Долгов Михаил Герасимович

Долгов Михаил Герасимович (1904 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ, Анат Туҫа, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни — 1985 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ, Анат Туҫа, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — совет саманинчи хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.

Кун-ҫулӗ

1904 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗрекен Пӑва уесӗнчи Анат Туҫа ялӗнче[1] хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Кивӗ Эйпеҫри пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ[2].

1924 ҫултанпа — хуҫалӑх, общество тата политика ӗҫӗнче, комсомол ячейкине йӗркелекенӗ. 1926–1928 ҫҫ. Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. Бобруйскри полк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].

1928 ҫулта Шупашкара иккӗмӗш сыпӑкри совпартшкулне вӗренме янӑ, ӑна вӗҫлесен 1930 ҫултанпа партин Канаш райкомӗн пропагандисчӗ, Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлтӑр» колхоз председателӗ, Патӑрьел райпрофканашӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ[2].

1941–1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1]: фронтра 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫапӑҫнӑ[3].
1947 ҫулта ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн ӑна Патӑрьел районӗнчи «Гвардеец» колхоз председательне суйланӑ, ку вырӑнта вӑл 1968 ҫулччен ӗҫленӗ[1].

КПСС пайташӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1966 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ӑна Ленин орденӗ тата «Ҫурла тата Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа тивӗҫтернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш пухӑвӑн депутатне суйланнӑ.

Анат Туҫа ялӗнче пурӑннӑ, 1985 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • «Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (1945)[4];
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1945)[5];
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1946)[3];
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденӗ (1985)[6];
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ (1957);
  • Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966)[2][1].

Астӑвӑм

Каҫӑсем

Ӑнлантарусем