Ахмеев Селивестр Николаевич

Ахмеев Селивестр Николаевич — экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

Кун-çулĕ

1928 çулхи утăн 23-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтне пĕтĕрнĕ (1950), кайран аспирантура пĕтернĕ.

Тӑвай районӗнчи Тăвай шкулĕнче вĕрентекен, кайран Шăнкăртам шкулĕнче (1952-1959) вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Еншик шкулĕнче завуч (1959-1962).

Диссертаци хӳтĕлĕсен Кироври педагогика институтĕнче (1964-1965), кайран Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче 1965-1970 ĕçленĕ.

1970-1996 Чăваш патшалăх университетĕнче доценчĕ.

1996 çултан Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче ĕçлет.

Ахмеев Гурий Николаевичăн тата Ахмеев Василий Николаевичăн пиччĕшĕ.

Ĕçĕсем

Чысĕсем

  • Чăваш АССРĕн АСлă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ Грамоти (1981).

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 2ç.
  • Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 160.

Каҫӑсем