Çӳлевĕç
Çӳлевĕç, евразири çӳлевĕç (Lynx lynx), кушак йышши чĕрчун. Унăн кĕлетки 76-106 сантиметр тăршшĕ, çӳллĕшĕ 55-65 сантиметр, йывăрăшĕ -20 килограмм таран пулать. Çӳлевĕç - вăрман чĕрчунĕ. Пысăк вăрмансенче пурăнать. Ытларах мулкачсене тапăнать. Çӳлевĕçе ăçта вăрман мулкачĕ йышлă, çавăнта асăрхама пулать. Ку кушак пĕччен пурăнама кăмăллать. Сунара çӳлевĕç каçхине е ирхине ирех тухать. Мулкчсăр пуçне тилĕпе кашкăр çурисене, хир качакин путеккине, юр айĕнчи ăсансемпе пăчăрсене, шăшисене тытма пултарать. Çӳлевĕçсен чупас вăхăчĕ - нарăспа пуш уйăхĕ. Ун чухне вĕсем ытти кушаксем пекех макăраççĕ, мăрлаççĕ. Çу е çĕртме уйăхĕсенче ами 2-4 çура тăвать. Çӳлевĕçсем 25 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ нумай чухне 10-12 çултан иртмест.
Каçăсем
ar:وشق أوراسيا bat-smg:Lūšis be:Рысь звычайная bg:Рис br:Liñs Eurazia ca:Linx nòrdic cs:Rys ostrovid de:Eurasischer Luchs eo:Linko es:Lynx lynx et:Ilves fi:Ilves fr:Lynx boréal he:שונר צפוני hi:यूरेशियाई लिंक्स hr:Obični ris hu:Eurázsiai hiúz it:Lynx lynx ja:ヨーロッパオオヤマネコ la:Lynx lynx lt:Lūšis mk:Евроазиски рис nl:Euraziatische lynx nn:Gaupe no:Gaupe pl:Ryś ro:Râs (animal) sk:Rys ostrovid sl:Evrazijski ris sr:Обични рис sv:Europeiskt lodjur tr:Bayağı vaşak uk:Рись zh:歐亞猞猁