Ковалюк Лидия Алексеевна

Ковалюк (Антипова) Лидия Алексеевна (ҫур. 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Алманчă, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ҫыравҫи, журналист, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн (1983), Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (2002) пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2022), Алманчӑ ялӗн хисеплӗ гражданӗ (2015)[1].

Пурнӑҫӗ

Чӑваш АССР-ӗнчи Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ[1]. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ[2]. Ӗҫӗ-хӗлне Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ вӑтам шкулӗнче пуҫланӑ, ВЛКСМ Патӑрьел райкомӗнче ӗҫленӗ[1]. 1971—1974 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Апашри тата Кӳкеҫри вӑтам шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗҫленӗ[1]. 1974—1981 ҫулсенче — ЧТУС ЖКХ общежитийӗн воспитателӗ[1]. 1981—2000 ҫулсенче РСФСР кӗнеке юратакансен ирӗклӗ обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмне ертсе пынӑ[1]. 2004 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи «Хурӑнташ» ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать[3].

Пултарулӑхӗ

Вӑтам шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах ҫырма пуҫланӑ[1]. Унӑн ӗҫӗсем Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ[1]. 1980 ҫултанпа республикӑри хаҫат-журналта яланах пичетленсе тӑрать[1]. Лидия Ковалюк — чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ нумай кӗнеке авторӗ, вӗсен хушшинче «Ырӑ кун», «Ҫурхи вӑй», «Шурӑ акӑш», «Юрату ҫӑлкуҫӗ», «Тавах, ачам», «Пурнӑҫ тинӗсӗ», «Исканий не окончен шаг» тата ыттисем те пур[1]. Унӑн калавӗсем шкул программине кӗнӗ[2]. Ҫавӑн пекех вӑл Алманчӑ ялӗн гимн авторӗ (кӗвви Ю. Кудаковӑн)[2].

Хисепӗсем

Тӗп кӑларӑмӗсем

  • Ковалюк Л. А. Ырӑ кун : калавсем / Л. А. Ковалюк. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 26, [1] с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Тавах, ачам : калавсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Лидия Ковалюк. — Шупашкар, 1990. — 35, [2] с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Ҫурхи вӑй : [сӑвӑсем] / Лидия Ковалюк. — Шупашкар, 1997. — 32 с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Шурӑ акӑш : [сӑвӑсем] / Л. А. Ковалюк. — Шупашкар, 1999. — 127 с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Юрату ҫӑлкуҫӗ : сӑвӑсем / Лидия Ковалюк. — Шупашкар, 2002. — 70 с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Исканий не окончен шаг… : [стихи и легенда] / Лидия Ковалюк. — Чебоксары, 2004. — 112 с.[1];
  • Ковалюк Л. А. Пурнӑҫ тинӗсӗ : сӑвӑсем / Лидия Ковалюк. — Шупашкар, 2008. — 183 с.[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19 Ковалюк, Лидия Алексеевна (писатель, журналист; 04.10.1945). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Писателю Лидии Ковалюк присвоено почетное звание «ЗАСЛУЖЕННЫЙ РАБОТНИК КУЛЬТУРЫ ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ». Батыревский муниципальный округ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  3. ^ «Поэзия души» — литературная гостиная в с. Алманчиково. Централизованная библиотечная система Батыревского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.