Ильин Иван Николаевич

Ильин Иван Николаевич (ҫур. 1930 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш сăвăçи, прозаик, публицист, таврапӗлӳҫӗ[1]. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976), РСФСР шкулӗсен тава тивĕçлĕ вĕрентекенӗ (1988).

Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1998 ҫултанпа). Пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен çыравçисен ассоциацийĕн пайташĕ.

Пурнăçĕ

1930 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кӗрекен Патӑрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă.

1946 çулта Патăрьелти педагогика вӗрентӗшне пĕтернĕ, 1961 ҫулта вара И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслӑ пĕлӳ илнĕ. Çар хĕсметĕнче 1951–1954 ҫулсенче пулнӑ — Лăпкă океан флотĕнче сапёр тата штабри ҫыруҫӑ пулса ĕçленĕ[2].

Педагогика ӗҫне 1946 ҫулта тӑван ялти шкулта пуҫланӑ. 1954–1991 ҫулсенче Сӑкӑтри вӑтам шкулта вĕрентекен, директорăн çумĕ, шкул директорĕ пулса тӑрӑшнӑ. Мӑшӑрӗпе, Серафима Михайловнӑпа пӗрле пиллӗк ача пӑхса ҫитӗнтернӗ (виҫӗ ывӑлӗ те ӑслӑлӑх кандидачӗсем пулса тӑнӑ, хӗрӗсем шкулта вӗрентнӗ). Ильинсен йӑхӗн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 600 ҫул патнелле шутланать[3].

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ял канашĕн халăх депутачĕ пулса ӗҫленӗ.

2020 çулхи утăн 7-мĕшĕнче тӑван Сӑкӑт ялӗнчех вилнӗ.

Пултарулăхĕ

Унăн нумай ĕçĕ, пултаруллă сăввисемпе очеркĕсем чăвашла тухакан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.

Тӗп кĕнекисем:

  • «Сăкăт ялĕ» (историллĕ публицистика очеркĕсем, 1996);
  • «Пурнăçпа астăвăм» (поэма, 1997);
  • «Пурăнмаллаччĕ, сан пурăнмаллаччĕ» (поэма, 1998);
  • «Мы все — чувашского рода-племени»;
  • «Тӑван ен, тӑван кӗтес, Сӑкӑт — тӑван ялӑм».

Хисепĕсем

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976);
  • РСФСР шкулӗсен тава тивĕçлĕ вĕрентекенӗ (1988);
  • СССР халӑх çутĕç отличникĕ;
  • Чăваш Енĕн халăх академикĕ (2006);
  • И. Я. Яковлев ячĕллĕ парне лауреачĕ;
  • А. Канаш ячĕллĕ парне лауреачĕ;
  • «1941—1945 çç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль;
  • «Ӗçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медаль;
  • «Ӗç ветеранĕ» медаль.

Хастар ĕçсемшĕн унăн ятне КПСС райкомӗпе КПСС обкомĕн Хисеп кĕнекине çырнă (1974 ҫулта социализмлӑ ӑмӑртура çĕнтернĕ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Смирнова Н. Б. Ильин Иван Николаевич. Чувашская энциклопедия. Чувашское книжное издательство. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ Ильин Иван Николаевич (публицист-краевед; 01.01.1930-07.07.2020). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ 90-летний юбилей отмечает труженик тыла, житель села Сугуты, Почетный гражданин Батыревского района Иван Николаевич Ильин. Администрация Батыревского района (1 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Валанс, Э. Ялти ятлӑ Ильинсен чапӗ ҫитрӗ Мускава! / Э. Валанс // Тантӑш. — 2008. — 4 авӑн (№ 36). — С. 3.
  • Иванов, А. Пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ халӑх асӗнче упранӗ / А. Иванов // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2020. — 14 ҫурла (№ 61). — С. 7.
  • Медведев, И. Ӑс патӑр ватти, вӑй патӑр яшши / И. Медведев // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2005. — 1 кӑрлач.
  • Васильев-Бурзуй, Е. В. Сказ о селе / Е. В. Васильев-Бурзуй // Советская Чувашия. — 2010. — 17 февр. — С. 3.
  • Васильев-Бурзуй, Е. В. Сказ учителя о своей малой родине / Е. В. Васильев-Бурзуй // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2010. — № 2. — С. 59-60.
  • Ильин Иван Николаевич // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 86.
  • Ильин Иван Николаевич // Союз чувашских писателей. — Чебоксары, 2002. — С. 46-47.
  • Ильин Иван Николаевич // Чувашские народные академики : биобиблиогр. справ. — Чебоксары, 2009. — Вып 2. — С. 74.