Почалкина Ольга Михайловна
Почалкина Ольга Михайловна (1974 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ, Пӑлапуҫ Нурӑс, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2015 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — вырăс тата чăваш театр актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Вăл Шупашкар хулинчи М. Сеспель ячĕллĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçленĕ.
Кун-çулĕ
Почалкина Ольга Михайловна 1974 çулхи ҫӑвăн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ĕçленĕ[1]. Ачалăхĕ тăван ялĕнче иртнĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, ялти клуб сцени çинче спектакльсене хутшăннă[1]. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Санкт-Петербург хулине кайса Патшалăх театр искусствин академийĕнче(выр.)чăв. (халĕ РГИСИ) вĕреннĕ. Унăн ăсти Раççей искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, профессор Николай Наумов пулнă[2].
1996 çулта вĕренсе тухсан вăл Шупашкар хулинчи М. Сеспель ячĕллĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак театрта вăл пур ĕç кунĕнче 19 сезон хушшинче 60 яхăн роль вылянă[2][1].
2015 çулхи авӑнӑн 28-мĕшĕнче чылай вахӑт чирленĕ хыççăн Ольга Почалкина вилнĕ. Ăна тăван ялĕнчи Пăлапуç Нурăс чиркӳ çăвинче пытарнă[1][3].
Пултарулăхĕ
Ольга Почалкина театрта травести амплуапа палăрса тăнă, çав вăхăтра ку амплуа ҫамрӑксен театрĕсенче сахал тĕл пулнă. Вăл ачасен ролĕсене лайăх вылянă, çав шутра[2]:
- Золушка — «Золушка» юмахĕпе;
- Цыпленок — «Золотой цыпленок»;
- Малыш — «Малыш и Карлсон»;
- Пюрнеске — «Пюрнеске и его друзья»;
- Петя — «Когда поют светофоры»;
- Пингвин — «У ковчега в восемь»;
- Олеш — «Горе с запахом ромашки»;
Вăл классика, хальхи тата наци репертуарĕнчи спектакльсенче те нумай роль вылянă. Хăшпĕр паллă ролĕсем[2][3]:
- Дина — «Кӳршĕ хĕрĕ»;
- Соня — «Ваня кукка» (А. П. Чеховăн «Дядя Ваня» пьесипе);
- Варвара — «Аслати» (А. Н. Островскин «Гроза» пьесипе);
- Любовь — «Ромео и Джульетта»;
- Кукшина — «Отцы и дети» (И. С. Тургенев романĕпе);
- Маруся — «Чăн телей юратура»;
- Шут — «Лир патша» (У. Шекспирăн «Король Лир» трагедийĕпе);
- Зоя — «Покажите мне весну» (В. М. Шукшин хайлавĕсемпе). Ку роль актрисăн юлашки ĕçĕ пулнă.
Чыславсемпе парнесем
Кил-йышĕ
- Упăшки — Владимир Манешев, сасă режиссёрĕ. 2000 çулта пĕрлешнĕ.
- Ывăлĕ — Роман (2015 çулта 13 çулта пулнă).
Астӑвӑм
- 2022 çулхи юпан 5-мĕшĕнче, ĕçленĕ театрĕнче унăн асăну каçне ирттернĕ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Почалкина Ольга Михайловна. Газета «Республика» (18 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Приглашаем на вечер памяти заслуженной артистки Чувашии Ольги Почалкиной. Чувашский государственный театр юного зрителя им. М. Сеспеля (28 авӑнӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Ольга Почалкинăна асăнса. Хыпар (29 авӑнӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ С наградой! Советская Чувашия (18 ҫӗртмен 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ ТЮЗовский «Золотой цыпленок» - на сцене Московского театра кукол. Хыпар (30 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Чувашский ТЮЗ имени М.Сеспеля приглашен на Всероссийский фестиваль-форум. Советская Чувашия (26 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Почалкина, Ольга Михайловна (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки). "Ниме пӑхмасӑр пурӑнмалла!" : [Ҫамрӑксен театрӗн артисткинчен Ольга Михайловна Почалкинӑран илнӗ интервью] / Ольга Почалкина ; [калаҫаканӗ] Ольга Австрийская // Самант. - 2012. - № 12. - С. 19
- Распоряжение Главы Чувашской Республики [от 10 октября 2015 года № 481-рг] // Вести Чувашии. - 2015. — 17 октября (№ 40). - С. 1.
- День памяти артистки театра (вырăсла). — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 30, сентябрь, 2016.
- Платонова, Ульяна, ученица группы ГС-11 Чебоксарского кооперативного техникума. Памяти прекрасной актрисы... — Газета Республика, сайт (Чебоксары), 17.12.2015 15:34, Последнее изменение Четверг, 17 Декабрь 2015 19:58
- Театральная энциклопедия. Том 6/Глав. ред. П. А. Марков - М.: Советская энциклопедия, 1967. - 1136 стб. с илл., 8 л. илл.