Деверинская Александра Тимофеевна
Деверинская Александра Тимофеевна (ҫур. 1960 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет тĕнче шайĕнчи спорт мастерӗ. СССР чемпионӗ (1981, 1985, 1986); СССР Кубокӗн (1981, 1982), тӗнче шайӗнчи кубокӑн (1981) ҫӗнтерӳҫи; 5 ҫухрӑма хӑвӑрт унас енӗпе тӗнче, Европа тата СССР рекордсменки[1][2].
Пурнӑҫӗ
1960 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патӑрьел районӗнчи Аслă Арапуçĕнче çуралнă.
Патӑрьел районӗнчи Первомайски вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ, физкультура предметне вӗрентекен М. Х. Зеинетдинова пула чупу спорчӗпе кӑсӑкланса кайнӑ. Чӑваш педагогика институчӗн физика воспитанийӗн факультетӗнче Николай Пуклаков патӗнче ӑслатӑха туптанӑ. Шӑпах ҫак тапхӑрта вӑл Геннадий Семёновпа паллашнӑ, вӑл ӑна хӑвӑрт утас енӗпе ӗҫлесе пӑхма сӗннӗ. Ҫакӑ Александрӑна кӑсӑклантарса янӑ, унӑн ҫитӗнӗвӗсем хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
Спорт карьери
Часах вӑл 5 километр дистанцире тӗнче рекордне парӑнтарнӑ, пирӗн спортсменкӑсен хушшинче чи малтисенчен пӗри пулса тӑнӑ. 1981 ҫулта Ленинградри СССР чемпионатӗнче вӑл ҫак дистанцие 22 минут та 50 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Унӑн ҫитӗнӗвне ют ҫӗршывсенчи конкуренткӑсем асӑрхамасӑр хӑварман, вӗсем унӑн рекорда ҫӗнтерме тапӑҫланнӑ. 1982 ҫулта Австралири Сьюзен Кук икӗ хутчен ҫак ҫитӗнӗве Александрӑран «туртса илнӗ» апла пулин те кашнинчех каялла тавӑрма май килнӗ. Деверинская ҫавӑн пекех Тӗнче кубокӗсен кӗмӗл призёрӗ тата командӑпа Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи шутланать. Хӑйӗн спорт карьеринче вӑл нумай хутчен Совет Союзӗн чемпионки пулса тӑнӑ, тӗнче рекорчӗсене виҫӗ хутчен ҫӗнетнӗ.
Пӗтӗм Союзри тата тӗнчери нумай ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, ҫав шутра 1985 ҫулхи Пӗтӗм тӗнчери Универсиада чемпионатне те, унта вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. 1986 ҫулхи Ыркӑмӑллӑх вӑййисене хутшӑнса бронза призёрӗ пулса тӑнӑ.
1989 ҫулта хӑйӗн спорт карьерине вӗҫленӗ чухне унӑн финаллӑ кӑтарту 22 минут та 14 ҫеккунтпа танлашнӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Жалко, на Олимпийских играх выступать не пришлось. Женскую ходьбу включили в программу Олимпиад только в 1992 году, а я закончила спортивную карьеру в 1989 году. Из-за сыновей Андрея и Саши. Они тогда маленькие были, и очень тяжело приходилось каждый раз расставаться с детьми, уезжая на очередные соревнования. Малыши плакали, не желали отпускать маму. И я тоже лечу в самолете на какой-нибудь турнир и тихонько плачу. Одним словом, ушла, хотя была первым номером в сборной. Но я ни о чем не жалею.
Питӗ шел, Олимп вӑййисенче ӑмӑртма тӳр килмерӗ. Хӗрарӑмсен хӑвӑрт утас енӗпе Олимпиада программине 1992 ҫулта кӑна кӗртнӗ, эпӗ вара спорт карьерине 1989 ҫулта вӗҫлерӗм. Андрейпе Саша ывӑлӑмсене пула. Вӗсем ун чухне пӗчӗкчӗ, ҫавӑнпа тепрер ӑмӑртӑва кайнӑ самантра ачасемпе уйрӑлма кашнинчех питӗ йывӑр пулатчӗ. Пӗчӗкскерсем йӗретчӗҫ, аннене ярасшӑн пулман. Эпӗ те пӗр-пӗр турнира самолетпа вӗҫнӗ чухне вӑрттӑн йӗреттӗм. Пӗр сӑмахпа каласан, сборнӑйра пӗрремӗш номер пулнӑ пулсан та, спортран кайрӑм. Анчах эпӗ нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп.А. Т. Деверинская[3]
Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн
1981 ҫултан пуҫласа 1986 ҫулччен Деверинская Шупашкарти «Буревестникник» ДСО облаҫ канашӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ.
1986 ҫултан пуҫласа 1990 ҫулччен вӑл Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи физкультурӑпа спорт комитечӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ.
1990 ҫултан пуҫласа 2001 ҫулччен Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӑй-хал воспитанийӗ парас енӗпе ӗҫленӗ.
2001 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министерствин Республикӑри хӑвӑрт утассин шкулӗнче тӗрлӗ должноҫсем йышӑннӑ, ҫав шутра директор ҫумӗ тата директор пулнӑ.
Александра Тимофеевна республикӑри общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри «2005 ҫулталӑкӑн хӗрарӑм-директор» конкурссен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
Вӑл хутшӑннипе 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта Европӑри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫулталӑкри чи лайӑх спорт мероприятийӗ тесе йышӑннӑ Европӑн V Кубокне ӑнӑҫлӑ ирттернӗ.
Деверинская — тӗнче шайӗнчи судья, тӑтӑшах республика, Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хаклама хутшӑннӑ, ҫав шутра 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ Хӑвӑрт утассин XXIII тӗнче кубокне те.
2007 ҫултан пуҫласа 2017 ҫулччен Раҫҫей Федераци Центросоюзӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн коммерциллӗ мар «Раҫҫей коопераци университечӗ» организацийӗн Шупашкарти коопераци институчӗн (филиалӗн) физкультурӑпа спорт кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. Унӑн ӑслӑлӑхпа педагогика стажӗ 33 ҫулпа танлашать[4]. Шупашкарти коопераци институтӗнче «Физика культури» курсӗпе вӗренӳ нагрузкине пурнӑҫланӑ, йӗркелӳ тата методика ӗҫне ертсе пынӑ, студентсене ӑслӑлӑх ӗҫне пурнӑҫлама пулӑшнӑ[5].
Деверинская икӗ ӑслӑлӑх тата вӗренӳпе методика ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ, пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 1,77 пичет листи.
2002 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен А. Деверинская Чӑваш Республикин ертсе пыракан хӑвӑрт утассин спорт шкулне ертсе пынӑ[6], унта темиҫе теҫетке спортсмена хатӗрлесе кӑларнӑ. Александрӑн вӗренекенӗсем тӗнче шайӗнче ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш Республикинче хӑвӑрт утас спорт енӗпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Вӑл пуҫлӑхра ларнӑ тапхӑрта шкул Чӑваш Республикинчи, ҫавӑн пекех унӑн тулашӗнче те тӗрлӗ конкурссемпе смотрсенче Олимп резервӗн чи лайӑх спорт шкулӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Республикинчи Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Первомайски ялӗнче ҫулсерен Александра Тимофеевнӑн призӗсемшӗн кросс иртет[7].
Ҫитӗнӳсем
Хисепӗсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ (1982);
- Чӑваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ (1982);
- «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ (2020);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ» паллӑ (2008)[5];
- Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ (2010)[4];
- Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2010)[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Минспорт Чувашии. ВКонтакте | 19 марта 2025 г. свой 65-летний юбилей отмечает выдающаяся спортсменка Чувашии — Александра Деверинская. (выр.). vk.com (19 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Библиотека президента Чувашской Республики. Спортсмены: Иллюстрированное издание, 2005, том 3, 109―114.
- ^ Побеждала босиком (из газеты «Советская Чувашия». - 2010. - 8 апреля. - c.2)
- ^ 1, 2 Деверинская, Александра Тимофеевна (спортсменка; 19.03.1960) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. 2025-10-01.
- ^ 1, 2 РУК. Деверинская Александра Тимофеевна (выр.). Российский университет кооперации. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Об организации(паллӑ мар). Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного образования "Спортивная школа олимпийского резерва № 8 имени олимпийской чемпионки Е. Николаевой". Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ газета, Авангард – Батыревская. В рамках Года выдающихся людей в республике проведен традиционный кросс на призы МСМК Александры Деверинской. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ Н.Г. Скородумов. Деверинская Александра Тимофеевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Библиотека президента Чувашской Республики. Спортсмены: Иллюстрированное издание, т.3. - Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 2005. - 271 с.
Каҫӑсем
- Н.Г. Скородумов. Деверинская Александра Тимофеевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- Деверинская, Александра Тимофеевна (спортсменка; 19.03.1960) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. 2025-10-01.