ АЛЕКСАНДР ВАСИЛЬЕВИЧ. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Иван Нагаткин — командир любимой яхты Екатерины Великой - новости Владимирской области. www.prizyv.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Ермолов Александр Фёдорович (1774—1824), Н. М. Языкова кукашшӗ.
- ^ Управление по охране объектов культурного наследия администрации Губернатора Ульяновской области. nasledie73.ulgov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ hautiev_sh. Герой Отечественной войны 1812 г. - Юрлов Пётр Иванович. Шарпудин Хаутиев (9 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Michel. наполеон и революция: Юрлов Пётр Иванович (1793-1869). наполеон и революция (22 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Симбиряне в центре революционных вихрей (выр.).
- ^ Предводители дворянства Симбирской губернии - история Симбирска и Ульяновска. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Кто возглавлял представительные органы Симбирской губернии и Ульяновской области (выр.). www.zsuo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1826 ҫултан пуҫласа Чӗмпӗр вице-губернаторӗн должноҫӗнче Н. Ф. Смирной ӗҫленӗ, вӑл Денис Давыдовӑн инҫетри тӑванӗ пулнӑ. Николай Фёдорович полковник 1812 ҫулхи Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин ветеранӗн Д. Н. Бегичевӑн (отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн сенатор пулса тӑнӑ) икӗ сыпӑкри йӑмӑкӗпе мӑшӑрланнӑ. Дмитрий Никитич вара Давыдовӑн тӑван йӑмӑкӗн упӑшки пулнӑ, вӑл «унпа пӗр полкра ҫапӑҫнӑ тата питӗ ырӑ ҫын пулнӑ». Певец-гусар в Симбирском крае (выр.) (8.15.2020). , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Фёдор Александрович Головинский р. 1863 — Родовод. ru.rodovid.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Simbirsk-Ulyan_krai_v_nov_istorii_1917-1991.pdf. docviewer.yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Хахарев Константин Григорьевич - Ульяновское областное отделение РГО. ulrgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Рыбочкин Иван Фёдорович | Сайт Кушнера Дмитрия Львовича. iamkushner.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Верстонов Фёдор Иванович | Сайт Кушнера Дмитрия Львовича. iamkushner.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 116 лет железной дороге Симбирска – Ульяновска. ulzapovednik.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
- ^ Татьяна Захарычева. Ирина Каторгина: «Было время, когда музыканты ездили по деревням и заводам» (выр.). ul.aif.ru (13 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
Литература
- Селиванов А. Ф. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Симбирская губерния (Статистика Российской империи; 16. вып. 14). — 1890.
- Гудков Г. Ф., Гудкова З. И. С. Т. Аксаков: Семья и окружение: краевед. очерки.. — 1991.
- Мартынов П. Л. «Город Симбирск за 250 лет его существования. — Губернская Типография, 1898.
- Ульяновская — Симбирская энциклопедия : в 2 т. / ред. и сост. В. Н. Егоров.. — Симбирская книга, 2000—2004.
- М. Репьев. «Симбирский край». — 1935. — С. 209.
- Н. Баженов. Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбирской епархии по данным 1900 года (Приложение к Симбирским Епархиальным Ведомостям за 1903 год). — Типо-литография А. Т. Токарева, 1903.
- Н. Баженов. Список населённых мест Ульяновской губернии за 1924 г.. — издание Ульяновского губплана, 1924.
- В. Н. Поливанов. Археологическая карта Симбирской губернии: издание Симбирской губернской учёной архивной комиссии]. — Типо-литография А. Т. Токарева, 1900. — С. 71.: табл. (PDF)
- Исторические храмы Симбирского-Ульяновского края. — 2011.
Каҫӑсем
- История административно-территориального деления Симбирского края (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. на сайте В. В. Кропотина
- Памятная книжка Симбирской губернии на 1869 год. Симбирск, 1869 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Списки населённых мест Симбирской губернии 1863,1884, JPG,DJVU (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Карта Симбирской губернии из «Атласа» А. А. Ильина 1876 года (просмотр на движке Google на сайте runivers.ru) (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Библиотека Царское Село (, книги по истории Симбирской губернии, Памятные книжки, в формате PDF.) (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Справочник административно-территориального деления Симбирской губернии 1648—1985 гг. (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Археологическая карта Симбирской губернии, 1900 г. Поливанова В. Н., подготовил О. М. Репьёв (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Симбирские губернаторы (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Знаменитые люди Симбирской губернии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Список дворянских родов, внесённых в Родословную книгу Дворянского Депутатского собрания Симбирской губернии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Предводители дворянства всѣхъ намѣстничествъ, губерній и областей Россійской Имперіи 1777—1910 г. (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
