Сафин Рафаил Иршатович

Сафин Рафаил Иршатович (ҫур. 1946 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Палтиел, Шăмăршă районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи тата Раҫҫей ӑсчахӗ, хими ăслăлăхĕсен докторĕ[1].

Кун-çулĕ

1946 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче вĕрентекенсен çемьинче ҫуралнӑ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ хыпар та пур: унӑн ашшӗпе амӑшӗ Алманчӑ шкулӗнче ӗҫленӗ.

Ашшӗ — Иршат Бариевич — шкул директорӗ, амӑшӗ – Нина Николаевна — вӗрентекен пулнӑ[1].

Алманчӑ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусан патшалăх универитетне вĕренме кĕнĕ, унтан лайăх вĕренекен студентсен шутĕнче пулнăран Новосибирск патшалӑх университетне куçарнă. Унтах аспирантура пĕтĕрнĕ[1].

Новосибирск патшалӑх университетӗнче математика моделированийӗн лабораторийӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ тата СССР (Раҫҫей) Ӑслӑлӑх Академийӗн Ҫӗпӗр уйрӑмӗн ӑсчахӗ пулса вӑй хунӑ[2].

Физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ[2], хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ[1].

undefined

Ӗçĕсем

  • Воеводин А.Ф., Сафин Р.И. Методы расчета нестационарных течений жидкости и газа в трубопроводах.
  • Международная конференция, посвященная 80-летию академика Н.Н.Яненко. «Современные проблемы прикладной математики и механики: теория, эксперимент и практика». Новосибирск, Академгородок, 24—29, ҫӗртме, 2001 ҫул.

1977 çулта ядерла физикăри тĕпчев ĕçĕсеничи çитĕнӳсемшĕн çамрăк ăсчахсен ушкăнне Ленинла комсомол парни панă. Парнене тивӗҫнӗ ӑсчахсем:

  • Ворожцов Евгений Васильевич;
  • Гулидов Александр Иванович;
  • Кузнецов Юрий Алексеевич;
  • Паасонен Виктор Иванович;
  • Сафин Рафаил Иршатович[3].

Хисепĕсем

  • Ленинла комсомол парни (1977).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Батыревская энциклопедия. Том 1 : Сафин Рафаил Иршатович (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Сафин Рафаил Иршатович (выр.). СО РАН. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  3. ^ Премия Ленинского комсомола присуждена... (выр.). Фотоархив Сибирского отделения Российской академии наук. СО РАН. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.

Каҫӑсем