Пласкин Геннадий Александрович

Пласкин Геннадий Александрович (1922 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1999, Етĕрне) — чӑваш драматургӗ, прозаикӗ, публицисчӗ[1]. 1987 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1922 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен (халӗ университет) вӗренсе пӗтернӗ[2]. Ӗҫ ҫулне Анат Туҫа шкулӗнче вӗрентекен пулса пуҫланӑ. 1942 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара лекнӗ, Инҫет Тухӑҫра хӗсметре тӑнӑ, Японипе СССР вӑрҫине хутшӑннӑ (1945)[2].

Каярахпа «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш вӗрентекенӗсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра, «Ялав» журналта (1954—1958) ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор пулса тӑрӑшнӑ (1958). Элӗк районӗн «Ленин ҫулӗпе» (кайран «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӗнче литература ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ[2].

Ҫут тӗнчерен 1999 ҫулта уйрӑлса кайнӑ, Анат Туҫа ялӗнче пытарнӑ[3].

Пултарулӑхӗ

Геннадий Пласкин — 10 кӗнеке тата 20 ытла пьеса авторӗ[2]. Унӑн пьесисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче лартнӑ.

Паллӑ пьесисем:

  • «Шурӑ хурӑн айӗнче»;
  • «Семафор уҫӑ»;
  • «Сиваш хумӗсем» (Валентина Элпипе пӗрле);
  • «Хӳри вӗҫне туй килсен».

1986 ҫулта уйрӑм кӗнекепе «Ҫавра ҫил» ятпа ҫыравҫӑн очеркӗсем, калавӗсем тата романӗ пичетленсе тухнӑ. Романӑн иккӗмӗш кӗнеки 2012 ҫулта пичетленсе тухнӑ[4].

Кӗнекисем:

  • «Этем телейӗ»;
  • «Элӗксем — Перемышль паттӑрӗсем»;
  • «Пирӗн янташсем — Перемышль паттӑрӗсем»;
  • «Шурӑ хурӑн айӗнче»;
  • «Парне» (1990);
  • «Ҫавра ҫил» (1993)[2].

Ҫемйинчи йывӑрлӑхӗсем

Геннадий Пласкин институт пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑйпе пӗрле вӗреннӗ хӗре — Елизавета Леонтьевна Паймина (1932—1963) литературоведа качча илнӗ. Елизавета Паймина аспирантура пӗтернӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, «Пилӗк портрет» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. 1963 ҫулта Елизавета Паймина вилсе кайнӑ, ҫакӑншӑн Пласкина айӑпласа суд тунӑ та Чулхула тӗрмине хупнӑ[3].

Тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн Пласкина Шупашкарта пурӑнма ирӗк паман, пичетлеме чарнӑ. Вӑл Элӗкре пурӑнма пуҫланӑ. Унта вӑл Мария Николаевна Николаевӑпа (1910-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ — 1994) пӗрлешнӗ. Мария Николаевна районти йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинат директорӗ пулса ӗҫленӗ[3].

1970-мӗш ҫулсенче Николаева хӑйӗн ячӗпе тӗне хирӗҫле кӗнекесем («Хура кушак», «Сӗрӗм», «Эрешмен карти») пичетлесе кӑларнӑ. Геннадий Уткин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗнекесен чӑн-чӑн авторӗ Геннадий Пласкин пулнӑ[3].

1992 ҫулта Пласкин хӑйӗн ячӗпе «Ҫавра ҫил» романӑн пӗрремӗш кӗнекине кӑларнӑ. Иккӗмӗш кӗнекипе ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл ӗҫке туртӑннӑ. 1994 ҫулхи кӗркунне Геннадий Пласкин эрехпе минренӗрен хӑйӗн арӑмне, Мария Николаевнӑна, вӗлернӗ. Психиатри экспертизи хыҫҫӑн ӑна Хусанти психиатри пульницине вырнаҫтарнӑ. 1997 ҫулта хӑй ыйтнипе Етӗрнери психиатри пульницине куҫарнӑ. 1999 ҫулта унта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Тетӗшӗн ывӑлӗ Александр Германович Пласкин унӑн ӳтне тӑван ялне илсе килсе пытарнӑ. 2012 ҫулта вӑлах Геннадий Пласкинӑн «Ҫавра ҫил» романӑн иккӗмӗш кӗнекине кун ҫӳти кӑтартнӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вăхăт таппи: çулсем, çынсем, сăнсем : Элĕк ен çыравçисем çинчен : биобиблиографи указателĕ / хатĕрленĕ Т. Н. Мясникова. — Элĕкри ялсем хушшинчи тĕп библиотека, 2011. — 62 с.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Пласкин Геннадий Александрович (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Уткин Г.А. Ултӑ портрет. Очерксем(чăв.). Пласкин ҫинчен тӗрӗссине ҫеҫ ҫырмалла. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2013. — С. 35—41.
  4. ^ Литературный вечер «Тӑван тавралӑх ҫыравҫи» (выр.). Батыревский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Еливанова, Г. Геннадий Пласкин: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчерен ахаль пурӑнмарӑм!!!» / Г. Еливанова // Тантӑш. — 2012. — 20 авӑн (№ 38). — С. 5
  • Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Плаксин // Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ / Л. А. Ефимов. — Элӗк, 1994. — С. 284—285.
  • Кузнецова, А. Пурнӑҫа аркатнӑ хура йӗр / А. Кузнецова // Хыпар. — 2012. — 12 ака. — С. 4.
  • Кузнецова, А. «Ҫавраҫил» презентацийӗ : [Анат Туҫари ял библиотекинче Г. А. Пласкин писателӗн «Ҫавраҫил» кӗнекин презентацийӗ иртни ҫинчен] / А. Кузнецова // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2012. — 7 мая . — С. 5.
  • Уткин, Г. Пласкин пурнӑҫӗ ӑнман / Г. Уткин // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2013. — 19 ҫӗртме. — С. 3 ; 22 ҫӗртме. — С. 5.
  • Уткин, Г. Пласкин ҫинчен тӗрӗссине ҫеҫ ҫырмалла // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. — Шупашкар, 2013. — С. 35-39.
  • Уткин, Г. Ҫавраҫил ҫаврӑнать // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. — Шупашкар, 2016. — Улттӑмӗш кӗнеке. — С. 23-26.
  • Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Пласкин / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 422—423.
  • Пласкин Геннадий Александрович. — Батыревская энциклопедия. — 2005. — С. 175.
  • Ялгир, П. Пласкин Геннадий Александрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 87.

Каҫӑсем