Алманчă халăх музейĕ

Алманчăри халăх музейĕПатӑрьел районӗнчи Алманчăра вырнаçнă халăх музейĕ.

Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсем, информации политики тата архив ĕçĕсен Министерствин 25.05.2005 № 01-07/192 хушăвĕпе музея «Халăх музей» ятне тивĕçтернĕ.

Музей директорĕ - Васильев Василий Иванович, вĕреннипе - физикăпа производство никĕсĕсене вĕрентекен.

Музей тытăмĕ

Музейре 200 ытла кĕнеке пур. Вĕсене ял-йышпа хăнасем парнеленĕ.

undefined

Музейре умĕнхи пӳлĕмĕпе 7 экспозици пӳлĕмĕ.

8 пӳлĕмре 1100 ытла экспонат, вĕсенчен 700 чăн документсем тата 700 ытла урăх экспонатсем упранаççĕ. Умĕнчи пӳлĕмре ял мĕнле пуçланни, ял пурнăçĕ çинчи архив докуменчĕсем, XVII-XX мĕш ĕмĕрти ялти çын шучĕ çинчен пĕлме пулать.

Этнографи пӳлĕмĕ

Этнографи пӳлĕмĕнче ялхуçалăх хатĕрĕсем, çуртри куллен усă курмалли япаласем, анатри чăвашсен тумтирĕ. Кунта ача кӳми, тăрантас, пир-авăр тĕртмелли хатĕрсем пур.

undefined

XX ĕмĕр варрин тапхăрĕ

Иккĕмĕш пӳлĕмре XX ĕмĕр варринчи хресчен çурчĕн ăшлăхне кăтартнă.

Колхоз ĕçĕ-хĕлĕн тапхăрĕ

Виççĕмĕш пӳлĕмре колхоз тума пуçланă вăхăчĕ тата шкул историйĕ çинчен пĕлме пулать. Кунта малтанхи председательсен списокĕ пур. Çакăнтах репрессине лекнĕ ял çыннисене асăннă.

Паллă ĕçченсем

4 пӳлĕмре колхоз тĕрлĕ вăхăтра мĕнле ĕçленине, хастар колхозниксем çинчен каланă.

Чапа тухнă ентешсем

Пиллĕкĕмĕш пӳлĕмре ялтан тухнă паллă çынсене – тава тивĕçлĕ ĕçченсене, ăсчахсене, орден илнĕ çынсене, аслă офицерсене, спортсменсене палăртнă.

Мухтав пӳлĕмĕ

Улттăмĕш пӳлĕмре тăван çĕршыва сыхлакансемпе çыхăннă. Тĕп вырăнта – Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтĕнчи сăнукерчĕксем, салтак çырăвĕсем. Уйрăм вырăнта – салтаксен наградисем. Кунтах ытти вăрçăсенче хутшăннисене те асăннă (1 тĕнче вăрçи, граждан вăрçи). Афганистанра тата Кавказра террора хирĕç операцисенче хутшăннисене палăртнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем

Çиччĕмĕш пӳлĕмре пĕр стенана Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуçне хунисен сăнукерчĕксем йышăнаççĕ. Вилтăпри вырăнĕсене кăтартакан карттă пур.

Вуламалли

Каçăсем

Категорисем