Иванов Герольд Константинович

Герольд Константинович Иванов (1941 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2013 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ) — реаниматолог тухтар, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ (1999). Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1999)[1].

Пурнӑҫӗ

Герольд Иванов 1941 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Патӑрьел районӗнчи Красномайск (малтанхи ячӗ — Начар Упи) ялӗнче ҫуралнӑ.

1968 ҫулта Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗренсе пӗтнӗ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи тӗп пульницинче хирург пулса тӑрӑшнӑ. Кайран, 1968–1971 ҫулсенче, Пермь облаҫӗнчи Чердынь районӗнчи Керчев участок пульницинче тӗп тухтӑр вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Чӑваш Ене таврӑнсан, 1971 ҫултанпа Йӗпреҫри тӗп район пульницин тӗп врачӗ тата хирурги уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1978 ҫулсенче 1-мӗш Республикӑри клиника пульницинче хирург тата анестезиолог-реаниматолог вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 1978–1987 ҫулсенче — аслисен тата ачасен реанимаци уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗ. 1987–2007 ҫулсенче 1-мӗш Республикӑри клиника пульницин анестезиологи уйрӑмӗн врачӗ пулса ӗҫленӗ[2].

Герольд Иванов 2013 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем

Герольд Иванов 160 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса кӑларнӑ, ҫавӑн пекех вӑл 2 изобретени авторӗ шутланать[3][4].

Ăнлантарусем

  1. ^ Иванов Герольд Константинович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Иванов, Герольд Константинович (ученый-врач; 01.09.1941-26.02.2013). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  3. ^ 75 лет назад родился Иванов Герольд Константинович. Батыревский муниципальный округ Чувашской Республики (1 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  4. ^ Профилактика тромбоэмболических осложнений на этапах анестезии и операции на печени и желчных протоках. Медицинские диссертации. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. — Шупашкар, 2005. — 376 с.