Телегин Геннадий Гаврилович

Телегин Геннадий Гаврилович (4.11.1938, Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕ – 25.9.2012, Шупашкар) – физик, физика-математика ăслăхĕсен докторĕ (1992), профессор (2000), Раççей оптика пĕрлĕхĕн, спектроскопистсен Ассоциацийĕн, лазер Ассоциацийĕн, Нью-Йоркри ăславсен академийĕн чăн пайташĕ. Вăл Сорос фончĕн тата Раççейри никĕсле тĕпчевсен фончĕн майĕсене тивĕç пулнă. СССР Ăслав Академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕн дипломне тата СССР Ăслав Академийĕн Президиумĕн Хисеп грамотине çĕнсе илнĕ. 70 ăслав ĕçĕн, вăл шутра 2 монографин, авторĕ.

Биографи

1938 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енри Патӑрьел районӗнчи Тури Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. СССР Тинĕс-çар флотĕнче (ТÇФ) хĕсметре тăнă (1957-1961), Çĕнçĕпĕр университетĕнче вĕренсе тухнă (1966). СССР Ăслав Академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕн Çурмаярăшсен институтĕнче аспирантура пĕтернĕ (1969). Çав тытăмри институтрах, Новосибирск хулинче (Академхулара) 1993-мĕш çулччен вăй хунă. Унтан тин вара Шупашкара куçса килнĕ.

Ăславри тĕп интерессем лазерсенчи стационарлă мар электродинамикăлла процессене тĕпченипе çыхăннă. Импульсла тăрăмсен вăхăтла параметрĕсене стабилизацилессин меслечĕсене тупса палăртнă, линилле мар тĕрлĕрен палăрăмсемлĕ активлă талккăшĕллĕ лазерсен пайăркалавĕн динамикăлла бифуркацийĕсен тăрăмĕсене тĕпченĕ.

Кĕске библиографи

  • Телегин Геннадий Гаврилович. Гетерогенный перенос заряда и адсорбционные явления в поле резонансного излучения Автореф. дис. на соиск. учен. степ. д.ф.-м.н. С. 29. Томск, 1991.
  • Телегин Г.Г., Яценко А.С. Оптические спектры атмoсферных газoв [Текст] / Телегин Геннадий Гаврилович ; отв. ред. Раутиан С. Г. ; Рос. АН, Сиб. отд-ние, Ин-т автоматики и электрометрии. - Новосибирск : Наука, 2000. - 239, [2] с. - Библиогр. указ. по спектроскопии отд. элементов: с. 227-240. Библиогр.: с. 226-227. - ISBN 5-02-031618-0 : 42.90.

Вуламалли

Асăрхавсем