Паймина Елизавета Леонтьевна
Паймина Елизавета Леонтьевна (1923, Треньел, Патăрьел районĕ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1962, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗн Патӑрьел районӗнчи Треньел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
1948 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫари тата Треньелти шкулсенче ӗҫленӗ, унтан Шупашкара пурӑнма куҫнӑ — тӗп хулари 6-мӗш вӑтам шкулта вӑй хунӑ[1].
Пултарулӑх
Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
1950-мӗш ҫулсенче литература ӗҫне пикеннӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши аса илнинчен[2]:
А. Ф. Талвир çамрăксене çунатлантарма пӗлетчӗ çав. Аллăмӗш çулсенче литературăна çӗнӗ вăй ейӳ хыççăнхи чечек ушкăнӗ пек пырса кӗчӗ: Владимир Сатай, Василий Игнатьев, Юрий Скворцов, Павел Шипцов, Геннадий Пласкин, Елизавета Паймина, Мария Волкова, Юрий Петров, Анатолий Юман... Вӗсем пурте А. Ф. Талвир çунатлантарса инçе çула вӗçтернӗ ăста çыравçăсем...
Кӗнекисем
- «Пирӗн ял хӗрӗ» повеҫ (1960);
- «Пилӗк портрет» литературоведени кӗнеки[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Батыревская энциклопедия. Том 1 : Паймина Елизавета Леонтьевна (выр.). Цифровая библиотека Национальной библиотеки Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Чĕнтĕрлĕ кĕпер. chuvash.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Паймина Елизавета Леонтьевна // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 170.