Сулейманов Джавдет Шевкетович
Сулейманов Джавдет Шевкетович (ҫур. 1955 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Хусанти патшалăх университечĕн профессорĕ, Тутарстан Республикин ӑслӑлӑх академийӗн чăн пайташĕ (2007 çултанпа), техника ӑслӑлӑхӗсен докторĕ. «Сэлэт» (тут. Сәләт) фондăн никĕслевçи.
Пурнӑҫӗ
1955 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ксыл-Чишма ялĕнче çуралнă. Алманчă вăтам шкулӗнчен ылтăн медальпе вӗренсе тухнӑ. Хусанти патшалăх университечĕн механика-математика факультетне 1977 çулта вĕренсе тухнă. Вĕрентӳ енĕпе ӗҫлекен инженер, ассистент, аслă преподаватель, доцент пулса ӗҫленӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторĕ (2000), профессор (2003). 2004 çултанпа — Тутарстан Республикин ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ, 2007 çултанпа — академикӗ[1]. Тутарстан Республикин общество палатин пайташĕ (2005, раштав).
Вăл ертсе пынипе компьютер системисене тутарла локализаци тунă. Тутарстан республикин правительстви хушăвĕпе Microsoft фирмипе пĕрле Windows ХР тата Windows Vista (хушăмĕсемпе пĕрле) программисен тутарла локализацине хатĕрленĕ.
ТР ӐА «Искусствăлла интеллектăн проблемисем» лабораторийĕн заведующийĕ, Тутар республикин çамрăксен «Сэлэт» общество фончĕн тӗп директорĕ пулнă. Хальхи вăхăтра — Тутарстан Республикин ăслăлăх академийĕн Хушма семиотика институчĕн тĕп ăслăлӑх ĕçченĕ.
Ӗçĕсем
150 публикаци ытла ҫырса кӑларнӑ, вӗсем хушшинче 3 монографии, 2 термин словарӗ пур.
Тӗп ӗҫӗсем
- Сулейманов Д. Ш. Аналитический обзор отечественных и зарубежных работ в области обработки естественного языка в аспекте прагматически-ориентированного подхода. В электрон. журнале Казанского госуниверситета «Информационные технологии». — Казань, 1999.
- Сулейманов Д. Ш., Галимянов А. Ф. English-Tatar-Russian vocabulary. Англо-татарско-русский словник. Информатика. Математическое общество. — Казань, 2000. — 131 с.
- Сулейманов Д. Ш., Галимянов А. Ф. Русско-татарский-словник. Информатика. Республиканский фонд «Сэлэт». — Казань, 2001. — 95 с.
- Сулейманов Д. Ш., Гатиатуллин А. Р. Интегрированный программно-информационный комплекс «Морфема». РАИИ. Научный совет по проблеме «Искусственный Интеллект» РАН: В сб. Трудов шестой национальной конференции с международным участием КИИ-98 в трех томах. Т.1. — Пущино, 1998. — С. 208–214.
- Бухараев Р. Г., Сулейманов Д. Ш. Семантический анализ в вопросно-ответных системах. — Казань: Изд-во Казан. ун-та., 1990. — 124 с.
Хисепӗсем
- РФ Çӳтĕç министерствин хисеп хучӗ (2002);
- «Хусан 1000 çул тултарни» юбилей медалӗ;
- Тутарстан республикин М.Джалиль ячĕллĕ преми лауреачĕ;
- Тутарстан Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (ăслăлӑхпа техника енĕпе);
- Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ăслăлӑх ĕçченĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Сулейманов Джавдет Шевкетович (выр.). Академия наук Республики Татарстан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.