Адрианов Константин Константинович
Константин Константинович Адрианов (24.5.1887, Тури Туçа ялĕ, Пӑва уесӗ, Хусан кӗпӗрни (халĕ Патӑрьел районӗ, Чăваш Ен) – 7.1.1971, Омск, РСФСР, ССРП) — чăвашсен пĕрремĕш тухтăрĕсенчен пĕри[1].
Биографи
1887 çулхи çăвăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи Тури Туçа ялĕнче, пуçламăш шкулта вĕрентекен çемьинче çуралнă.
Чĕмпĕрти гимназире ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Аслă пĕлĕве Петербургри вăрçă-медицина академинче (1912) илнĕ. Пĕр хушă Кавказра вăй хунă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче уйри хоспитăльсенче хирург пулса ĕçленĕ. Раççейри граждан вăрçине хутшăннă.
Чылай хушă Омск гарнизонĕн хоспитăлĕнче тĕп тухтăр, ШĔХК Çĕпĕрти лагерĕсенче медсанчаçĕсенче пуçлăх тата аслă санинспектор вырăнĕнче ĕçленĕ.
1948 çулта отставкăна тухсан Омскра поликлиникăра тĕп тухтăр пулса тăрăшнă.