Кокель Алексей Афанасьевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Кокель Алексей Афанасьевич (1880 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ [13-мӗшӗ], Турхан, Чӗмпӗр кӗпӗрни1956 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ, Харьков) — Раҫҫей тата совет саманин художникӗ, профессор (1939)[1].

Харьковри ӳнер училищинче (1916—1921) тата Харьковри ӳнер институтӗнче (1921—1936) вӗрентнӗ[2], унӑн вӗренекенӗсен йышӗнче — Борис Косарев, М. Дерегус, Виктор Савин, В. Сизиков, Л. Шматько, В. Яценко, Л. Чернов, Е. Светличный.

Биографийӗ

Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗнчи Турхан ялӗнче[3] нумай ачаллӑ чӑваш ҫемйинче[4] ҫуралнӑ. Ӳнер академи пӗлӗвне чи малтан илнӗ чӑвашсенчен пӗри[5]. Пиччӗшӗ — Герман (Кокель) (Григорий Афанасьевич) — Благовещенски епископӗ. Священномученик[6].

1902—1903 ҫулсенче Санкт-Петербургри Император Ӳнер Академийӗ ҫумӗнчи Педагогика курсӗсен ҫумӗнчи Йӗркеллӗ ӳкерӳ шкулӗнче вӗреннӗ. 1904 ҫулта Император Ӳнер Академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ; В. Е. Савинский, Я. Ф. Ционглинский, Г. Р. Залеман патӗнче вӗреннӗ, 1907 ҫултанпа — И. Е. Репин тата Д. Н. Кардовский мастерскойӗнче[7][8]. 1905 ҫулта Афанасьев хушамата Кокель ҫине улӑштарнӑ: «Канцелярие манӑн чӑн-чӑн хушамат Академин пур хучӗсенче те ҫырнӑ пек Афанасьев мар, Кокель пулнине пӗлтерме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа та ӑна Кокельпе улӑштарма ыйтатӑп»[2].

«Чайнӑйра» конкурс (диплом) картинишӗн ӳнерҫӗ ятне тата Италие кайса килмешкӗн тивӗҫнӗ[9].

1916 ҫултанпа А. А. Кокель Харьковра, Украинӑра, ӗҫлесе пурӑннӑ, ӳнер пӗрлешӗвӗсене йӗркелес тата ӳнер пӗлӗвӗн тытӑмне аталантарас ӗҫе хутшӑннӑ[9].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата нимӗҫ оккупацийӗн ҫулӗсенче Кокель мӑшӑрӗпе Харьковра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Харьковри ӳнер институтӗнче ӳнерҫӗ тата преподаватель пек малалла ӗҫленӗ. А. А. Кокель Харьковра вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ[9].

Пултарулӑхӗ

Ӳнер Академийӗнче вӗреннӗ ҫулсенче Кокелӗн стиль шыравӗсемпе тӗрлӗ енлӗхе хаклакан сӑнарлӑ искусствӑн чаплӑ ӑстисен вӗренекенӗ пулма тӳр килнӗ. Фовизмпа пуантилизм стилӗпе ӳкернӗ нумай-нумай вӗренӳ ӳкерчӗкӗсем тата живопиҫ штудийӗсем ҫамрӑк ӳнерҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ. Алексей Кокель тӑван культурӑпа кӑсӑкланма пӑрахман. 1906 ҫулта вӑл кӗҫӗн йӑмӑкӗн Пелагейӑн портретне чӑваш тумӗпе тата хӗрсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗпе ӳкернӗ («Чӑваш хӗрарӑмӗн портречӗ» ятла вӑл, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ)[10].

1910 ҫулта Кокель Афанасьев тата Афанасьев-Кокель хушаматпа «Ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн икӗ куравне хутшӑннӑ[10].

А. А. Кокель «Чайнӑйра» конкурс ӗҫне реализм манерӗпе хатӗрленӗ. Ӑна критиксем ырланӑ, вӑл 1913 ҫулта Мюнхенри XI Пӗтӗм тӗнчери «Сецессион» курава хутшӑннӑ («Im Teehause», 1626-мӗш каталог)[11].

Кокель Харьковри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн (1916—1920) пайташӗ, Хӗрлӗ Украина ӳнерҫисен ассоциацийӗн (1925—1935), Украина ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнӑ. 1920-мӗш ҫулсенче «Единоличница» тата «Селянин» живопиҫ хайлавӗсем палӑрнӑ, вӗсем ыттисенчен хӑйне евӗр ӳнер манерӗпе тата сӑнарсен ҫивӗч характеристикипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ (халӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ)[12].

1935 ҫулта Кокель Чӑваш Ене Республика йӗркеленнӗренпе 15 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳнер куравне хутшӑнма килнӗ. Вӑл «Ликбез» жанр картинине тӑратнӑ[13].

Пултарулӑх еткерӗ

Пултарулӑх еткерне нумай ҫул А. А. Кокелӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ Анна Афанасьевна Кокель упранӑ. Ӑстаҫӑ хайлавӗсем Киеври, Харьковри, Донецкри музей пуххисенче упранаҫҫӗ. Унӑн чылай графикӑпа живопиҫ коллекцийӗ, ҫав шутра академи тапхӑрӗнчи ӗҫсем те, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ. 2009 ҫултанпа музейӗн яланхи музей экспозицийӗнче А. А. Кокелӗн живопиҫ хайлавӗсем валли ятарлӑ зал уйӑрнӑ[14].

Галерея

Астӑвӑм

А. А. Кокель ҫуралнӑ тӑрӑхра, Турханта, (Патӑрьел районӗ, Чӑваш Республики) 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пысӑках мар музей тата ача-пӑча ӳнер шкулӗ уҫнӑ. Халӗ музей-усадьба ӗҫлет, унта архивӑн пӗр пайӗ тата ӳнерҫӗн япалисем (вӗсене унӑн арӑмӗ парнеленӗ) упранаҫҫӗ. А. А. Кокель ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне мемориал хӑмине уҫнӑ. Турханти тата Шупашкартиурамсене унӑн ятне панӑ[15].

Чӑваш Республикин Культура министерстви пуҫарнипе Харьковра художник пурӑннӑ ҫурт ҫине чӑвашла тата украинла ҫырнӑ асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ[12].

2007 ҫултан пуҫласа Турханра ҫулсерен вырӑнти администраци‚ Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ‚ Украина ӳнерҫисен Наци Пӗрлӗхӗн Харьковри организацийӗ‚ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет (унӑн пуҫаруҫи тата координаторӗ — И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ В. А. Васильев)[16].

Кокель пленэрӗн пӗтӗмлетӳ куравӗсенчи хайлавсемпе И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче А. А. Кокель ячӗллӗ Ӳнер музейне (2009) уҫнӑ[17].

2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш ӳнерне вӗреннӗ чухнехи ҫивӗч ыйтусем» ҫавра сӗтел иртнӗ, В. А. Васильевӑн «Алексей Афанасьевич Кокель» кӗнекине сӳтсе явнӑ, ӑна тӗрлӗрен хак панӑ[18].

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче (ЧПГӐИ) истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн Валерий Макаревскин «Алексей Кокель — историографи халапӗнчи эрешмен картинче» ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ иртнӗ. Кӗнекере А. А. Кокель художник ҫинчен архив материалӗсемпе литературине тӗпчесе унӑн нумай ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗн кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ, унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи ҫӗнӗ страницӑсем уҫӑлнӑ[19].

Тӗп хайлавсем

  • «Чӑваш хӗрарӑмӗн портречӗ» (1906)
  • «Урал завочӗсем» (1908)
  • «Чайнӑйра» (1912)
  • «Итальянсем» (1913)
  • «Ҫемье портречӗ» (1914)
  • «Чӑваш сюитинчен» (1919)
  • «Лавҫӑ» (1919)
  • «Венчет тӑни. Чӑвашсем» (1920)»
  • «Ватӑ рабочи» (1927)
  • «Постра» (1927)
  • «Ударницӑна чыслани» (1930)
  • «Колхоз пасарӗ» (1934)
  • «Ликбез» (1935)
  • «Тӑвар промыслисенче» (1936)
  • «Хӗлле» (1943)
  • «Донец» (1955).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Профессор живописи Алексей Афанасьевич Кокель (1880—1956). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Кокель (Афанасьев) Алексей Афанасьевич. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  3. ^ Халӗ — Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗ
  4. ^ А.А. Кокель – основоположник чувашского изоискусства(паллӑ мар). ЯЛ ӖҪЧЕНӖ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики » О художественном мастерстве А. А. Кокеля (выр.). old-culture.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Чувашская Митрополия и Чебоксарская епархия. cheb-eparhia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  7. ^ Чувашский Рафаэль. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  8. ^ Составители Ю.Ф. Дюженко, А.А. Кокель. Выставка произведений профессора Алексея Афанасьевича Кокеля (1980-1956). Каталог. / Л. Кричевская. — Книжная фабрика им. Фрунзе, 1960. — С. 19, 20.
  9. ^ 1, 2, 3 Гид по национальным художникам Чувашии. visitvolga.ru (18 пушӑн 2020).
  10. ^ 1, 2 И. И. Арская, 2013, с. 430.
  11. ^ В чайной - Кокель А.А. Подробное описание экспоната, аудиогид, интересные факты. Официальный сайт Artefact (выр.). ar.culture.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2 Выпуск 393. Кокель Алексей Афанасьевич (Alexey Kokel) (1880-1956). Студия-И.
  13. ^ Чужой среди своих — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  14. ^ Художественный музей. artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  15. ^ Дом конца XIX века в с. Тарханы, в котором родился и вырос А.А. Кокель, Чувашская Республика. culture.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  16. ^ Тарханское сельское поселение Батыревского района » Объявления ». Положение о проведении IX Международного кокелевского пленэра (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  17. ^ XV Кокелевский международный плэнер «А.А.Кокель и век XXI». Батыревский муниципальный округ Чувашской Республики (5 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  18. ^ МК в Чебоксарах. Можно ли писать историю по-своему. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  19. ^ В ЧГИГН состоялась презентация книги В.И.Макаревского о художнике А.А.Кокеле. ru.chuvash.org (2 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.